Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.
5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Анчах кунсем иртнӗҫемӗн пултарулӑх тӗнчи ӑна ытларах та ытларах турта пуҫланӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Кӗскелсе пыракан уяр кунсем хӑйсен типтерлӗхӗпе, лӑпкӑлӑхӗпе, чиперлӗхӗпе килентереҫҫӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Каҫсерен тӑм ӳкнӗрен сулхӑнраххӑн пуҫланакан кунсем кӑнтӑр тӗлнелле лӗпсӗрех ӑшӑтса йӑвашланчӗҫ, эрешмен картисемпе каркаланса эрешленчӗҫ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Укҫа-тенкӗн пӗр пайне ыранхи кун валли хӑварӑр, тен, «хура кунсем» ҫитӗҫ.А лучше часть средств отложить на будущее, возможно наступление «чёрных дней».
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Хӗле кӗнӗ чухне пирӗншӗн йывӑр кунсем пуҫланчӗҫ, — терӗ вӑл.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Уяр кунсем хӗвеллӗ, хӗвеллӗ те хаваллӑ; ӗҫри хӗрсем илемлӗ, илемлӗ те хаваслӑ», — тенӗ ҫак вӑхӑт ҫинчен чӑвашсем.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уяр кунсем, хӗвеллӗ кунсем.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапах та кунсем иртнӗҫемӗн Укаслу пӑлханма пуҫларӗ.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуш уйӑхӗнче шӑп та лӑп ӑшӑ пулчӗ, хӗвел пикенсех хӗртрӗ, юра ҫисе ячӗ, васкаса шыв кайрӗ, ӑшӑ кунсем килчӗҫ, Ҫӗр-анне типшӗрчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫут хӗвел тӳперен ярӑнса ҫаврӑнать, Кӑвар пек, ҫулӑм пек шӑратса ҫунтарать: Янкӑр уяр кунсем, калама ҫук шӑрӑх!
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шӑрӑх кунсем ҫитсен кунта вӗсем куҫаҫҫӗ Е Атӑл урлӑ Йӑлӑм енне каяҫҫӗ.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Уяв кунсем ерипен Иртсе кайрӗҫ Сившура, Нумай ӗҫрӗҫ килсерен Эрехпеле пыл сӑра…
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Муниципаллӑ округӑн культура тата архив ӗҫӗсен секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М. А. Кокорева хӑй сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсем вырӑнта тӑтӑшах пысӑк уявсем, паллӑ кунсем тӗлне тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшни пирки каланӑ.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
Тӗлӗнмелле ырӑ та ӑшӑ кунсем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кунсем малаллах шурӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Канмалли кунсем ӑшӑ килчӗҫ.
Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34582.html
Кунсем иртрӗҫ мӗлтлетсе…
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Урӑ кунсем те пулкаланӑ-ха унӑн.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кунсем иртрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.