Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхаланнӑ (тĕпĕ: хавхалан) more information about the word form can be found here.
— Кӑлпасси лавккинче чӗлхе илме пулать! — сасартӑк хавхаланнӑ пек каларӗ Агафья Матвеевна.

— Языка можно в колбасной взять! — вдруг, как будто по вдохновению, сказала она.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тата Ольга та хӑй перчеткине арӑслан ҫӑварне пӑрахас пулсан, унӑн чӗререн хавхаланнӑ тусӗ ӑна илсе парасси пирки, уншӑн тӗпсӗр ҫырмана сикес пирки Обломовран ыйтса пӗлмен, вӑл ҫав хавхаланун паллине ҫеҫ куртӑрччӗ, тусӗ арҫынсен, юратакан хӗрарӑма пула пурӑнма пуҫлакан арҫынсен, чи пысӑк тӗллевне ҫеҫ тӗрӗс тытса пытӑр, вӑл пӑхнин хӗмӗпе, вӑл ӑшшӑн кулнине унӑн хавхаланулӑхӗн ҫулӑмӗ ҫунтӑрччӗ тата вӑл ҫав ҫулӑмра пурнӑҫ тӗллевне курни ан пултӑрччӗ.

И Ольга не справлялась, поднимет ли страстный друг ее перчатку, если б она бросила ее в пасть ко льву, бросится ли для нее в бездну, лишь бы она видела симптомы этой страсти, лишь бы он оставался верен идеалу мужчины, и притом мужчины, просыпающегося чрез нее к жизни, лишь бы от луча ее взгляда, от ее улыбки горел огонь бодрости в нем и он не переставал бы видеть в ней цель жизни.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Макаров вара ҫӗнӗ идейӑсемпе хавхаланнӑ.

И Макаровым владела новая идея.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хавхаланнӑ сӑн-пичӗ ялтӑраса тӑрать.

Радостное лицо его сияло.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнтах вӑл мана хӑйӗн халӗрех кӑна тунӑ ӗҫне кӑтартрӗ — Пушкин вилнӗренпе ҫӗр ҫул ҫитнине асӑнса ун ятне тумалли палӑк проекчӗ; Пушкин Нева шывӗ хӗррипе, ҫиле хирӗҫ шинелне варкӑштарса утать, пит-куҫӗ хавхаланнӑ та мӑнаҫлӑ унӑн.

И он стал показывать мне свою последнюю работу — проект памятника Пушкину к столетнему юбилею; Пушкин был изображён шагающим по набережной Невы, против ветра, в развевающейся шинели, с упрямым, вдохновенным лицом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах дневникрен ҫырса илнӗ вырӑнсене пӗтӗмпех пичетленӗ: «Ҫавӑн чух уйрӑлнине нихҫан та манас ҫук эпӗ, вӑл хавхаланнӑ сӑнарлӑн инҫете тинкерсе пӑхни нихҫан та асран каяс ҫук.

Но выдержки из дневника были напечатаны полностью: «Никогда не забуду этого прощанья, этого бледного вдохновенного лица с далеким, взглядом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Людмилӑпа аннен пичӗ-куҫӗсем куҫҫульпе тӑртаннӑ, савӑнӑҫлӑн хавхаланнӑ.

У мамы и у Людмилы — совершенно запухшие от слез, восторженно-распаренные лица.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

36. Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланнӑ Давид хӑй ҫапла каланӑ-ҫке: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ».

36. Ибо сам Давид сказал Духом Святым: сказал Господь Господу моему: седи одесную Меня, доколе положу врагов Твоих в подножие ног Твоих.

Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed