Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сикме (тĕпĕ: сик) more information about the word form can be found here.
Унтан вӑл ман урлӑ сикме вӗренчӗ Унпа аппаланма ҫӑмӑлах марччӗ, мӗншӗн тесен вӑл вуникӗ килограмм таятчӗ.

Потом он прыгал через меня Возиться с ним было нелегко — в нём было около двенадцати килограммов.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Шар ҫӳлелле хӑпарсан, будильник чӑнкӑртаттарма пуҫларӗ — звонок тӑрӑх сикме вӗреннӗ Хрюшка сывлӑшалла сике пачӗ.

Когда шар был уже высоко, затрещал будильник — Хрюшка, привыкшая по звонку прыгать, бросилась с шара в воздух.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Парашютпа сикме хӑранӑ ачасем нимӗн чӗнмесӗр ларса пыраҫҫӗ…

Учлёты, не решившиеся прыгать, сидят хмурые и молчат…

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Парашютпа татах тепӗр хут сикес килет, анчах паян пӗр хут ҫеҫ сикме юрать.

Очень хочется прыгнуть ещё, но сегодня полагается прыгать по одному разу.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тем майпа вӑрӑммӑн сывласа илетӗп те, татӑклӑн рапортлатӑп: — Юлташ инструктор, эпӗ хатӗр. Сикме ирӗк парӑр, — тетӗп.

Почему-то делаю глубокий вдох и решительно рапортую: — Товарищ инструктор, готов к прыжку. Разрешите прыгать?

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Юлташсем ҫине пӑхса, эпӗ хам ҫине шанакан пултӑм, тем пекех парашютпа сикме хама черет ҫитессе кӗтетӗп.

Глядя на товарищей, я почувствовал уверенность в себе и с нетерпением ждал своей очереди.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Парашютпа сикме вӗренетӗр.

Начнёте тренироваться в прыжках.

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫав кунтан пуҫласа эпӗ каҫсерен батут ҫинче упражненисем тӑваттӑм: манӑн та инструктор пекех ҫӑмӑллӑн та лайӑх сикме вӗренес килетчӗ.

С того дня я по вечерам упражнялся на батуте: хотелось научиться делать подскоки так же красиво, как делал инструктор.

10. Малтанхи учительсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ӳксен, сетка пружина пек тӑсӑлать те, кӗскелет, ҫакна пула вӑл сикме ҫӑмӑллатать.

Сетка пружинит и облегчает подскоки.

10. Малтанхи учительсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Паян парашютпа сикме вӗренме тренировкӑсем тума тытӑнатпӑр.

— Сегодня начинаем подготовительную тренировку к прыжкам с парашютом.

10. Малтанхи учительсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсемпе вута кӗме те, шыва сикме те хӑрушӑ мар!

С нашими ребятами не страшно ни в огонь, ни в воду!

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫак ача вӑрманта палламан ҫын ҫӳренине курать те тӳрех аяккалла тапса сикме пикенет.

Мальчуган, завидев незнакомого человека, было скорее за дерево.

«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫитӗ мана сивӗре хӑрах уран сикме, сана кӑмака ҫинче выртма…

Не все мне по морозу прыгать на одной ножке, а тебе лежать на печке…

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Анчах вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ, вӑл Матвей Иванович ҫине сикме пуҫларӗ, ӑна питӗнчен ҫуласа илесшӗнччӗ пулмалла.

Только она очень весёлая и стала на Матвея Ивановича скакать, чтоб его в лицо лизнуть.

Качака такине йытӑ хӑваласа яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗри читлӗх ҫине хӑпарса кайрӗ те сикме пуҫларӗ.

Только одна потом упрыгнула на решётку и ускакала.

Макаки // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл сикме те питӗ лайӑх сикет.

Он прыгает очень хорошо.

Тигрпа арӑслан ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сӑртран чупса пырса пӗвери сивӗрех хумсем ӑшне сикме питӗ аван: шыв сирпӗнет, кӑпӑкланать, ачасем ҫуйхашаҫҫӗ, шыв ҫинче хӗвел шевли вылять — мӗн тери савӑнӑҫлӑ!

Приятно было разбежаться с берега и ринуться в прохладные волны ставка: брызги, пена, крик, солнечные блики на воде — как весело!

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька, сикме хатӗрленсе, пӗтӗм кӗлеткине хытарса лартрӗ.

Васька сжался, готовясь к прыжку.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ку шута кӗмест, — вӗриленчӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Илюха, хӑрах урапа тата туяпа эпӗ те ун пек сикме пултаратӑп!

— Это не в счет, — горячился рыжий Илюха, — ишь хитрый: с костылем на одной ноге и я так прыгну!

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урамӑн тепӗр енче ачасем пухӑннӑ та кам инҫетерех сикме пултарасси ҫинчен тавлашаҫҫӗ.

На другой стороне улицы столпились ребята и спорили, кто дальше прыгнет.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed