Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратса (тĕпĕ: тӑрат) more information about the word form can be found here.
Вырӑссем пирӗн ҫӗршыва пынӑ пулсан, ку темӗн ҫаппа-ҫарамас тӑратса хӑвараттӑмӑр».

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Сап-ҫара тӑратса хӑвариччен каторгӑна ӑсатни аванрахчӗ», — хуйхӑрса шухӑшларӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара хӑйне те лашасӑр тӑратса хӑварасси паллах.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, сасартӑк лӑшине тӑратса, урапа ҫинчен сиксе анчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн эппин упӑшкам кашни каҫах пӗччен тӑратса хӑварать?..

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил-ҫурт ҫавӑрнӑ, сад ҫитӗнтернӗ, 63 ҫул арӑмпа пӗр ҫемьере, ача-пӑча ӳстернӗ, ура ҫине тӑратса ҫын тунӑ.

Help to translate

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Вӑл шавласа-кашласа авӑнакан йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑвӑрт анма пуҫларӗ, кӗҫех чикмеке тӑратса хунӑ вырӑна та ҫитрӗ, анчах хӑватлӑ ҫил ӑна хӑйӗн куҫа курӑнман аллисемпе айккинелле ывӑтса янӑ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар кӗреҫине айккине тӑратса хучӗ, ҫӗре чӑмӑрӗпе тӗртсе пӑхрӗ — вӑл паштах анса кайрӗ те чул татӑкне перӗнчӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ну, вӑт, Мария, эпир хамӑрӑн ыйтӑва татрӑмӑр, халӗ Хрестук пирки малалла мӗн тумалли ҫинчен калаҫар, — терӗ Степанов, хӗре хӑй умне тӑратса.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ултӑ ачапа нимсӗр тӑратса хӑварнӑ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — тӑруках юлташӗсене чарса тӑратса ыйтрӗ Уҫӑп.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл икӗ лавне унта тӑратса хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшпе лавкка патне пырса чарӑннӑ, икӗ хуралҫине те тӑлӑпӗсемпе хупласа ҫыхса пӑрахнӑ та Хусан хӗррине ӑсатнӑ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тӑратса хума ӗлкӗрнӗ чикмек тӑрӑх хӑпарса, пуркине ҫӑмламас пысӑк ҫӗлӗк евӗр пуҫтарӑнса ларнӑ хуртсен айне тытрӗ, вӗркӗҫӗпе тӗтӗм вӗҫтерсе, хурт ушкӑнне йӑлтах пуркӑна пуҫтарчӗ, юлашкинчен михӗпе витсе хучӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петӗр, халех ку костюмна хыв та чикмек тӑратса ҫӗкӗрт ҫине хӑпар! — хыпӑнчӑклӑн хушрӗ Сахар.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, лаша вите алӑкӗнчен сирпӗнсе тухрӗ, ҫын аллинчен вӗҫерӗнсе, ҫунакан хапха патне вӑркӑнса пычӗ, тӑпах чарӑнчӗ, хартлатса илчӗ, унтан, хӳрине тӑратса, картиш тавра чупма пуҫларӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑк умӗнче ҫеҫ Садыя аппа хӑлхисене чанк тӑратса чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗ.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗс, Тукай ӗмпӳ, — терӗ Иливан кӗреҫине кӗтесе тӑратса.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ярлык памарӗ, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварчӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку мӑрсасен ҫӗрӗсене служилӑй ҫынсем валли касса илнӗ, хӑйсене эсир халӑха вырӑссене хирӗҫ кӗрешме чӗнетӗр тесе ярлыксӑр тӑратса хӑварнӑ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрре те юратмастӑп эпӗ хӗрарӑмсем арҫынсемпе юнашар хӑлхисене тӑратса ларнине, вӗсем пӗли-пӗлми сӳпӗлтетнине.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed