Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗле (тĕпĕ: тӗл) more information about the word form can be found here.
Вӑл кӗнӗ тӗле Васса ашпа ҫӗрулми ӑшалама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки ирхине тӑнӑ ҫӗре те, правленинчен таврӑннӑ тӗле те — пурте хатӗр.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Д. А. Кушниковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ сая кайман, ӑна чӑваш ҫыннисем чунтан юратнӑ, вӑл земски тухтӑрта ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ тӗле ун патне нумай-нумай ҫӗртен саламлӑ телеграммӑсемпе ҫырусем янӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Эп пулӑран каптӑртатса таврӑннӑ тӗле вӑл вӑрмана тухатчӗ, ҫул ҫинче тӗл пулаттӑмӑр.

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хусанкай аллӑ тултарнӑ тӗле эп Шупашкара каяймарӑм.

Help to translate

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чӳк уйӑхӗнче ҫулӑн республика урлӑ иртекен 6-7-мӗш тапхӑрӗсене хута ямалла, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле вара Мускав — Хусан маршрутпа ҫул ҫӳрев уҫӑлмалла.

Help to translate

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Муниципалитет ертӳҫи Сергей Михайлов шкулсен таврашӗсене хӑтлӑлатас енӗпе пуҫарнӑ мӗнпур ӗҫе ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле вӗҫлемелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

Help to translate

Шкулсен таврашӗсем хӑтлӑланаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%88%d0% ... %d0%b0cce/

Апатланмалли вӑхӑт ҫитнине пӗлет вӑл, ҫав тӗле ҫурт патне ҫывхарать.

Она уже знает, что подходит время кормления и подходит к дому.

Пушкӑрт лашин тихисем рафинад юратаҫҫӗ. Каролина ҫакна ҫирӗплетсе парать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3380183

Совет наукисен штабӗн — СССР Наукисен академийӗн 1960 ҫул вӗҫленнӗ тӗле наукӑ учрежденийӗсем пурӗ 241 пулнӑ, вӗсенче 23,8 пин ҫын ӗҫленӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫул хӗресленнӗ тӗле ҫитрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл клуба ҫитнӗ тӗле Денис утасчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӑххӑрмӗш класа куҫнӑ тӗле ӑна ку енӗпе класӗпе те ҫитеекен пулмарӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрӑм пӳрнеллӗ шурӑ алӑ гриф тӑрӑх балерина евӗр чупса каять те, пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑракан тӑри пек, хӗлӗхсем ҫинче чӗтренет, унтан тепӗр тӗле сиксе ӳкет…

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ку станок ҫинчи хултӑрчӑсене пурне те хускатса янӑ тӗле пӗрремӗш станок ҫинчи малтан лартнӑ ҫӗрӗсем, тулса, умлӑн-хыҫлӑн чарӑна пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Вӑт ӑнман этем тупӑнчӗ пирӗн тӗле, — пуҫларӗ Данил Макарович.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хӗрӳ ӗҫ вӗҫленнӗ тӗле кооператив директорӗ Сергей Майоров та ҫитрӗ.

Help to translate

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Ҫав самантра пирӗн тӗле васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе чарӑнчӗ.

Help to translate

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫитрӗм ӗнерхи тӗле, Турунов бригадин пӗр ушкӑнӗ столовӑй тунӑ ҫӗре.

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑнасем виҫҫӗш виҫӗ тӗле вырнаҫнӑ та чӗнмесӗр ун-кун пӑхкаласа лараҫҫӗ.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed