Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхать (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Сухаласа ҫемҫетнӗскер, пӗрре ура тупанне канӑҫлантарма пӑхать, тепре муклашкасем лексе ыраттарнипе каҫӑхтарсах ярать; анчах канӑҫланма-рехетленме те, ыраттарнине тӳсеймесӗр айлатма та вӑхӑт ҫук: лаша малалла талпӑнать, суха пуҫ касӑ хыҫҫӑн касӑ хӑварать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫтаппай Кӗркурийӗ майӗпен тӑрса Ҫиҫӗм умне пырса хӑмӑт пӑявӗсемпе урхалӑх-хырӑмайлӑхсене турткаласа пӑхать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫерем ҫинче ларнӑ конюх ура ҫине тӑрать те Вихтӗр тавра майӗпен утса ҫаврӑнать, ӑна малтанхи хут курнӑ евӗр шӑтарасла пӑхать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӳршӗ ҫынни кайсан ҫӗнӗ хавхаланупа тытса пӑхать этем хӑйӗн суха пуҫне.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пуплекелесе ларсан-ларсан кӳршӗ арӑмӗ тӑрса суха пуҫ умне тепӗр хут пырса пӑхать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӗн, умма лартма хатӗрленесшӗн-им-ха? — шӑн-шӑн юсаса хунӑ суха пуҫне ӑмсанса пӑхать кӳршӗ арӑмӗ.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑмӑлӗ тулса ҫитнипе тем каласшӑн пулса ҫӑварне те уҫать кил хуҫи, кивӗ хапха хӑлтӑр-халтӑр тунине илтсе суха пуҫне ҫӗр ҫине васкамасӑр тайӑлтарса хурать, вара тин хапха енне ҫаврӑнса пӑхать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кунта пан улми мар, йывӑҫҫи те ҫук-ҫке, — мӑкӑртатма пӑхать ачи.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эсӗ кунта иккен, — куҫран шӑтарасла пӑхать вӑл.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шарламасть Вихтӗр, пӗрре амӑшӗ ҫине пӑхать, тепре асламӑшӗ енне пуҫне пӑрать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Мӗн пулнӑ ҫак сире, ҫӑвӑр автансене? — лӑплантарма пӑхать ачасене Вихтӗр амӑшӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чим-ха, чим, эсӗ хӑвӑн шӑрпӑкусем ҫуннипе ҫунманнине епле тӗрӗслесе пӑхнӑ вара? — кӑмака шӑтӑкӗнчен коробка илсе уҫса пӑхать амӑшӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аптӑранӑ енне, коробкӑри шӑрпӑксене — ҫынран темиҫе кӗренкке ҫӑкӑр парса туяннисене — чӑрлаттарса та пӑхать хутран-ситрен, чар туса хыпса илеҫҫӗ сарӑ пуҫлӑ шӑрпӑксем, сӑмсана кӳкӗрт шӑрши лектерсе кӑтӑклантараҫҫӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каҫ енне тытса пӑхать те, хӑй аллипе хӑй тунӑ шӑрпӑксен вӗҫӗсем шак хытса кайнӑ иккен.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑмакана та, пуш-пушӑ хурана та уҫса пӑхать.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйсен ал ӗҫӗсене тытӑниччен малтан хӗр упраҫ, тулса ҫитнӗ кантӑр пуҫӗ ҫине сырӑннӑ ҫерҫи ушкӑнӗ пек шавласа, тусӗсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ, эрешленӗ япаласене черетлесех тыта-тыта пӑхать.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шуратса пӗтерсен ҫӗр улмине ҫурмалла туса Вихтӗр асламӑшне сӑйлама пӑхать, лешӗ килӗшмест, пуҫне енчен енне пӑркалать.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӑхмана ҫавӑркаласа пӑхать те вӑл унтан та кунтан ҫурӑлнине асӑрхать.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗвел никама шеллемесӗр хӗртсе пӑхать.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӑван килне таврӑнакан Тетей хӑйӗн ялӗнчи хӑйсен урамӗпе утса пырать, сылтӑм енчи те сулахай енчи ҫуртсем ҫине кӑсӑкланса пӑхать.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed