Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлаҫҫӗ (тĕпĕ: пуҫла) more information about the word form can be found here.
— Ак ухӑпа пеме пуҫлаҫҫӗ те, вара пӗлетӗн…

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Килӗр, килӗр, мӗн те пулин илӗр, — юрланӑ пек сӑмахлама пуҫлаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллескерсем, — ҫурри укҫалла, ҫурри — укҫасӑр.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун чух килмеллех, ӗнентерме тӑрӑшать хӑйне Мамич-Бердей, мӗншӗн тесен кӗркунне вырӑссем куланай пуҫтарма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ун чух Мускавра чухнех шутласа илтӗм: пурӑна киле пире те ҫакнашкал чиркӳсем тутарма пуҫлаҫҫӗ пуль кусем терӗм.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫӑва тухсан ялсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Э-э, ӑна тума тытӑнсан мӗн тери вӗчӗрхенме пуҫлаҫҫӗ вӗсем!

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллашнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмест - юрату пирки калаҫма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Ху пӗлетӗн, аслӑ хан, пысӑк вӑрҫа вӗсем ялан ҫуркунне пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла сӑтӑр тума пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйтса та тӑмаҫҫӗ, пыраҫҫӗ те салатаҫҫӗ утӑ капанне, унтан лав ҫине тиеме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ҫывхарса пынӑ ҫӗртен кӑштах аяккарах кайса лараҫҫӗ те каллех пуҫлаҫҫӗ хӑйсен ӗҫне.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Чӗпписем вара хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ пекех вӗҫме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ҫынпа калаҫма тытӑнсанах куҫӗсем чеен ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ, хӗсӗнеҫҫӗ, вӗсенче хӗлхемсем выляма пуҫлаҫҫӗ, тӑп-тӑп тута вырӑнне пӗр тикӗс шурӑ шӑлсем курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Михала ҫине тӑнипе правлени ларӑвӗнче тыр-пула тухӑҫлӑхне кура бригадӑсем тӑрӑх валеҫме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑшӗ — каччӑ, хӑшӗ — хӗр, хӑшӗ анчах утма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кӗҫ ҫанталӑк типет, машинсем чупма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Акӑ, пӗве хыҫӗнчен виҫӗ кимӗ ишсе тухать, вӗсем ҫинче — хӗрсемпе каччӑсем; леш енчи ҫырантан икӗ каччӑ шыва сиксе ӑмӑртмалла ишме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Шӑпах ИТ-специалистсем паянхи кун питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа та вӗсене хатӗрлессине ачаранах пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Кӑвакарнӑ тӳпере хуллен-хулленех йывӑҫ тӑррисем палӑра пуҫлаҫҫӗ.

На засиневшем небе уже различимы верхушки деревьев.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑтӑра ҫитнӗ Авӑстейӗн пуҫӗнче шурӑ пӗрчӗсем курӑна пуҫлаҫҫӗ.

Тем временем на голове тридцатилетнего Авостея уже появляются седые волосы.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed