Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетчӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Ҫав пӑрҫана ҫитерсенех ӗне икӗ хут нумайрах сӗт антарать, тетчӗ анне.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗлӗк аслаҫу калатчӗ: мана кукша пирки салтака «негодӗн» тесе тиркерӗҫ, тетчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман Лисук ҫыратчӗ, ав: вӑрҫӑрах пӗринпе пӗрлешрӗм, тетчӗ

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче икӗ Георги хӗресӗпе (ӑна хӑй Юрги хӗресӗ тетчӗ) икӗ медаль ялкӑшатчӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Усра, Аня, тетчӗ, ку Коля эрехӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ним ӗҫ патне те аллу пымасть, — тетчӗ атте чӗркуҫҫипе хыҫалтан «лӑпкаса»…

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эппей, каллех Пурхиле хӗрне ватрӗ вӗт, — тетчӗ вӑл.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Эппей, ӗнине илчӗҫ, уҫламалӑх ҫӳпҫе тутараймаҫҫӗ, — тетчӗ вара кӑмӑлсӑрланнӑ асанне.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Усалсем кӑшт ҫеҫ тытса ҫисе ямарӗҫ, — тетчӗ вара час-часах.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сахар халиччен ҫынна куҫран пӑхсах тӗп-тӗрӗс пӗлекенччӗ, ҫыннӑн ӑсӗ-пуҫӗ куҫӗнченех курӑнать тетчӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана асанне каласа паратчӗ ҫав, эпӗ ача чухне пирӗн ялта чечче чирӗпе питӗ нумай ҫын вилчӗ тетчӗ.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тахҫанах хӑрататчӗ, пур пӗр вӗлеретӗп сана тетчӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Халӑх калаҫать тӗк — хавха пур, — тетчӗ ун пек чухне Сарри ашшӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ ҫырнинчен иртеймӗн тетчӗ ун мӑн аслашшӗ Пикпав старик ялан.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана атте тетчӗ, эп те ӑна тӑван хӗр вырӑннех хунӑ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп Иван мар, Иливан тесен пултӑрах, мана кун пек калама ҫӑмӑлрах тетчӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗк вӑл ханлӑхри ӗҫсем ҫинчен ҫӑвар та уҫмастчӗ, эп унашкал япалана пӗлместӗп, манран ун ҫинчен ан ыйтӑр тетчӗ те пӑрӑнса каятчӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, пурӑнма пӗлеҫҫӗ-ҫке мурсем! тетчӗ пара, вӗсем суту тума юратнине мухтатчӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ карачин юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ: «Лашана ӑна пушӑпа кӑна хӑваламаҫҫӗ, тӑванӑм, сӗлӗпе те хӑвалаҫҫӗ. Сӗлӗпе хӑваласан вӑл инҫерех те каять», — тетчӗ Булат Ширин.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed