Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерме (тĕпĕ: пӗлтер) more information about the word form can be found here.
Галина Павловапа Владимир Максимов тренерсем хатӗрленипе вӗсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ туни пирки пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ.

Help to translate

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Вӗренекенсем хушшинче чӗлхе туйӑмӗ ҫивӗч, хӑйсен шухӑшӗсене илемлӗ пӗлтерме пултаракансем сахал маррине кӑтартса пачӗ.

Help to translate

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

— Апла, эсӗ мӗн, Совета Энтрей пӗлтерме пултарнӑ тесшӗн-и?

Help to translate

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи малтанах Мирун курма, вӑл Энтрей мучие пӗлтерме пултарнӑ.

Help to translate

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хӗрӗн ӑна йӗкӗте малтан хӑйӗн пӗлтерме юрамасть-ҫке-ха.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мана нимӗн те кирлӗ мар. Лайӑх хыпӑр пӗлтерме тивӗҫ пулнӑшӑн эпӗ ҫав тери хавас», — тенӗ иккен вӑл.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑ пӗлтерме хушса ячӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шупашкар воеводи мӗн тумаллине пӗлет унта, — Алттыша хӑй шухӑшне пӗлтерме тӑрӑшрӗ Тукай.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Савӑнмалли мӗн пӗлтерме пултаратӑп эпӗ сире?

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тата ыйтма мар, пӗлтерме килтӗр пулать.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавна пӗлтерме килтӗмӗр, — терӗ ӑна итлемен пек пулса тарҫи.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, Горбатый-Шуйский тытса хуптарман вӗсене, пуҫлӑхсене ҫапла ҫеҫ пӗлтерме хушнӑ: Мӗша тӑрӑхӗнчи мӑрсасемпе ҫӗрпӳсен хӑйсен ҫыннисене илсе килӗсене саланмалла, тек ҫар пуҫтарма пӑрахмалла, халиччен юн тӑкнӑшӑн вырӑссенчен каҫару ыйтмалла.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав Хусана илни ҫинчен арӑмне, Анастасие, тата Макарий митрополита пӗлтерме каясси ҫинчен ҫӑвар уҫрӗ ҫеҫ, Данил Романович каласа пӗтерме те памарӗ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юпа уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, ыран пукрав тенӗ чух, аслӑ князь пӗтӗм ҫара ыран Хусаншӑн татӑклӑ ҫапӑҫу пуласси ҫинчен пӗлтерме хушрӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хыпара пӗлтерме аслӑ князь Патша полкӗнчи пур ҫар пуҫӗсене те хӑй патне чӗнтерчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ паян сиртен ирӗк ыйтса илесшӗн: хулана туса пӗтерни ҫинчен аслӑ княҫа пӗлтерме юрать-и манӑн?

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Канаш, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакансем килте электричество ҫукки пирки пӗлтерме тытӑннӑ.

Жители Канашского, Урмарского и Цивильского районов начали сообщать, что дома нет электричества.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Кашни ҫырурах вӑл Палюк мучи мӗнле кайӑксене сӑнаса мӗн пӗлни ҫинчен ҫырса пӗлтерме ыйтать.

Help to translate

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Акӑ, ҫуркунне пулнине пӗлтерме васканӑ кураксем килсе те ҫитрӗҫ.

Help to translate

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed