Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуран the word is in our database.
хуран (тĕпĕ: хуран) more information about the word form can be found here.
Хуран тулли янӑ пулӑ яшки часах вӗреме те кӗчӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкине вӗри апат ҫитерсе ӑсатас тесе, васкавлӑн вучаха хуран ҫакрӗ, кӑвайт чӗртрӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗр кӗнчелине кӑпӑр-капӑр пуҫтарчӗ те, тем хушӑра хуран айне чӗртсе яма та ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Верук, хуран ҫакса чей вӗрет-ха.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эй, Исмен, куратӑп, эс маншӑн тӑрӑшатӑн, шӳрпе пӗҫернӗ ав, — тӳрех хуран патне пычӗ Ҫеҫтук.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан та ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, амӑшӗ сӗтел ҫине пӗр хуран вӗри пӑтӑ, пӗр чашӑк ҫӑмарта лартнӑччӗ, анчах кил-йышпа йӗркеллӗ ӗҫсе-ҫисе чӳк ирттересси пулмарӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Карта хӗррипе пур ҫӗрте те хуран ҫакӑнса тӑрать, хуран айӗнче вучах ҫатӑртатса ҫунать.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, килте ларманах мӑрса Хусан ханлӑхӗ хуран пек вӗресе тӑнӑ чухне.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ те сиксех вӗрет-и вӑл хуран?

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуран хуҫи сӑхӑм пӗҫернине пӗлсен атаман хӑй те кулса ямасӑр чӑтаймарӗ.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫитет, ан хӑра, — тет хуран хуҫи.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр хуран пӗҫермелле ан пултӑрччӗ сан.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн, пит касӑлса ҫитрӗн-им уйра ҫил хӑваласа? — тет хуран хуҫи.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуран хуҫи тек кӗтсе лараймасть, инҫетре те мар ҫӳрекен лашине сиксе утланать те сиккипе ҫеҫен хирелле вӗҫтерет.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сан куҫ ҫивчӗ пулакан, Безбородько, — тет хуран хуҫи ыйхӑласа ларакан юлташне.

Help to translate

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Будкӑра хуран чашкӑрать, кӑмака кӗрлесе ҫунать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Элекҫи алӑк патӗнче выртакан купаран шӗшкӗ ҫаппи илчӗ те, чӗркуҫҫи ҫинче ҫӑмӑллӑн хуҫса, хуран айне хучӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӗр кӳренӗвӗ унта хуран кукли пекех ҫаврӑнатчӗ вара!

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пурте хире ӗҫлеме туртӑнчӗҫ, пӗрин те хуран патне юлас килмерӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Алимпи хуран ҫинчи юра алсишӗпе шӑлса тӑкрӗ те «Иван» тесе ҫырнине курчӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed