Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑш the word is in our database.
хутӑш (тĕпĕ: хутӑш) more information about the word form can be found here.
Ҫемленккере тӗтӗмпе хутӑш ирӗлнӗ карас шӑрши кӗрет.

В землянке сладко запахчо тающим воском.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫҫуль тумламӗсемпе хутӑш юн шӑпӑртатса анать.

Тот утирает слезы, смешанные с кровью.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑк хуран ҫакса ярса пушмак пӑру е юпах тиха какайӗпе хутӑш пӑтӑ пӗҫерме те майлӑ унта, — юнашарах вӑйлӑ ҫӑл тапса тӑрать.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выльӑх-чӗрлӗх тытма ансатах мар, унта сахал ҫынпа ӗҫлес шутпа хуҫалӑхра апат валеҫекен тата хутӑш апат тӑвакан оборудовани, выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлекен комбайн та туяннӑ.

Help to translate

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ҫӗр-шыв чӑнах та вӗсен енчи пекех ку таврара: хутӑш вӑрман, ҫырма-ҫатра, хӗрлӗ тӑмлӑ уй-хир, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хура тӑпра, хуҫӑк ҫунатлӑ ҫил арманӗсем, пилеш йывӑҫҫиллӗ пахчасем, ҫӗр ҫумне пусӑрӑнса ларнӑ ҫуртсем.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ик айккипе вуншар ҫухрӑма юманлӑх тӑсӑлать, хырлӑх е пӑхса тӑранмалла мар хутӑш вӑрман.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Китаецсем хулара пӗр районччӗ — картиш варринче картиш, пӳрт ӑшӗнче пӳрт, тӗттӗм коридор, магазин, путвал, склад, ҫӗр пӳрт, ҫурма тӗттӗм ресторан, шкул — пурте хутӑш, пӗр вӗҫӗмрен.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ӑна кӑртӑшпа хутӑш вӗретсен, ҫисе тӑранаймӑн.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна кӑртӑшпа хутӑш пӗҫермелле, — терӗ Капранов, чӑлт-чалт сиккелекен пулӑсене Ивана тыттарса.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн тӑрӑхри ҫеремлӗ-кӗллӗ тӑпра ҫинче клевер, люцерна е сӗлӗпе вика хутӑш акса ӳстерсен, тӑпра азотпа лайӑх пуянланать терӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павлушӑн шинель кӗсйинче сӗлӗ ҫӑнӑхӗпе хутӑш пӗҫернӗ хура ҫӑкӑр татки пурччӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӳлмек тӗпӗнче типӗтнӗ ҫӗрулми турамӗсемпе хутӑш лаша какай котлечӗ пурччӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Акӑ «Самолет» мӑрйинчен кӑвак тӗтӗм палкаса туха пуҫларӗ, тӗтӗмпе хутӑш Атӑл хумӗсем ҫине вут-хӗм сирпӗне-сирпӗне ӳкет.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Романри ҫынсен чӗлхи те мӗнле улшӑннӑ халӗ: унта чӑваш сӑмаххисемпе хутӑш вырӑсла сӑмахсем те илтӗнкелеҫҫӗ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем тӗлкӗшеҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ; шӑплӑх, гиенӑсен инҫетри кӑшкӑравӗпе чӗтрекенскер, ҫул ҫӳревҫӗ кӑмӑлне пӗлес килеслӗхпе, кӑмӑлсӑрлӑхӑн хутӑш туйӑмӗпе тултарчӗ, вӑрттӑн, сайра тӗл пулакан чун кӗске ҫурма сум-хисеп евитлерӗ тейӗн.

Разгораясь, вспыхивали на небосклоне звезды; тишина, подчеркнутая отдаленным криком гиен, наполнила путешественника смешанным чувством любопытства и неудовлетворенности, как будто редкая таинственная душа обмолвилась коротким полупризнанием.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

«Химпром» ПАО, «Август» фирма АХО филиалӗ «Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ», «Элкон» ООО, «Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» АО, «Строймаш» АО тата пирӗн ытти предприяти кӑларакан продукци халӑх хуҫалӑхӗн чылай отраслӗнче питӗ кирлӗ.

Продукция ПАО «Химпром», филиала ЗАО Фирма «Август» «Вурнарский завод смесевых препаратов», ООО «Элкон», АО «ЧПО им. В.И. Чапаева», АО «Строймаш» и других наших предприятий пользуется спросом во многих отраслях народного хозяйства.

Олег Николаев Химик кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/29/ole ... nem-himika

Эпӗ ялӑн хирти кӳллисене, ҫырми-ҫатрисене, асамлӑ тип варӗсене, ҫывӑхри хутӑш вӑрмана, тухӑҫлӑ уй-хирӗсене нимӗнпе те улӑштарман, тӑван ялтах пурӑнакан тантӑш-юлташсене ырӑпа асӑнатӑп: электрогазосварщикра ӗҫлекен Валерий Ильина, ҫавӑн пекех Владик Игушкин электромонтера, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Николай Краснова, вӑрмана юратакан Константин Горбунова, аслӑ пӗлӳллӗ Валерий Мартынов инженер-механика, хамӑр класри Валентин Мучейкин купӑсҫа, пӗрремӗш класлӑ тракториста тата шофера Володя Сергеева.

Help to translate

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Хальлӗхе чухӑн Джуджу ҫеҫ-ха: ҫатӑрка тӑрӑ айӗнчи шӑмӑ куписем, ҫӗмрен ҫыххисем, чӑптапа хутӑш шӑмӑ тӗмескисем; кӗҫех сукмак самаях анлӑланчӗ, акӑ умра — пысӑках мар уҫланкӑ, унта — шалҫасем ҫинчи тӑрӑ, ун айӗнче слонӑн икӗ асав шӑлӗ, чӳлмексем, хӗҫ-пӑшал, тӗрлӗ тӗслӗ темиҫе ластӑк, ҫирӗме яхӑн пӑхӑр сулӑ, ҫак купа тӑрринче вара шӑпах Гент шыранӑ япала — кимӗ — выртать.

Сначала попадались бедные Джуджу — кучи черепков под навесом на хворосте, пучки стрел, кучи циновок и костей, но затем тропинка, расширяясь, привела к небольшой лужайке, где стоял внушительный навес, поддерживаемый шестами. Под ним лежало два слоновых клыка, горшки, оружие, несколько цветных тряпок, штук двадцать медных браслетов, а на вершине кучи стояло именно то, что искал Гент, то есть пирога.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тепӗр ҫӗрте Гент ҫарамас негрсене курать, вӗсем пӗр-пӗрин ӳтне тухатмӑшсем лиана ҫеҫкинчен тата алоэ сӗткенӗнчен хатӗрленӗ ҫав тери шӑршлӑ хутӑш сӗреҫҫӗ, — вӑл сурансенчен сыхлать имӗш.

В другом месте Гент увидел голых негров, мажущих друг друга какой-то дрянью, приготовленной колдунами из цветов лиан и сока алоэ, — смесь, предохраняющая от ран.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Ку… хутӑш йыш, — терӗ Ганувер.

— Это будет смешанное общество, — сказал Ганувер.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed