Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑхне (тĕпĕ: сывлӑх) more information about the word form can be found here.
«Культурӑпа кану учрежденийӗсен ӗҫӗ пирки калас пулсан, паянхи кун халӑхӑн шухӑш-кӑмӑл тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчи сывлӑхне упрас, пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тесе нумай ӗҫленине палӑртмалла.

Help to translate

Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/

Нумай ҫул халӑх сывлӑхне сыхлас тытӑмра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Вера Николаевнӑна пӗрре мар Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Help to translate

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

37 ҫул ӗнтӗ вӑл Тукайри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшать, пурӗ 550 ҫыннӑн сывлӑхне тимлесе тӑрать.

Help to translate

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Пӗлтӗр Украинӑра ҫапӑҫатчӗ, халь пӗр ҫыру та ҫырмасть, пӗлместӗп ӗнтӗ ун сывлӑхне.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, — тет районти больницӑн тӗп тухтӑрӗ Инна Ефремова.

Help to translate

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

— Юлашки ҫулсенче наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне упрас, вӗсен кун-ҫулне тӑсас тесе сахал мар ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Ҫулсеренех хамӑр районти, республикӑри ытти районсенчи тата урӑх регионсенчи ачасем канса сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ кунта.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасене журналистика сферинчи специальноҫсем ҫинчен каласа парас тӗллевпе иртнӗ кунсенче Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Романтика» лагерьте тӗлпулу ирттертӗмӗр.

Help to translate

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Кашни муниципалитета ялта пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑма куҫса ҫӳрекен мобильлӗ ФАПсемпе тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Ватӑ сывлӑхне пула тата ҫулӗсене кура - Николай Евгеньевич кӑҫал 80 ҫул тултарнӑ - спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнмасть.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ашшӗ вӑрҫӑра пулнӑ, пӗрремӗш кунӗсенче аманнӑскер килӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, унтан фронта каялла кайнӑ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Спорт комплексӗнче ачасемпе пӗрле аслисем пӗр тан пӗрне-пӗр пулӑшса спортри ӑсталӑхне, хӑйсен сывлӑхне ӳстерсе пырассине ӗненетпӗр», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

«Питӗ аван, малашне ачасем пӗрле пухӑнса хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетейреҫҫӗ, спортри ӑсталӑха туптама пултарайраҫҫӗ. Тепӗр тесен, физкультура урокӗсене те ирттерме те питӗ ансат. Спорт хатӗрӗсем ҫителӗклӗ», – палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Пурнӑҫ вӗсен вӑй-халне, кӑмӑл-туйӑмне, сывлӑхне хытӑ тӗрӗсленӗ.

Help to translate

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Лидия Ефимова Вырӑскас Пикшихри фельдшерпа акушер пунктӗнче 46 ҫул ҫынсен сывлӑхне пӑхса тӗрӗслесе тӑнӑ.

Help to translate

Медицинӑра 40 ҫул ытла тимленӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%bc%d0% ... b5%d0%bde/

Иртнӗ ҫул следстви пайӗ ҫын вӗлернӗ фактсемпе 9 уголовлӑ ӗҫ, ҫын сывлӑхне пысӑк сиен кӳнипе вӗлерсе пӑрахнӑ тӗслӗхпе 5 ӗҫ пуҫарнӑ.

Help to translate

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Районти выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхне тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхса тӑракан тухтӑрсене Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш Енри патшалӑх ветеринари службин тата район администрацийӗн Хисеп грамотисене парса хавхалантарчӗҫ.

Help to translate

Професси уявӗнче вунӑ автомашина уҫҫийӗсене пачӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d1% ... b9e%d1%81/

Хальхи вӑхӑтра ветспециалистсем тӗрлӗ органсемпе структурӑра тӑрӑшаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнипе пӗрлех хӑрушӑ чир-чӗре сирсе ярас тӗлӗшпе профилактика ӗҫӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Професси уявӗнче вунӑ автомашина уҫҫийӗсене пачӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d1% ... b9e%d1%81/

Ялти культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ сиплев учрежденийӗнче ҫынсен сывлӑхне нумайранпа Марина Валерьевна Васильева пӑхса тӗрӗслесе тӑрать.

Help to translate

Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккине — 100 ҫул // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... %83%d0%bb/

Ку акци «Общество сывлӑхне ҫирӗплетесси» федераллӑ программа шучӗпе пурнӑҫланать.

Эта акция реализуется за счет федеральной программы «Укрепление общественного здоровья».

Кӳстӳмӗрсене скандинави уттипе тӗрӗс утма вӗрентнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32921.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed