Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

така the word is in our database.
така (тĕпĕ: така) more information about the word form can be found here.
Хапха тӑррине така мӑйраки, пӳрт алӑк тӑррине янах шӑмми чиксе хураҫҫӗ.

Над воротами устанавливает бараньи рога, а над входной дверью втыкает в щели его нижнюю челюсть.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫӗ хӗрпе икӗ кинӗ, пӗринчен пӗри ӗҫчен, сурӑх ҫӑмӗсене арласа тӑла тӗртме те ӗлкӗрнӗ, паян тӑла пусма тесе така хураиӗпе мар, сӑра хуранӗпех шыв вӗретеҫҫӗ.

Две снохи и три дочери, одна другой ретивее, успели оирясть всю шерсть, наткали грубого сукна и теперь в большом котле кипятят воду для отбелки…

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун пек те иртсе каймасан ялти хаяртарах йӗрӗхе кунӑҫтарма така та пусаҫҫӗ.

Если и это не поможет, режут барана, чтобы умиротворить еше более злого йереха всей деревни.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуҫин ҫилли-пӑшши иртсе кайнине ват супнӑ така таҫтанах сисет тейӗн, Мултиер хӑй ҫинчен манса кайсанах вӑл унӑн пӳрчӗ тӑррине хӑпарса выртать, е, йытӑ пек, Мултиер ачисем хыҫҫӑн ҫӳрет, кил-ҫуртне хурал тӑрать.

И ведь как чуял, когда у хозяина поутихнет гнев, как ни в чем не бывало вернется и — снова на крышу, а то бродит за детишками, стережет избу, как верный пес.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Яриле пичче, чипер вӑхӑтра пулнӑ пулсан санӑн паян така тытса пусмаллаччӗ, сӑра тумаллаччӗ», — терӗ Мултиер.

— Эх, дядя Яриле, по хорошим временам тебе бы сегодня барана не грех зарезать, пива наварить, — сокрушенно говорит Мульдиер.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хайхискер, кивҫене кӗрсех Яриле така тытса пуснӑ.

Тут же зарезал барана, хотя сам увяз в несметных долгах.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ара, курмарӑн-им, ҫак уйӑхра Хусанта мӗн чухлӗ така ҫисе ячӗҫ?

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗншӗн така?

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, апла пулсан Урасмет патне така ытларах хӑваласа пыр, Тукай мӑрса! — кулчӗ Болдуш.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуянсем кашни кун тенӗ пекех тихапа така пусрӗҫ, сӗтел ҫинчен хаклӑ йышши эрех татӑлма пӗлмерӗ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан вӗсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑшкӑрашнинчен нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ, тӗплӗрех итлесен тин мӑрсасем вӗсен арӑш-пирӗш сӑмахӗсенчен ҫакна ӑнланса илчӗҫ: ыран шӗкӗр хулара халиччен пулман чаплӑ уяв пулать, хӑй престола ларнӑ ятпа Сафа-Гирей пӗтӗм халӑха кремле ӗҫке чӗнет, ҫав ятпах кашни килте така пусса вӑйлӑ апатлану ирттерме сӗнет.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кашни пробиркӑрах така юнӗ тӑрӑлса ларнӑ — тӑватӑ хӗрес! — хӗпӗртенипе кӑшкӑрсах ячӗ Эльгеев.

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Реакци туса пӑхма вара така юнӗн эритроцичӗсем кирлӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чураппа лаҫри пысӑк хурансем айне вут чӗртсе яма, пӗр тарҫине така тытса пусма, хӗрарӑм тарҫӑсене малти пӳрте тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтма хушрӗ, хӑй ҫӳпҫине уҫса ака туй хыҫҫӑн ҫеҫ хывнӑ кӗмӗл мӑй ҫыххине, пурҫӑн кӗпипе сарӑ ичегине ҫӗнӗрен кӑларчӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑршшӗпе така какайӗ чӑмласа килетпӗр.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паян така пуснӑччӗ, кукар яшки ҫиме кӗрсе тух ӗнтӗ.

Help to translate

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен тата кунти чӑвашсем така пусса, кукар шӳрпипе тултармӑш ҫитерни, юрла-юрла чӑваш сӑри ӗҫтерни — камӑн чунне килентермӗ?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Така пуҫне вилкӑпа тытса ҫиеймӗн, ирӗксӗр кӑшлама лекет, — чунтанах кулчӗ Миша.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр сӑмах вырӑсла каламарӑн, эп пуррине те манса кайрӑн: чӑвашла ӗҫетӗн — стакан хыҫҫӑн стакан, чӑвашла ҫиетӗн — ик аллупа така шӑммине кӑшласа…

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Колбаса вӗт вӑл: сысна какайӗ вырӑнне — така ҫӑвӗпе пӑри кӗрпи тултарнӑ кӑна, — текелесе Соньӑпа пӗрле тепӗр хут ларса ҫирӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed