Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑххӑрмӗш, уйрӑмах вуннӑмӗш класра Полина ятлӑ пӑхса тӑранайми илемлӗ, «сиплӗ чечек» еннелле сикчӗллӗн сывлакан арҫын ачасем татах тупӑнчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Эх, ура айӗнче шӑнӑр курӑкӗ те пулин чӗлтӗр сӑмсаланинччӗ, ҫук пуль ҫав: вырӑнӗ ку сиплӗ курӑкшӑн майлӑскерех мар», — пусӑрӑнса илчӗ вӑл шалтан.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурӑн та пурӑн савӑнса, сиплӗ сывлӑшпа ватлӑхра сырӑнма юратакан чир-чӗре хӑваласа.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Таврана чун-чӗрене канӑҫ кӳрекен сиплӗ сывлӑш сарӑлчӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ҫак кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ ҫынсем хӑйсемпе пӗрле темӗнле сиплӗ сывлӑш илсе килнӗ пекех пулчӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ҫапла… илемлӗ, — терӗ хӗрача шухӑшлӑн, — ҫумӑр ҫӑвать, сиплӗ ҫумӑр…
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Эй, мӗн чӑрманни, пыл вӑл питӗ сиплӗ япала, эмел пекех.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Таврари сиплӗ сывлӑша, лӑпкӑн-лӑпкӑн вӗрекен уҫӑ варкӑша кӑкӑр туллин сывласа илчӗ хӗр.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫак ҫӗмӗрт айӗнчи сиплӗ сывлӑш ӑна темӗнле вӑй кӗртнӗ пек туйӑнать.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кирпӗч ӑшши – сиплӗ вӑл!
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Кӑвакал ашӗ тата епле сиплӗ.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗсем вара пуканесене сиплӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксенчен ӑсталама вӗрентрӗҫ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Чирлесе курнӑ ҫын ҫурхи сиплӗ сывлӑш чуна мӗнле килентерсе тӑнине лайӑх пӗлет.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пыл хурчӗсем ҫӑкаран питӗ тутлӑ, сывлӑхшӑн сиплӗ пыл пухаҫҫӗ.
Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.
Лӑсӑллӑ вӑрманта сывлӑш питӗ сиплӗ, ырӑ, уҫӑ, таса.
Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.
Ик уйӑха яхӑн ҫӑнӑх шывӗпе усрани те, сиплӗ курӑксемпе эмеллени те — нимӗн те ҫӑлаймарӗ ман телее.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хыртан сиплӗ сухӑр шӑрши тухать пулас.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сысна ашӗнче ҫавнашкал сиплӗ те усӑллӑ япаласем пур тесе шухӑшласа-ши, сутуҫӑн ашне туххӑмрах туянса пӗтерчӗҫ.
Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.