Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Хӑвах пӗлетӗн: ӑшра вут ҫунать, ҫулӑм тухни те курӑнать пуль.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Отставкӑна тухни те икӗ ҫул кӑна.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ятарласа пуяна тухни, вӑйлисем умӗнче ятарласа йӑпӑлтатни, ятарласа хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӑшмансенчен те, халӑхран та пытарса усрани — темӗн, рабочи класӑн революцилле парти ҫыннисене мар, народниксен каяшӗсене аса илтермест-ши?

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кузнецов каланӑ пек килсе тухни ӑна имретсе пӑрахрӗ…

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла вӗсене Анук Элекҫее качча тухни кӗвӗҫтерчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Элекҫее качча тухни пӗрре персех икӗ кайӑка тытнӑ пек пулчӗ уншӑн.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл кӑйкӑра тухни мана мӗн усӑ кӳрӗ? — шухӑшларӗ Михха.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук шухӑша кайрӗ: «Каччӑ чӗннине итлесе пӳртрен тухни аван пулӗ-ши?»

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен Элекҫей пырса тухни хӗрсен калаҫӑвне татрӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫамрӑк чухне хам та ыттисенчен маларах вӑранма тӑрӑшман-и вара? Тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк хӗр пуринчен малтан вӑранса ӗҫе тытӑннӑшӑн ватӑ ҫынна мӗншӗн намӑс пултӑр? Пурнӑҫра ҫапла пулмалла те ӗнтӗ. Ватти — ватӑлать, унӑн кая юлмалли вӑхӑт. Ҫамрӑкӑн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла ҫамрӑк хӗршӗн мухтавлӑ», — яланхи ӑшпиллӗ кӑмӑлне тупрӗ Татьяна.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемшӗн пулсан, утӑ ҫулма тухни — ҫулталӑк хушши ӗҫлесе тунӑ тухӑҫа пухас вӑхӑт ҫитнине пӗлтерет.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуппа Лукарье чиркӳрен тухни чиркӳ картишӗнчи этемсен калаҫӑвӗсене татрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ирӗксӗрех: «Сехмет хӑй айӑплине туйрӗ, ҫимӗк кунӗ кӑштах тӑн панине те тивӗҫ тесе йышӑнчӗ пулмалла. Ялйышпа та мирлӗ пурӑнма шут тытрӗ-и, тен. Ахальтен мар, унтанпа ӳсӗрӗлсе, урхамах ҫине утланса тухни курӑнмарӗ. Энӗшкасси ҫыннисем ним хӑрамасӑр тухкаласа ҫӳре пуҫларӗҫ», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна ҫулсерен сцена ҫине награда илме чылаййӑн тухни те ҫирӗплетет.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Хӗвел тухни курӑнмарӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗр ҫумне лапчӑнса-пӗкӗрӗлсе ларнӑ кивӗ мунча тӗнинчен пӑс тухни те курӑнать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта темиҫе алӑк та пур, вӗсем ӑҫталла тухни ҫеҫ паллӑ мар.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар сабантуйӗнче ӗмӗрте те чӑвашсем ҫӗнтерсе паттӑра тухни пулман.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахалӑх тени малти вырӑна тухни куҫ кӗретех.

Help to translate

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Хӑш-пӗр ҫӗрте куланай пуҫтаракансене хирӗҫ сенӗк йӑтса тухни те пулнӑ ав.

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed