Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатнӑ (тĕпĕ: тасат) more information about the word form can be found here.
Юлашки хут эпир Элкей Михалине Хусанти большевиксен заданине пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, Кремле юнкерсенчен тасатнӑ чухне куратпӑр.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Тӗплӗн шаккаса тасатнӑ кавирсем, алӑк хӑлӑпӗсемпе камин решеткисен йӑлтӑркка пӑхӑрӗ, апатланмӑшри тата ҫывӑрмӑшри чечексем, — пӗтӗм япала Моргиана пӑхасса кӗтсе пурӑнма тытӑннӑ тейӗн.

Тщательно выколоченные ковры, блестящая медь дверных ручек и каминных решеток, цветы в столовой и спальне, — все вещи начали жить, ожидая ее внимания.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ӗҫсе тултартӑн эппин? — ҫилӗллӗн каласа хучӗ Розита кӗпине эрех тумламӗсенчен тасатнӑ май.

— Напилась-таки? — злобно сказала Розита, стирая с платья брызги вина.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Аллинче самаях йывӑр чӑматанпа сумкка пулсан та, пӗтӗм кӑмӑлтан савӑнса утрӗ хӗрарӑм бульдозерпа хырса тасатнӑ ансӑр ҫулпа.

Help to translate

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл тасатнӑ тӑваткал лаптӑка тата кӳлӗ енчен хупланакан пысӑках мар пӳрте курать.

Он видел квадратную, расчищенную площадку и легкое здание, скрытое со стороны озера стеной бамбука.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кунта вӑрман, малалла вара лайӑх тасатнӑ, капмар сад тӑсӑлать.

Здесь был лес, а дальше шел огромный, отлично расчищенный сад.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пысӑк та ирӗк пӳртре ӑшӑ пулчӗ, лайӑх тирпейлесе тасатнӑ пӳртре темӗнле тутлӑ апат шӑрши, — ӑшаланӑ хур е сысна ашӗ шӑрши илӗртсе тӑрать.

В большой просторной избе было тепло, чисто прибрано и пахло чем-то очень вкусным, не то жареным гусем, не то свининой.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пирӗн ӑнӑҫлӑ кунсем чылай… — пуллине тӗплӗн тасатнӑ май хуравларӗ Ботредж, — инкек-синкек пуҫлансан вара… мӗн ӗҫлени тарама, мур патне…

У нас бывают удачные дни, — ответил, старательно очищая рыбку, Ботредж, — зато как пойдут несчастья, тогда дело дрянь.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нихӑшӗн те ҫиес килмест, ҫавӑнпа та тасатнӑ мӑйӑрпа тата типӗтнӗ улма-ҫырлапа ҫырлахрӗҫ.

Есть никто не хотел, а потому были поданы только чищеные орехи и сушеные фрукты.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Бухтӑна кӗнӗ ҫӗрте арккӑ — ҫакӑнса тӑракан хысак; пин-пин ҫул каяллах ӑна хумсем чӳхе-чӳхе тасатнӑ ахӑр, тен, ҫӗр чӗтревӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек ҫакӑнса юлнӑ.

Вход в бухту представлял арку с нависшей над ним дугой скалы, промытой тысячелетия назад волнами или, быть может, созданной в таком виде землетрясением.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Пичӗ гримпа пудрӑран тасатнӑ хыҫҫӑн ҫилпе кушӑхнӑн, имшерленнӗн туйӑнать, тути шуранка.

Лицо Элды, очищенное от грима и пудры, с побледневшими губами, выглядело обветренным и похудевшим.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Шыв хӑвӑрт, лӑпкӑн юхать; ҫырансен хура мӗлкисем юхӑм ҫуррине тӗксӗмлетеҫҫӗ, варри вара хӗвел ҫинче тасатнӑ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать.

Речка текла быстро и глухо; от берегов черные тени мрачнили половину течения, а середина сверкала, как чищенная на солнце медь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Урайне шӑлса тасатнӑ, сӗтел-пукана хӑтлӑрах вырнаҫтарнӑ.

Пол был выметен, и мебель расставлена поуютнее.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Ирхине, Нэф пӑшалне тасатнӑ вӑхӑтра, Пек картишне тухрӗ те пӗрене ҫине вырнаҫрӗ, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ.

Утром, когда Нэф занялся чисткой ружья, Пек вышел во двор и сел на бревно, осматриваясь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Зурбаганра вӑл урамсенче атӑ-пушмак тасатнӑ — ӗнерччен.

В Зурбагане он чистил на улице сапоги.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Пегги — йӑрӑс та тулли пӳллӗ хӗр, хура тутлӑ, каҫӑр сӑмсаллӑ; кӑвак куҫӗсем шухӑшлӑн, ыйтуллӑн пӑхаҫҫӗ, ӗнси патӗнче вунӑ-вун икӗ йӗппе тыттарнӑ хура-хӗрлӗ ҫӳҫӗ лайӑх тасатнӑ бронза евӗр йӑлтӑркка.

Пегги была стройная, плотного сложения девушка, веснушчатая, курносая; ее серые глаза смотрели серьезно и вопросительно, а темно-рыжие волосы, пристегнутые на затылке дюжиной крепких шпилек, блестели, как хорошо вычищенная бронза.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Комендантӑн ҫирӗм икӗ хутчен ҫутатса тасатнӑ сарӑ пушмакне шӑп та лӑп ҫакӑн чухлех ҫиппе ҫӗлесе хунӑ е пралук татӑкӗсемпе ҫирӗплетнӗ.

Лопнувшие двадцать два раза желтые ботинки Коменданта были столько же раз зашиты нитками или скрепляемы кусочками проволоки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Куратӑп, сире аванах ҫуса тасатнӑ.

Вас, вижу я, хорошо выстирало.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эсӗ Анатриял лавккине пӗчченех тасатнӑ терӗҫ-ҫке.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, Анатриял лавккине тасатнӑ чухне аппаланса пӑхрӑм ҫапла.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed