Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пророксем малашнехи ҫинчен Ман ятӑмпа суйса калаҫҫӗ; Эпӗ вара вӗсене яман та, хушман та, каламан та; вӗсем сире суя курӑннине, юмланине, ниме тӑманнине, хӑйсем шухӑшласа кӑларнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Евфрат патне кайрӑм, пытарса хунӑ вырӑнтан пӗҫӗ ҫыххине чавса кӑлартӑм та, акӑ — вӑл ҫӗрсех кайнӑ, ниме юрӑхсӑр пулса тӑнӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ку вӑл — ниме тӑман, аташса тунӑ ӗҫ; Вӑл килсе пӑхнӑ чухне вӗсем ҫухалӗҫ.15. Это совершенная пустота, дело заблуждения; во время посещения их они исчезнут.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗхсем — ӑссӑр-тӑнсӑр, хаяр; ниме тӑман йӗрӗхсем вӗрентни — турпас ҫеҫ.8. Все до одного они бессмысленны и глупы; пустое учение - это дерево.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав халӑхсен йӑли-йӗрки ниме те тӑмасть: вӑрманта йывӑҫ касаҫҫӗ те пуртӑ тытса ӑна каскалакан аллипе чутлаҫҫӗ, 4. ылтӑн-кӗмӗлпе эрешлеҫҫӗ, ан ӳктӗр тесе, ҫапкӑчпа пӑта ҫапса ҫирӗплетеҫҫӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ инҫетри ҫӗршывран халӑхӑмӑн хӗрӗ йӗрсе йӑлӑннине илтетӗп: «Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫук-им вара? унта Патша ҫук-им вара?» Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсемпе — ют ҫӗр йӗрӗхӗсемпе, ниме тӑманскерсемпе — Мана ҫиллентерчӗҫ?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн халӑху унта пулни ниме тӑман пек пулса тӑчӗ: пирӗн тӑшмансем Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлетрӗҫ.18. Короткое время владел им народ святыни Твоей: враги наши попрали святилище Твое.
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аслӑ улпутсене Вӑл ниме юрӑхсӑра хӑварать, ҫӗр тӳрисене кирлӗ мара кӑларать.23. Он обращает князей в ничто, делает чем-то пустым судей земли.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана; ҫӗнӗ уйӑх уявӗпе шӑматкунсене, уяв пухӑвӗсене тӳсме пултараймастӑп: саккуна хирӗҫле ӗҫсем — ҫав хушӑрах уявсем!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑрӑмне мала хунипе ниме те ӗненменскерсем малтанхи ывӑлӗсене пӗтернӗ чухне ку халӑх шӑпах Турӑ ывӑлӗ пулнине ӗненнӗ: 14. пӗтӗм тавралӑх шӑплӑха путсассӑн, каҫӗ, шӑва-шӑва, хӑйӗн варрине ҫитсессӗн 15. тӳперен, патша вырӑнӗнчен, пӗтме пӳрнӗ ҫӗр варрине Санӑн пурне те тума пултаракан сӑмаху хаяр ҫар ҫынни пек аннӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ҫинчен пӗлмен ҫынсем пурте чӑннипех ниме тӑмаҫҫӗ: Пуррине вӗсем куҫа курӑнакан аслӑ пулӑмсенчен те пӗлеймен, ӗҫӗсене курсассӑн та Сӑлтавне пӗлсе ҫитеймен, 2. тӗнчене тытса тӑракан турӑсем тесе вӗсем е вут-ҫулӑма, е ҫиле, е куҫакан сывлӑша, е ҫӑлтӑр ункине, е шарлаклӑ шыва, е тӳпери ҫутӑсене пуҫҫапнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ӑна патшалӑх туйипе патша пуканӗнчен маларах хутӑм, унпа танлаштарсассӑн, пуянлӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑм; 9. хаклӑ чула унпа танлаштармарӑм: унӑн умӗнче мӗнпур ылтӑн — ниме тӑман хӑйӑр ҫеҫ, кӗмӗл те, унпа танлаштарсассӑн, — пылчӑк ҫеҫ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ.30. Миловидность обманчива и красота суетна; но жена, боящаяся Господа, достойна хвалы.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӳрӗ ҫын чӗлхи — таса кӗмӗл, усал ҫын чӗри вара — ниме те тӑмасть.20. Отборное серебро - язык праведного, сердце же нечестивых - ничтожество.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар; Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.37. Отврати очи мои, чтобы не видеть суеты; животвори меня на пути Твоем.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.