Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпенелле the word is in our database.
тӳпенелле (тĕпĕ: тӳпенелле) more information about the word form can be found here.
Кӗҫех вара Энӗшкассисенчен инҫех мар пуртӑ сассисем янӑраса кайрӗҫ те, шарт сикнӗ вӗтӗ-шакӑр кайӑксем тӳпенелле пӗлӗт пек вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв милӗк витӗр вӗри чул ҫине юхса анчӗ те чашкӑрса вӗресе пӑс пулса тӳпенелле сарӑлчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк ури айӗнчех тӑри вӗҫсе тухса тӳпенелле хӑпарчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар карттусне хывса сулахай хулӗ хушшине хӗстерчӗ те, пуҫне каҫӑртса, тӳпенелле пӑхса, ҫапла каларӗ:

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шурӑ сухалне ывӑҫӗсемпе икӗ енчен сӑтӑркаласа, тӳпенелле пӑха-пӑха илчӗ, унтан пӗтӗм ял илтмелле янӑравлӑ сасӑпа ҫынсене мечӗте пуҫтарӑнма чӗнме пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн тӳпенелле кармашакан шӗвӗр тӑрринче ҫӗнӗ уйӑх майлӑ ҫутӑ тимӗр йӑлтӑртатать.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ку, черкке тӳпи, — кача пӳрнипе эрехе темиҫе тумлам ҫӳлелле сирпӗтрӗ старик, — тӳпенелле кайтӑр.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре, тӑри тӳпенелле явӑнса хӑпарнӑ пек, чуна ҫӗклентермелле уҫҫӑн илтӗнчӗ вӑл, тепре, хӗр хӳхлесе макӑрнӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрарӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине Мӗша сӑрчӗ хыҫӗнчен хӗвел юлхавланса хӑпарнине курать — килте вӑл Сӑр вӑрманӗ ҫийӗн пӗчӗк ача пек кулса тӳпенелле васканине аса илет.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӳпенелле пӑхатӑп — уйӑх ҫаврӑннӑ, ҫӗнӗ уйӑх тухнӑ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас, мӗн пулса иртнине тавсӑрҫа илесшӗн пулнӑ пек, тӳпенелле пӑхса выртрӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫ пӗтерсе апат ҫиме кайнӑ пулмалла, — шухӑшларӗ вӑл тӳпенелле пӑхса.

Help to translate

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Каллех атте пӳрчӗ вырӑнӗнчен тӳпенелле тӗтӗм вӗрен яврӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хам тӗлӗре пуҫланӑ май вут ҫутисем мана хам паталла киле пуҫларӗҫ пек, ҫӳлелле, сенкер тӳпенелле хӑпараҫҫӗ пек.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ кӑвак тӳпенелле, ҫӑлтӑрсем патнелле хӑпарса кая пуҫларӑм пек.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан Григорьев тавра пуҫтарӑннӑ та ур-ра кӑшкӑрса ӑна тӳпенелле ҫӗкленӗ.

Потом окружили Григорьева плотным кольцом и с криками «ура!» подняли его на руках.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ, вӑл калаҫнӑ май, тӳпенелле пӑха-пӑха илеттӗм, ҫутӑ хӗвеле шыраттӑм.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Унӑн ҫӳллӗшӗ тӗл-тӗл 4 метра яхӑнах тӳпенелле кармашнӑ.

Help to translate

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Суха туса халтан кайнӑ ҫын пек, вӑл аллисене ик еннелле сарса хунӑ та тӳпенелле иӑхса выртать.

Руки его раскинуты по сторонам, точь-в-точь как у уставшего от работы пахаря; глаза устремлены в небо.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пире курсанах пуҫне тӳпенелле каҫӑртатчӗ.

Как она задирала нос перед нами.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed