Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗпе ҫухине ярханах ярса, ҫӳҫне тӑмаласа, йӗп-йӗпе тара ӳксе, вӑл яри уҫса хунӑ чӳрече умӗнче сӗтел хушшинче ларать, кӑкӑрӗ тата ҫурӑмӗ ҫинчи тарне ал шӑллипе шӑла-шӑла илет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чӳрече урлӑ сӗвенсе, пуҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярать, киленнипе лӑпкӑн хӑрлата-хӑрлата илет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Сянь Хэн» эрех лавккинче кӑна А-у, сӗтел ҫине сӗвенсе, эрех кӳпет, Лао Гунӗ хӑйӗн юррине ӗнерет.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл Лапшинов ҫумне сӗвенсе пурӑнни тӗрӗс сӑмах, яланах ун патӗнче ӗҫлетчӗ, анчах та ку хырӑм тутӑран пулман ӗнтӗ?
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов, кӗҫех Лапшинова ҫӗклесе тӑратса, килхушшинчен тӗртсе кӑларса ярасшӑнччӗ, вӑл: «Эсӗ агитацилесе ан тӑнӑ пултӑр, унсӑрӑн…» тесе кӑшкӑрма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах крыльца ҫинче, Демка карлӑк ҫумне сӗвенсе тӑнӑ ҫӗрте, сасартӑках шӑв-шав, тӗркешӳ тапранчӗ…
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗмсене сиретӗп те курах каятӑп — шӗшкӗ тӗмӗ ҫумне сӗвенсе, хайхи хӗрарӑм, сарӑ тутӑрли, лара парать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине пӑрса хунӑ, ҫӑварне йӗркесӗр карса пӑрахнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, ухмаха ернӗ ҫынӑнни пек; вӑл аллисемпе пысӑк хырӑмне ярса тытнӑ та майсӑр хӑрушӑ, йывӑррӑн сывлать; хырӑмӗ шӑнӑр туртнӑ евӗр сиккелет; хӗрарӑм, ӑна аллисемпе тытса, кашкӑрӑнни пек сарӑ шӑлӗсене йӗрсе, хуллен йынӑшать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Ҫул тӑршшипех ҫапла сӗвенсе каятпӑр-и ӗнтӗ? — ыйтнӑ землемер, хӑлтӑр-халтӑр чӗтреве куҫкӗретӗн туйса илнӗ май тата лавҫӑсем ҫак чӗтревпе лашан тимӗр шапалла уттине хӑнӑхса ҫитнишӗн тӗлӗнсе.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Матушкӑпа Марья Ивановнӑна кӗтесселле пӑрӑнма паллӑ патӑм та хӗҫе туртса кӑларса, алӑк ҫывӑхнех стена ҫумне сӗвенсе тӑтӑм.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940