Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карета кустӑрмисем Франкфурт урамӗн чул сарнӑ ҫулӗ ҫинче шалтӑртатма пуҫларӗҫ, юлашкинчен, Санин пурӑнакан гостиница умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анна Васильевна вӑранчӗ, вара каретӑра пурте калаҫма тапратрӗҫ, анчах икӗ экипажӑн кустӑрмисем тата лашасен вӑтӑр икӗ ури айӗнче чул сарнӑ ҫул ҫав тери кӗмсӗртетнипе сӑмах мӗн ҫинчен пынине никам та илтеймерӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кивӗ вагон сулланса ҫеҫ пырать, кустӑрмисем рельс сыпӑкӗсенче ахлатса та йынӑшса кӑна пыраҫҫӗ.Старый вагон ходил ходуном, колеса скрипели и охали на стыках.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Темиҫе ҫӗр вагон кустӑрмисем, купи-купипе тутӑхнӑ тимӗр, рельссем, буферсем, букссем — темиҫе пин тонна металл уҫӑ ҫӗрте тутӑхса выртать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Нумай та каймарӗҫ, фургон кустӑрмисем юшкӑнла хура тӑпра ҫийӗпе пыма пуҫларӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
тӳремлӗхри шӑплӑха фургон кустӑрмисем чӗриклетнипе ывӑннӑ вӑкӑрсене хистесе пыракан Айртон кӑшкӑрса янисем ҫеҫ хускатса илеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак симӗс храмра пуҫ пулса тӑракан тарӑн шӑплӑх фургон кустӑрмисем чӗриклетнипе те лаша урисем хаплатса пынипе анчах пӑсӑлать, кунсӑр пуҫне ҫулҫӳревҫӗсем хутран-ситрен сӑмах улӑштарса илни тата Айртон хӑй аллинчи наян вӑкӑрсем ҫине хистевлӗн кӑшкӑрса яни ҫеҫ илтӗнкелет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр кунтан тин, 1865 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче, фургон кустӑрмисем ылтӑн тӑпри ҫине кӗчӗҫ.Только на следующий день, в первый день 1865 года, колёса фургона покатились по золотоносной почве.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Фургон тапранчӗ, унӑн тӗнелӗсем ҫухӑрса илчӗҫ, кустӑрмисем шатӑртатса хускалчӗҫ, вара часах таса чун-чӗреллӗ ирландецӑн тараватлӑ ҫурчӗ ҫулӑн кукӑрӗнче пытанчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кустӑрмисем тӑваттӑшӗ те шӑлсӑр, шинӑсӑр, вӗсене тимӗрпе те тыттарман.Его четыре колеса не имели ни спиц, ни шин, ни даже железных обручей.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эсир мана поезд кустӑрмисем айне пӑрахатӑр, ишсе кай вара, капитан, инҫетри Индие…— Вы сбросите меня под колеса поезда, и плыви тогда капитан в далекую Индию…
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Гек вӑраннӑ вӑхӑтра вагон кустӑрмисем калаҫмасӑр, пӗр майлӑн шакӑртатса пычӗҫ.Когда Гек проснулся, колеса, уже без всяких разговоров, мерно постукивали под полом вагона.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Вӑл ун ӑшне кӗрсе ларчӗ те, алӑкӗсем хупӑнчӗҫ, лаша урисемпе кустӑрмисем айӗн чул сарнӑ ҫул кӗмсӗртетме пуҫларӗ, карета чӳречисенчен ҫутӑлса тӑракан ҫуртсемпе вывескӑсем курӑна-курӑна юлчӗҫ, Пискарев, халь пулса иртнӗ ӗҫе ӑнланса илес тесе, ҫул тӑршшӗпех шухӑшласа пычӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Урапа кустӑрмисем каҫхи ҫумӑр лӳшкетнӗ лакӑмсене кӗрсе ҫынсене пылчӑклӑ шывпа сирпӗтеҫҫӗ.Колеса телег, попадая в лужу, оставшуюся после ночной грозы, обдавали людей грязными брызгами.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пулемет кустӑрмисем хырӑнса-чӗрпӗкленсе пӗтнӗ урай хӑмисем тӑрӑх ҫемҫен кӑлтӑртатса кусаҫҫӗ.Колесики пулемета мягко постукивали по выщербленному деревянному полу.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кивӗ урапа кустӑрмисем чӑрик-чарик чӗриклетсе ҫухӑрчӗҫ, хыҫалти ӳрече патакӗ вырӑнне ун хуҫӑк вӗҫӗсем ҫеҫ кӑнтарӑнса тӑраҫҫӗ, тирпейсӗр купаланӑ утӑ лӑпӑс-лапӑс ҫӗрелле усӑннӑ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӗрмен урапа-тӑрантас кустӑрмисем чуна ҫурса ҫухӑрчӗҫ, тикӗтлемен ут хатӗрӗсен чӗнӗсемпе сӑран атӑ-пушмаксем типсе-кушӑркаса ҫуркаланчӗҫ, анчах пуринчен ытла тӑвар ҫукки хытӑ касрӗ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вагонӗ хӑй вара ҫӑмӑллӑнах сывласа янӑ пек туйӑнчӗ, унӑн кустӑрмисем те савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатрӗҫ.Казалось, сам вагон облегчённо вздохнул и веселее застучал колёсами.
Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.
Боря пырса кӗриччен шӑплӑхра вагон кустӑрмисем шӑкӑлтатса пыни тата такам харлаттарса ҫывӑрни илтӗнчӗ, анчах халь ӗнтӗ ҫак палӑрми сасӑсӑр пуҫне, сак айӗнчен темле пӗрмай чӑштӑртатни илтӗнме пуҫларӗ.
Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.
Донецк урамӗсем тӗрлӗ саслӑ шавпа тулса ларнӑ; ҫынсем калаҫни, автомобильсен кустӑрмисем асфальт тӑрӑх ҫатӑртатни, трамвайсен тулли вагонӗсем кӗмсӗртетни…
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.