Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чикӗ урлӑ каҫма килнӗ пиллӗкмӗш ҫын, чӑнахах та, чикӗ урлӑ каҫма пултарнине, вӑл халь ирӗкре ҫӳренине пӗлнӗренпе Смолярчук ҫӗршер ҫынна тӗл пулнӑ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Килкарти урлӑ вӑл пӗшкӗнсе чупса каҫрӗ, ҫатан патне ҫитсе, ун урлӑ сиксе каҫма тӑчӗ, анчах хӑй тарма шутланӑ енче темиҫе нимӗҫ курӑнса кайрӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эппин, эпир сирӗн аннӗрпе икӗ сыпӑк урлӑ… ҫук… виҫӗ сыпӑк урлӑ хурӑнташлӑччӗ, ийя, ҫапла.Стало быть, двоюродные мы были с вашей maman, нет, троюродные, да, так.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман Этьен те, эсир ӑна астӑватӑр, вӑл сире виҫҫӗмӗш сыпӑк урлӑ тивекен хурӑнташ вӗт-ха… ҫук, виҫҫӗмӗш сыпӑк урлӑ мар, мӗнле-ха, Lise?И мой Этьен, вы его помните, ведь он ваш троюродный… нет, не троюродный, а как это, Lise?
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗллемесӗрех, винтовкӑсене авӑрлама ӗлкӗреймесӗрех переҫҫӗ вӗсем, пӑшал кӳпчеккисемпе ҫапӑҫаҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, сиксе ӳксе хӗҫпӑшалӗсене турта-турта илеҫҫӗ, вилнисем урлӑ хӑйсен курайманлӑхне, ыратнине, шиклӗхне икӗ чӗлхепе пӗлтерекен аманнисем урлӑ каҫнӑ чух такӑна-такӑна ӳкеҫҫӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл виҫӗ кун чупнӑ, виҫӗ сӑрт урлӑ тата виҫӗ хир урлӑ чупса каҫнӑ, юлашкинчен хӑвӑрт юхакан юханшыв хӗрринчи сарлака уҫланкӑра чарӑннӑ.Бежал он три дня, перебежал три горы и три долины и наконец достиг широкой поляны у быстрой реки.
Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Вӗсем, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, шыв юхтарса килсе лартнӑ ҫапӑсен купи урлӑ, чул куписем урлӑ каҫрӗҫ.В молчании пересекли они ломкий плавниковый навал, перелезли через грядку камней.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Унччен малтан Лира пӗчӗк ҫырма урлӑ хунӑ хӑма тӑрах калле-малле ҫӳренӗ, хӑй Птаха пекех тӗпсӗр ҫырма урлӑ йывӑҫ тӑрӑх утса каҫма пултарнине тӗрӗсленӗ.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗррехинче Ҫӗпӗрте, тайгара, Мана шывӗ урлӑ хунӑ начар кӗпер урлӑ каҫнӑ чух, кӗпер ишӗлсе аннӑ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унтан кӑштах ҫӳлелле ывӑтать те: Тӗм урлӑ! Тӗм урлӑ! — юлашкинчен вара: Кӗпсӗрт канава! — тесе вӗҫлет.Потом слегка подкидывал: По кочкам! По кочкам! — и в заключение: Бух в канаву!!
12 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ильсеяр ӗлӗк яланах вӗсенчен пӑрӑнса иртекенччӗ, халӗ ак, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр, пӗрин урлӑ, унтан теприн урлӑ вӑшт ҫеҫ сике-сике каҫрӗ…Ильсеяр всегда обходила их, а тут, не задумываясь, перепрыгнула первую, вторую…
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кунта авӑ шоссерен чылай инҫерех, — вӑл картта ҫинче пӳрнипе виҫсе кӑтартрӗ, — атакана километра яхӑн чупмалла, унта ҫул урлӑ, сӑрт тупи урлӑ каҫмалла, пӑх халӗ, ӑҫта чупса ҫитес пулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑна вара алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе парк урлӑ, юр кайса пӗтеймен хирсем урлӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр танксем шӑвакан шоссе патне илсе ҫитернӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ним пулса иртмесӗрех вӗсем Югославипе Австри урлӑ каҫнӑ, Венгри ҫӗршывӗнчен иртсенех Чехословаки границинчен инҫетрех мар выртакан юханшыв урлӑ ишсе каҫса, — мадьярсен патрулӗсем ҫине ҫитсе тухнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Польша партизанӗ, халь фронт урлӑ, Висла шывӗ урлӑ каҫма хатӗрленет, — паллаштарчӗ пире инженер-майор, унтан француз чӗлхипе хӑйӗн юлташӗн портречӗсене кӑтартма ыйтрӗ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Ишӗлсе аннӑ ҫурт хыҫӗпе, хуҫӑлса пӗтнӗ садсемпе утрӑмӑр, кирпӗч куписем урлӑ упалентӗмӗр, стена шӑтӑкӗсем витӗр шинель аркисене пуҫтарса каҫрӑмӑр, уҫӑ вырӑнсемпе е урамсем урлӑ хӑвӑрттӑн чупса иртрӗмӗр.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Инженери тӗлӗшӗнчен ӑна тӗплӗн шухӑшласа тунӑ пулнӑ: ҫӑлкуҫ шывӗ валак тӑрӑх юхса анса малтан пӗчӗк кӳлленчӗке пухӑннӑ, тулнӑ шыв ун урлӑ тӑкӑнса тасатакан пӑрӑх урлӑ кӳлмеке юхса тухнӑ.
Ҫӑлкуҫа сыхлакан Шупаш // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5568-%D2%AA% ... D1%88.html
— Дон урлӑ каҫнӑ, Днепр шывне ӗҫсе пӑхнӑ, Тисса урлӑ пичкепе каҫса кайнӑ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Урлӑ каҫмалла мар юханшывсем ҫук, — тет вӑл хӑйӗн юлташне, — пурин урлӑ та каҫма пулать.— Нет непреодолимых водных рубежей, — доказывает он товарищу, — все они проходимы.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗтӗм тӗнчери коммуникацисен департаменчӗ вӑл кунсене ҫынсем ҫав чӗлхесем ҫинчен интереслӗ информацие пӗлччӗр тесе, вӗсен историне лайӑхрах ӑнланччӑр тесе йӗркеленӗ, мӗншӗн тесен шӑпах чӗлхе урлӑ, унӑн историне хисеплени тата тӗрӗс куҫару йӗркелени урлӑ тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем пӗр-пӗрне ӑнланма пултараҫҫӗ.
Паян — китай чӗлхи кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28414.html