Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учӗсене (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Учӗсене кӑшкӑрса тата нухалесемпе васкатса, вӗсем сиккипе ялалла вӗҫтерчӗҫ.

Они скакали к деревушке, понукая лошадей криками, плетьми.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем учӗсене юрттарма пуҫларӗҫ.

Поехали рысью.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гусарсем, сапаланса кайса, учӗсене тырӑ ҫийӗн сиккипе вӗҫтерме тытӑнчӗҫ.

По хлебам скакали, разбившись цепкой, гусары.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан учӗсене вӑрҫма пуҫларӗ:

И пошел ругать по лошадям:

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юланутлӑ салтаксем, сылтӑмалла сулӑнса, учӗсене уттарса кӑна килеҫҫӗ.

Всадники, забирая вправо, двигались шагом.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.

А было так: столкнулись на поле смерти люди, еще не успевшие наломать рук на уничтожении себе подобных, в объявшем их животном ужасе натыкались, сшибались, наносили слепые удары, уродовали себя и лошадей и разбежались, вспугнутые выстрелом, убившим человека, разъехались, нравственно искалеченные.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксемпе нимӗҫсем, хӑранипе тискер кайӑк пек пулса ҫитнӗскерсем, ӑҫтан килчӗ унтан пӗр-пӗрне касаҫҫӗ, чикеҫҫӗ: ҫурӑмран, алӑсенчен, учӗсене, хӗҫпӑшалсене…

Озверев от страха, казаки и немцы кололи и рубили по чем попало: по спинам, по рукам, по лошадям и оружию…

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтан вӑл вылянса пыракан сӑнӑ вӗҫӗсене курчӗ, унтан сасартӑк учӗсене пӑрса лапам айккипе атакӑна кӗме тапса сикнӗ нимӗҫсем курӑнса кайрӗҫ.

Сначала он увидел колышущиеся кончики пик, потом внезапно показались немцы, повернувшие лошадей, шедшие из-под склона котловины в атаку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каргинӑри тимӗрҫӗ ывӑлӗ Иванков Михаил, — вӑл хӑй те ӑста — йӑранасемпе ҫӑварлӑхсем ҫутатма пулӑшать, ыттисем тӑрӑшсах учӗсене хырчӑклаҫҫӗ, йӗвенӗсене тасатаҫҫӗ, трензельсемпе ут таврашӗн ытти хатӗрӗсене кирпӗч ҫӑнӑхӗпе сӑтӑрса ҫутатаҫҫӗ.

Иванков Михаил, сын каргинского коваля, — сам знающий коваль, — помогал лудить стремена и удила, остальные сверх нормы скребли коней, чистили уздечки, терли битым кирпичом трензеля и металлические части конского убора.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем, хӗрсе кайнӑ учӗсене чӗлпӗрӗсенчен туртса чаркаласа, айӑплӑн кулкаласа илчӗҫ.

Казаки виновато улыбались, натягивали поводья, удерживая разгоряченных лошадей.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ездовойсем учӗсене хӗнесе асаплантараҫҫӗ, тупӑ патӗнче ӗҫлекен ҫыннисем унӑн-кунӑн кускаласа ҫӳреҫҫӗ.

Ездовые мордовали лошадей, около суетилась прислуга.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑваттӑмӗш сотня казакӗсем учӗсене каҫма хыҫне ҫавӑтса кӑларса тӑратрӗҫ.

Казаки четвертой сотни в поводу выводили лошадей за переезд.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лере авӑ, казаксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн учӗсене сиктерсе пыракан ҫул ҫинче, хутор еннелле тусан хӳреленсе тӑсӑлса выртать.

А там, где, выбравшись на шлях, скакали они толпою, тянулся к хутору серый хвостище пыли.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, косилкӑна хӑй туртса пынӑ пек хашӑлтатса учӗсене тӑратрӗ.

Наталья остановила лошадей, задыхаясь, будто она тянула косилку, а не лошади.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗн каҫ пуличчен, трубач трубине кӑшкӑртса яричченех, ҫуран тата утлӑ строй занятийӗсенче хӑшкӑлаҫҫӗ, кӑкарса тӑратнӑ учӗсене тирпейлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, тӑрантараҫҫӗ, нимӗн тӑрлавсӑр словеснӑҫа вӗренеҫҫӗ, вунӑ сехетре кӑна, тӗрӗслев ирттерсе хуралсене янӑ хыҫҫӑн, каҫхи кӗлле тӑратаҫҫӗ те, вахмистр, йӗркеленсе тӑнӑ ретсем тӑрӑх тӑхлан пек куҫӗсемпе пӑхса тухса, урмӑшнӑ сассипе ӗмӗртенхи «Эй, ҫӳлти аттемӗрне» мӗкӗрме тытӑнать.

До вечера, пока трубач не проиграет зо́рю, мотались на занятиях в пешем и конном строю, убирали, чистили и выкармливали на коновязях лошадей, зубрили бестолковщину «словесности» и лишь в десять часов, после поверки и назначения на караулы, становились на молитву, и вахмистр, обводя построенную шеренгу круглыми оловяшками глаз, заводил отроду сиповатым голосом «Отче наш».

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурма ҫула ҫитсессӗн учӗсене вичкӗн юртӑпа янӑ эшелоннӑйпа ординарец казаксене хӑваласа ҫитсе иртсе кайрӗҫ.

Казаков на полпути обогнал шибко прорысивший эшелонный с ординарцем.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Площадь тӑрӑх юланутлӑ казаксем тата учӗсене чӗлпӗрӗсенчен ҫавӑтнӑ казаксем пыраҫҫӗ.

По площади ехали казаки верхом и шли казаки, ведшие коней в поводу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗсене уттарса кайрӗҫ.

Поехали шагом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таврида ҫыннисем, миххисене пӑрахса, лашисене кӳлчӗҫ те, ура ҫине тӑрса чӗн тилхепе вӗҫӗсене ҫавӑркаласа, учӗсене чӑпӑрккасемпе ҫунтарса, арман картишӗнчен тухрӗҫ, унтан, урам тӑрӑх кӗмсӗртеттерсе, хутортан тухса вӗҫтерчӗҫ.

Тавричане, побросав мешки, запрягли в брички лошадей и, стоя, махая узлами ременных вожжей, полосуя лошадей кнутами, вырвались со двора и загрохотали по улице за хутор.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗсене шав шӑмарса пырать.

Хмурился.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed