Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урампа (тĕпĕ: урам) more information about the word form can be found here.
Чиркӗве килнӗ чух вӑл пирӗн урампа иртетчӗ.

Help to translate

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑма урампа туртса пынӑ чух Ҫемука куртӑм, хӑйсен хапхи патӗнче пӑхкаласа тӑрать, аллине патак тытнӑ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулла кӗпе вӗҫҫӗн урампа иртсе пынӑ чух арҫынсем ун ҫине ахальтенех тӗмсӗлсе пӑхса юлмӗччӗҫ.

Бывало, пройдется летним днем по улице в одном платье — так мужики того и гляди шеи свернут, на нее глядючи.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи урампа хӑпарнине курсанах крыльца ҫинче ӑна кӗтсе ларакан йывӑр кӗлеткеллӗ Марфа Ефимовнӑна чун кӗрет: вӑл тӑрса хӗре хирӗҫ утать.

Стоит Савдеби появиться на улице, как попадья выходит на крыльцо встречать свою любимицу.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи урампа кутне-пуҫне пӑркаласа, ясарланса утса пынине курсан ман чӗре сиксе тухма хӑтланать.

Увижу, как Савдеби идет по улице, крутит попой да бедрами, так сердце и зайдется.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫӗсене ал шӑлли ҫыхнӑ икӗ ҫын урампа пӗр-пӗрин хыҫӗнчен чынлӑн утса аннине паҫӑрхи старик тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ.

По улице друг за другом чинно идут двое в повязках на головах. Давешний дворник, у которого Ивук узнал адрес Педера, с изумлением поглядел им вслед.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Этем мар, урампа кантур шӑшийӗ чупса иртсен ӑна та ҫӗр те пӗр куҫ асӑрхать.

Не то что человек — мышь конторская по улице пробежит, и ее не один глаз приметит.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урампа пӗр васкамасӑр, Пӗр енне кӑшт тайӑлса, Туяпа анать Юлмасов Тукасран Анаткасса.

Help to translate

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Шахрун урампа утса пынӑ, ҫурӑмӗпе ҫынсем хӑй ҫине мӗнле пӑхнине туйнӑ.

Идя по улице, Шахрун спиной чуял, кто как на него смотрит.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утса пырать иккен Ухтиван урампа.

Идет Ухтиван улицей.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Авӑ сасса илтнӗ те, Пӗр ҫын урампа чупать…

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Акӑ пӗр этем чупать, Ула ӗни мӗкӗрет, Сӗмсӗр сысни ҫухӑрать, Пӗтӗм яла ҫӗмӗрет, Кӗтӳ хыҫҫӑн урампа Хура тусан хӑпарать.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Левентей агронома урампа иртсе пынӑ ҫӗртен чӗнсе кӗртрӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехет иртрӗ, икӗ сехет, ҫав-ҫавах вӑл урампа хӑпарни курӑнмасть.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм урампа такӑнкаласа хӑйсен хапхи умне ҫитрӗ те — унта, кӗрхи сивве пӑхмасӑр, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ун вырӑнне мӗншӗн манӑн Липӑпа пӗр урампа каймалла мар-ши?» — терӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Ятман урампа вӗсен пӳрчӗ умӗнченех Укахвипе Олимпиада Осиповна утса иртнине асӑрхарӗ те чӳрече рамине ал чӑмӑрӗпех шаккама тытӑнчӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхма вӑл ҫывӑх пек, урампа ҫын иртсе пыни те е мӑрьерен тӗтӗм йӑсӑрланса тухни те курӑнать, Тутаркас правленине ҫитме сахал та, ҫухрӑм утас пулать.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах хӗр именни куннинче те унӑн шухӑшӗпе ӗмӗтӗнчен вӑйлӑрах пулчӗ, вӑл хӗр чӑрсӑрлӑхне пӗтӗмпех ҫыхса тӑлларӗ, Укахвие Галимджансен пӳрчӗ ҫине пӑхтармасӑр урампа вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ма ӑшӗ пит вӑркать-ха урампа пынӑ ҫӗртех?

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed