Шырав
Шырав ĕçĕ:
Игоре эп вӗсене каялла парасшӑнччӗ, хама мӗн шуйттан тума кирлӗ-и!
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑй пальтоне парасшӑнччӗ пулас вӑл, ӑна хывса аллинче те ҫӗклесе пычӗ, унтан хамӑр ларнӑ чух ӑна тенкел ҫине хучӗ, — ҫапах та сӗнме хӑяймарӗ вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав кунхине манӑн «Правдӑра» ӗҫлекен пӗр ҫынпа курнӑҫмаллаччӗ: эпӗ ӑна хам мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ приют, ҫавӑнта парасшӑнччӗ ӗнтӗ пире Даша инке, йӑмӑкпа иксӗмӗре; вӑл халӗ ешӗл тӗслӗ, стени ҫинче ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ мрамор хӑма пур.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ улттӑмӗш урока кӗмерӗм — ку, паллах ӗнтӗ, айванлӑх, мӗншӗн тесен Лихо уроксем хыҫӗнчен килте ҫырнӑ сочиненисене салатса парасшӑнччӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна Диккенса вулани, Урия Гип пирки ҫеҫ вуламанни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах та лӑп та шӑп ҫак самантра оркестр выляса ячӗ, хамӑрӑн физкультура учителӗ (ӑна пурте Гоша тесе чӗнетчӗҫ) Катьӑна хӑйпе ташлама сӗнчӗ, эпӗ каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна аран ҫеҫ лӑплантартӑм, анне ячӗпе хамах та мӗн те пулин илсе парасшӑнччӗ, тесе ӳкӗтлерӗм.Я еле успокоила его, уверив, что сама хотела подарить что-нибудь маме.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл мана хӑйне пухӑва чӗннӗ майпа ҫын пекех тумланмалла пулни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах эпӗ ҫӳлелле, шкулалла чупса та кайрӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӗсен портречӗсене те ӳкерсе парасшӑнччӗ, анчах манӑн темиҫе сехет ҫеҫ юлчӗ вӑл «пурнӑҫра вӑрахӑн пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен хӑвӑрт юрласа паракан юрӑ» валли те питӗ сахал.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ун ҫинчен Дефоржа каласа парасшӑнччӗ те, анчах, ҫав тери пысӑк ӗҫ ҫинчен калама француз чӗлхипе сӑмах тупайман пирки, нимӗнех те калаймарӗ; французӗ ӑна ӑнланаймарӗ, вара Антон Пафнутьичӑн ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ку сурӑх тирне аҫу заготовительсене парасшӑнччӗ.
Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..
Тен, хӑйӗн ӑш-чиккинче тӑвӑлланса-тулса ҫитнӗ пӑлхавлӑ шухӑшне уҫса парасшӑнччӗ пулӗ мана, малалла епле произведенисем ҫырма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ пулӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
15. Эпир ӗнтӗ вӗсен йӑхташӗсем усал тунине асра тытмасӑр, ҫакӑн ҫинчен пурне те пӗлтерсе, улӑшӑнусем тума шухӑш тытрӑмӑр: вӗсем вӑрҫӑра пирӗншӗн хӗсметре тӑнӑран тата хамӑрӑн ҫемҫе кӑмӑлӑмӑра кура хӑйсене ӗлӗкех шанса панӑ питех те нумай ӗҫре ӗҫленӗрен эпир вӗсене Александрия ҫыннисен прависене те парасшӑнччӗ, яланхи чӳк йӑли-йӗркине те хутшӑнтарасшӑнччӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.