Шырав
Шырав ĕçĕ:
Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Манӑн виҫӗ хутор, атте кӗтӗвӗсенчи лашасен ҫурри — манӑн, анне атте патне илсе пынӑ мул пӗтӗмпех манӑн, вӑл аттерен пытарса усракан пуянлӑх та йӑлтах манӑн!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халӗ ӗнтӗ пурте похода каясшӑн пулчӗҫ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте старшинасем, куреннӑйсем тата кошевой сӗннипе, запорожецсен пӗтӗм ҫарӗ ирӗк панипе тӳрех Польша ҫине кайса мӗнпур тискерлӗхшӗн, тӗнпе козак чысӗнчен мӑшкӑланӑшӑн тавӑрма, хуласенче пуянлӑх пуҫтарма, ялсемпе тырӑ пуссисене ҫунтарма, ҫеҫенхир тӑрӑх хӑйсем ҫинчен инҫене ят сарма сӑмах пачӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Уйрӑмлӑх ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: шкулта вӗсене ирӗксӗр пӗрлештерсе тӑнӑ, кунта вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса тӑван килӗсенчен тарса килнӗ; кунти ҫынсен майӗнчен ӗнтӗ пӑяв ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем унтан хӑтӑлса вилӗм вырӑнне пурӑнӑҫ тупнӑ, чӑн-чӑн ирӗк пурнӑҫа тупнӑ, кунти ҫынсем хӑйсен ырӑ кӑмӑллӑ йӑли тӑрӑх кӗсйисенче пӗр пус укҫана та тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, кунти ҫынсем ку таранччен червонеца ҫеҫ пуянлӑх тесе шутланӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кӗсйисене мӗн те пулин кӑларса ӳкересрен хӑрамасӑрах тавӑрса пӑхма пулать: арендатор-жидсем вӗсене такҫанах пушатнӑ ӗнтӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Мана качча илсе, ман пуянлӑх хуҫи пулас текенсен мӑшӑрланнӑ кунах манӑн вунӑ пушмака ҫисе ямалла.
«Малтанхи кунах кушак вӗлерекен» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫӳпҫери 20-25 тӑрах пир пысӑк пуянлӑх шутланнӑ.20-25 рулонов холста в укладке считалось большим богатством.
Малтан калани // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ку вӑкӑр саншӑн пысӑк пуянлӑх.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чӑннипе илсен, унӑн нихҫан та пӗр пус укҫи пулман, ҫак тӗлӗнмелле ята вӑл хӑйне нимле пурлӑх та паман пуянлӑх туррине кӗвӗҫтерес шутпа хӑй шухӑшласа кӑларнӑ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Пуянлӑх вӑл турӑ ҫырнинчен килет, начальник юлташ.— Богатство зависит от судьбы, товарищ начальник, — рассуждал возчик.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Старик ҫапла шутланӑ: акӑ ӗнтӗ манӑн ҫурта та пуянлӑх турри килчӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ку вара пысӑк пуянлӑх.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Валерик столовӑй алӑкне уҫнӑ та, унта ача умне сӗтел ҫинчи мӗнпур пуянлӑх тухса тӑнӑ.Валерик отворил дверь в столовую, и тут перед ним предстали на столе все богатства.
Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Сенат вара, ӑна тав туса, хӑйӗн савнӑ хӗрарӑмне качча парӗ, унпа пӗрле виллӑсемпе пуянлӑх та, хисеплӗхпе чап та кӳрӗ…
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Чухӑнлӑх макӑрать, пуянлӑх ахӑрать.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑт мӗн чухлӗ унӑн пуянлӑх…
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тӗнчене тытса тӑракан кӗлмӗҫсен пӗртен-пӗр пуянлӑх ҫеҫ тӑрса юлнӑ: вӑл — сасӑламалли право.Право голоса — единственное наследство, единственное богатство этих нищих повелителей мира.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пирӗн Рим республикине халӑх влаҫӗн никӗсӗ ҫинче тунӑ, анчах кунта та халь пӗтӗм влаҫа патрицисен пӗчӗк ушкӑнӗ туртса илнӗ, вӗсен аллинче — мӗнпур пуянлӑх, мӗнпур вӑй, ҫакна пула влаҫ та хӑйсен ӑрунех куҫса пырать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫиелтен курӑнакан чап та пуянлӑх, хӑват айӗнче ӗнтӗ ҫитес вӑхӑтсенчех ишӗлӳ пуҫланасси палӑрнӑ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапла унӑн ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ, хуҫасем Джек Лондон пек ҫынсене вӑйран кайиччен ӗҫлеттернӗ, анчах пуянлӑх тарҫӑсенчен ҫав-ҫавах аякра пулнӑ.
Джек Лондон // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 3–4 с.
Джек Лондон хӑй вӑйӗпех чухӑнлӑх ытамӗнчен хӑтӑлса, пуянлӑх тупасса шаннӑ.Джек Лондон надеялся своими силами избавиться от бедной жизни и найти богатство.
Джек Лондон // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 3–4 с.