Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫук, эпӗ сирӗн деспотла законӑрсене пӑсма, сирӗн тӳсме ҫук ылттӑн сӑнчӑрӑрсене татма тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫеҫ; эсир, тӗнчене ҫӗнтерекенсем, вӗсемпе хӑвӑр хӗрарӑмӑрсене алӑ-ураранах ҫыхса лартрӑр!
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара Спартак, Валерия аллисене вӗриллӗн чуптуса ура ҫине тӑчӗ те, ун ҫине савнӑ куҫпа пӑхса, аташнӑ пек темиҫе хутчен: — Эх, турӑ евӗрлӗ хӗрарӑм! Эх, турӑ евӗрлӗ хӗрарӑм! — тесе пӑшӑлтатрӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрарӑмпа юнашар та, хыҫалтан та чурасем пыратчӗҫ; ҫак хӗрарӑм, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, тинӗс шывӗ тӗслӗ пысӑк сенкер куҫлӑ, ҫав тери илемлӗ; ӑна курсан, Крикс хытсах кайрӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кайӑк ҫӑлтӑрсен хыҫӗнче, тӳпере юлнӑ хӗрарӑм пирки юрлать, тата — тӗмеске айӗнче, хӗрес айӗнче выртакан хӗрарӑм ҫинчен те, тата — тӳпелӗхсене вӗҫсе ҫаврӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ ватӑ ӗмӗтҫӗ ҫинчен; акӑ вӑл каллех — пӗччен, пӗр-пӗчченҫӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Паллашрӑм эпӗ ҫав хӗрарӑмпа… укҫа унӑн пӗр пус та ҫук, ну, вӑл ӗнтӗ, пӗлетӗн… пӗр хӗрарӑм евчӗ паллаштарчӗ мана унпала.Познакомился я с ней… денег у нее ни копейки, ну, она и того, знаешь… сводня меня познакомила с ней…
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӗрӗ мужикшӑн хӗрарӑм вӑл — йӑпанмалли япала, анчах пит те шикленсе йӑпанмалли япала хӗрарӑмпа яланах чееленсе хӑтланмалла, ахалӗн вӑл ҫӗнтерсе илет те аркатса ярать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл темле хӗрарӑм, ҫӗвӗҫпе пурӑннине эпӗ пӗлеттӗм, ҫав хӗрарӑм ҫинчен вара ӑнланса илеймесӗр те хӗрхенсе шухӑшлаттӑм: вӑл сав вӑрӑм шӑмӑсене ыталама, ҫав ҫӗрӗк шӑрши йывӑррӑн кӗрекен ҫӑвара чуптума епле йӗрӗнмест-ши? теттӗм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ — лайӑхчӗ, анчах вӗсем эрех пит нумай ӗҫнине, ӳсӗр чух питех те йӗрӗнмелле пулнине тата эрехпе хӗрарӑм ҫав пурӑнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанмалли япала ҫеҫ пулнине хам ӑнланатӑп пулсан та, хӗрарӑм ҫине темле лайӑх мар пӑхнине курса тӑрасси шутсӑрах кансӗрччӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хӗрарӑмӗ, хӗрарӑм евӗрлех ӗнтӗ, сана мӗн кирлӗ?
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Жихарев хӑй сӑнне-питне апла та капла улӑштарса, ҫав чултан тунӑ пек туйӑнакан хӗрарӑм тавра ҫавӑрӑнса ҫӳрет, — пӗр ҫын мар, вунӑ ҫын, пурте ӑраснаскерсем, ташланӑ пек туйӑнать: пӗри — йӑваш, парӑнаканскер; тепри — ҫиленчӗк, хӑратаканскер; виҫҫӗмӗшӗ — хӑй темскертен хӑрать те хуллен кӑна ахлатса, кӑмӑла кайман пысӑк хӗрарӑмран ҫын сисмелле мар тарасшӑн пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чышкисене чӑмӑртаса, вӑл хӗрарӑм патнелле йӑпшӑнса пырать те сасартӑк, урипе тап! тапса илсе, аллисене сарса пӑрахса, хӗрарӑм умне чӗркуҫленсе ларать, куҫ харшисене ҫӳлелле хӑпартса, кӑмӑллӑн йӑл кулать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ сывӑ, вӑйлӑ пулнӑччӗ, арҫын хӗрарӑмпа хутшӑнса тӑрассинчи вӑрттӑнлӑхсене лайӑх пӗлеттӗм, анчах ҫынсем ман умра вӑл вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен ҫав тери чунсӑрла усал кӑмӑлпа, ҫав тери хаяррӑн та пит ирсӗррӗн калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ сав хӗрарӑм арҫын ытамӗнче пулать тесе шухӑшлама та пултараймастӑм, ун ӳчӗн хуҫи пулса такам ӑна чӑрсӑрла та намӑссӑррӑн сӗртӗнме пултарать тесе шухӑшласси йывӑрччӗ маншӑн.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне хӑйсен юрату ӗҫӗнчи мыскарисем ҫинчен каласа кӑтартмастчӗҫ, анчах вӗсем мужиксем ҫинчен мӗн каланинче пуринче те мӑшкӑлласа кулас, усал кӑмӑл пуррине эпӗ туяттӑм, хӗрарӑм вӑл — вӑй! тени тӗрӗс те пулӗ тесе шутлаттӑм вара.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл эпӗ ҫӳрекен ҫул мар пулин те, эпӗ вӗсем хыҫҫӑн пылчӑк ҫийӗпе утрӑм Вӗсем ҫыран хӗррипе каякан ҫула тухсассӑнах казакӗ чарӑнса тӑчӗ, хӗрарӑм патӗнчен пӗр утӑм аяккалларах чакрӗ те сасартӑк ӑна питӗнчен янклаттарса ячӗ; хӗрарӑмӗ тӗлӗнсе те хӑраса: — Ой, мӗншӗн-ха ку капла? — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑм казака ҫавӑтнипе сулӑна-сулӑна кайни курӑнатчӗ, вӗсен урисем айӗнче пылчӑк лач-лач тутарнине илтеттӗм хӗрарӑмӗ хыттӑнах мар, тархасласа ыйтатчӗ:
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ача хыҫҫӑн улттӑн сиксе тухрӗҫ: саппун ҫакнӑ икӗ хӗрарӑм; кӑвак бакенбардлӑ ватӑ та мӑнтӑр лакей, фрак тӑхӑннӑскер, тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ ырхан хӗр; шупка кӑвак шӑтӑкла халатлӑ, чирлӗ сӑнлӑ, анчах пит илемлӗ тепӗр хӗрарӑм; юлашкинчен — кӗрен пурҫӑн костюмлӑ, ылтӑн куҫлӑхлӑ, ҫут ҫамкаллӑ мӑнтӑр господин.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вук иккӗленме пуҫларӗ: унӑн хӑй персе вӗлернӗ хӗрарӑма курас килчӗ, анчах кунпа пӗрлех вӑл ҫав хӗрарӑм Бранка пуласран хӑрарӗ.Вук боролся с собой; ему хотелось взглянуть на убитую им женщину, но он боялся: а вдруг Бранка?
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑт, хӗрарӑм та хӗрарӑм — пӑшал тарӗ, мур илесшӗ!
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑна Матиас Ракоши ячӗпе тӑракан ҫӗрӗҫ кооперативӗнчен килнӗ хӗрарӑм е Тиссавар хулинчи пӗр-пӗр ӗҫ хӗрарӑмӗ ҫутса хӑварать.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.