Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

страница the word is in our database.
страница (тĕпĕ: страница) more information about the word form can be found here.
Ачан маларахах учительсем ыран мӗн каласа парасси, ун умне мӗнле ҫӗнӗ страница уҫса хурасси ҫинчен пӗлесси килнӗ.

Мальчику всегда хотелось знать заранее, что же завтра расскажут учителя, какую новую страницу откроют перед ним.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗр вунпилӗк страница вуларӗ.

Он прочел страниц пятнадцать.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Темиҫе страница ҫырса та вӑл хӑшӗ сӑмаха пӗрре те икӗ хутчен асӑнмарӗ; унӑн сӑмахӗсем ирӗклӗн юхрӗҫ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне лайӑх палӑртрӗҫ, илемлӗ пулчӗҫ, леш, хӑй Штольцпа ӗҫлӗ пурнӑҫ ҫинчен, ҫул ҫӳресси ҫинчен ӗмӗтленнӗ чухнехи пек пулчӗҫ.

Написав несколько страниц, он ни разу не поставил два раза который; слог его лился свободно и местами выразительно и красноречиво, как в «оны дни», когда он мечтал со Штольцем о трудовой жизни, о путешествии.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Этемлӗх историйӗнче ҫӗнӗ страница уҫӑлнӑ.

Открылась новая страница в истории человечества.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Гаусс кӗнекинче 37 страница кӑна пулин те ӑна тӗплӗн ӑнланса ҫитме ҫӑмӑлах мар.

Хотя книжка Гаусса состояла всего из 37 страниц, но разобраться в ней было нелегко.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хулӑн шурӑ страница ҫине училищӗрен вӗренсе тухакан пӗр ҫын ятне кӑна — вӗренӳре пӗрремӗш пыраканнинне — ҫырса хунӑ.

На плотные белые листы бумаги из выпуска записывался только один — первый.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Федор принтер кнопкине пусрӗ те хайхи арҫын сӑнне пичетленӗ страница лоток ҫинчен шӑппӑн тухса ӳкрӗ.

Федор нажал на принтере кнопку, и листок с распечаткой с тихим жужжанием выполз из лотка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ ӑна вуласа тухрӑм та ҫав страница вилӗмсӗрех тӑрса юлчӗ.

Я прочёл её — и она оказалась бессмертной.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑччӗ, — терӗм эпӗ хама, — анчах юлашки страница хупӑнчӗ-ха».

«Ты прочёл жизнь капитана Татаринова, — так говорил я себе, — но последняя её страница осталась закрытой».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки страница

Последняя страница

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малалли страница каллех ҫуннӑ.

Дальше опять страница обгорела.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малалли страница ӗнсе кайнӑ, паллӑ мар — Толстой физически паттӑрлӑх тесе мӗне каланине Расщепей ҫырса илнӗ-ши, ҫук-ши.

Дальше страничка обгорела, и неизвестно было, записал ли Расщепей пример того, что Толстой называл физической храбростью.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗнекере темиҫе страница тӑркаласа юлнӑ, вӗсене эп вунӑ хут та вуларӑм пуль.

В книжечке сохранилось несколько страниц, и я в десятый раз перечитывала их.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: — Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Возможно, что это снова была неправда, потому что я наудачу открыла одну тетрадь, и там оказалось что-то печатное — точно вырванная из книги страница, — но теперь с ним больше нельзя было говорить, и я только поблагодарила очень вежливо: — Спасибо, Миша.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнпа страница вӗҫленет, тепӗр листи ҫукчӗ.

Страница кончалась на этих словах, а следующего листа не хватало.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара хӑвӑртрах пӗрер страница вулакан пултӑм.

Я сразу стал читать целыми страницами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кусем вӗсем страница тӑрӑх ним йӗркесӗр сапаласа тухнӑ пулӑҫӑсен булавка пуҫӗ пысӑкӑш ҫеклисем.

Это были настоящие рыболовные крючки, величиной с булавочную головку, рассыпанные по странице в полном беспорядке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗнсе кайнӑ инструктор мӗн каланине итлемесӗр, эпӗ каллех ҫав страница ҫине пӑхса илтӗм — манӑн ӑна пӗрре пӑхнипех вуласа илес килчӗ.

Не слушая, что говорит мне изумлённый инструктор, я ещё раз взглянул на эту страницу — мне хотелось прочесть её одним взглядом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашни страница ҫинех хӗрлӗпе туртса тухнӑ, вӗҫӗнче вара: «Идеализм. Ҫав тери начар», тесе ҫырса хунӑ.

Вдоль каждой страницы шла красная черта, а в конце было написано: «Идеализм. Чрезвычайно слабо».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пӑр задачӑна хӑех татса парӗ» тесе ҫырнӑ вӑл пӗр страница ҫине.

«Лед сам решит задачу», — было написано вдоль одной страницы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed