Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Ӗҫсене ҫакнашкал йӗркелесе пыни аякри регионсемшӗн питех те вырӑнлӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Унӑн кулли хальхинче: эс манпа пӗрле пыни те, пыманни те пӗрех, мӗншӗн тесен эс маншӑн никам та мар, кӳршӗ ачи кӑна, тенӗ пек илтӗнчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗр ярӑмри шӑрҫасем хушӑнсах пыни те ырӑ пулӑм.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Ывӑл хыҫҫӑн хӗр черетленсе пыни килӗшӳллӗ мар-и-ха тата?

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Регионта спорт аталанса пыни Элӗк районӗнче те курӑнать.

Help to translate

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Пӗр ярӑмри шӑрҫасем хушӑнсах пыни те ырӑ пулӑм.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Ҫемьере ывӑлпа хӗр черетленсе пыни килӗшӳллӗ мар-и-ха тата; Тепӗр икӗ ҫултан Светлана кун ҫути курнӑ Ивановсен.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Ҫакӑ вара пӗтӗмӗшле вӗренекенсен калаҫу чӗлхи чухӑнланса пыни ҫине витӗм кӳрет.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Форумра пирӗн республика хӑйӗн инвестици вӑй-халӗпе паллаштарать, паха ӗҫ опычӗ пирки, пысӑк проектсене епле пурнӑҫа кӗртсе пыни ҫинчен каласа кӑтартать.

Help to translate

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Петербургра пухӑнакан пӗтӗм тӗнчери XXVI-мӗш экономика форумне хутшӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/regi ... -chvash-en

Эрне иртрӗ те, ял хыҫӗнчи хӑмла пахчи еннелле джинсы брюкипе куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем такам куҫне те илӗртмелле утса пыни курӑнах кайрӗ.

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Аннушкин хӑйӗн шухӑшӗсене пирвайхи тӗлпулурах ҫапла тӳррӗн каланинчен ытла мана ҫак пысӑк художник, Мускавра та, тӗнчери выставкӑсенче те кӑтартнӑ нумай картина авторӗ, журналист мӗн ҫырни-ҫырманнине сӑнасах пыни, ҫавӑн валли те вӑхӑт тупни тӗлӗнтерет.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Стройкӑран редакцие ун пек ҫыру пыни, паллах, илем кӳрес ҫук пире, ҫапах та ҫыру авторӗсене тав тӑвасси ҫеҫ юлать.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун сӑлтавӗсене кӑштах чухлатӑп, вӗсем самай кӑсӑклӑ пулсан та (асрах-ха Калиспа амӑшӗ троллейбусра калаҫса пыни…) шухӑшларӑм.

Help to translate

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пӑсӑлса пыни, ыттисене те пӑсма пултарни — темех мар имӗш.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сисетӗп эпӗ: Турунов хӑйӗн чапне тӗрӗс мар меслетсемпе ӳстерсе пыни килӗшмест Серебрякова.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Агрослет географийӗ ҫултан-ҫул анлӑланса, унта хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пыни савӑнтарчӗ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Мероприяти кӑсӑклӑ иртет, унӑн шайӗ ӳссе хӑватланса пыни куҫ кӗретех.

Help to translate

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашма пирӗн тӑрӑхра условисем те лайӑх, ҫӗнӗлӗхсем те регионта туххӑмрах пурнӑҫа кӗрсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Алексеевич.

Help to translate

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Такси ярӑнса пыни ӑна тӳрех ыйхӑлаттарса ячӗ те пуҫӗпех вӑранма памарӗ курӑнать.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed