Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тепӗр кунтанах вара пӗтӗм округ шляхсемпе урапа ҫулӗсем тӑрӑх сиктерсе иртекен хыпарҫӑсен элемӗсемпе чӑпарланать.День спустя уж цвели по всему округу красные флажки скакавших по шляхам и проселкам нарочных.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах тепӗр икӗ кунтанах Новочеркасска усал хыпар персе ҫитет: полк, большевиксен агитацине итлесе, хӑй тӗллӗнех позицирен тухса кайнӑ-мӗн.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Килсен виҫӗ кунтанах паллашса та ҫитрӗҫ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Виҫӗ кунтанах ним те юлмасть.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тепӗр кунтанах Григорий перевязочнӑй пунктран вӑрттӑн тухса кайрӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку вӑл часах, темиҫе кунтанах пуҫланчӗ.
XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ман авӑ кунтанах иртсе кайрӗ, — пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫапах та киле юлмарӗ!Мой вон и тут проходил, — всем известно, — а небось не остался дома!
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кунтанах, ав, шӑпах ял вӗҫӗнче ларакан Куй-син туррӑн кумирни тӗтреллӗн курӑнма хӑтланать.Вдали уже виднелся храм Бога — покровителя литературы, стоявший в начале деревни.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Старик малтан ҫакӑн пек иккӗленсе тӑнӑ, анчах Бьюмонт, вӗсем патне ҫӳреме пуҫласан тата икӗ эрнерен, ӑна: завода туянасси тепӗр темиҫе кунсӑр пулмасть, тенӗ хыҫҫӑн ҫав иккӗленӳ иртсе кайнӑ; тен, ун чухлӗ те тӑрӑнмасть пулӗ-ха, тенӗ вӑл: вӗсем, Лотер мистера кӗтмесен те, кирлӗ условисене эрнесӗр туса пӗтереймен пулӗччӗҫ; Лотер мистер вара Петербургра тӑватӑ кунтанах пулать.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Цзи-ши» аптекине кунтанах кайма луччӗ ҫывӑххине чухлать вӑл, ҫавӑнпа та малтан эмелне кӗрсе илсен вырӑнлӑрах пулӗ, терӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Тепӗр кунтанах вӑл пайра тӑракан ҫатансене ытла йӳне сутни ҫинчен, хаксене ӳстермелли ҫинчен пӗлтерчӗ.А через день он заявил, что пайщики продают корзины непомерно дешево и цены надо повысить.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑмӑл мӗнле ҫаврӑнать, туйӑмсем мӗнле тӗлӗрнӗ чукнехи пек пулаҫҫӗ, малтан мӗнле куҫ суккӑрланать, хӑш самантран юн, унтан чӗре хытӑрах тапма тытӑнать, мӗнле пӗр кунтанах ҫынна ӗмӗрлӗхех юратма, уншӑн вилме те хатӗр пулатӑн, мӗнле пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хушӑн мар, савнӑ ҫыншӑн пурӑнма пуҫлатӑн, ӑс мӗнле мӑкалса е ҫав тери ҫивӗчленсе пырать, мӗнле ху ирӗклӗхне ҫынна паратӑн, мӗнле пуҫ тайӑлать, урасем чӗтреҫҫӗ, куҫҫулӗ тухать, вӗрилетсе пӑрахать? — юратуран аманнӑ ҫыннӑн ҫаксене ӑслӑ куҫпа тӗпчесе тӑма вӑхӑт ҫук.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл кукашшӗн тӳмисемпе пулнӑ инкеке каласа кӑтартма тата парӑма икӗ кунтанах тӳлесе татма сӑмах пама хатӗрленнӗччӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ ун чухне тата темиҫе кунтанах ак, ҫав хаяр кӗнекене пӑхмасӑрах, хам ӑҫта вӗҫес тенӗ, ҫавӑнта вӗҫме пултарассине, сисменччӗ-ха.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсене ик кунтанах хывса кайӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кунтанах Владимир ҫара кайни ҫинчен хыпар ҫитнӗ.Через несколько дней узнали они, что Владимир уехал в армию.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чӗри тата мӗнле кӑлт! кӑлт! тапать, мана кунтанах илтӗнет — чӑннипех чӗреллӗ валет.А сердце как бьется, я аж отсюда слышу, и вправду – червовый валет.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Кунтанах каччӑсене совет ҫарне ӑсатнӑ.
Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22
Пӗртӑвансем пӗрремӗш кунтанах ҫемье ӑшшине тупнӑ.
Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01