Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куллине (тĕпĕ: кулӑ) more information about the word form can be found here.
Вӗсен калаҫӑвне ыттисенчен хавхалануллӑрах вӑрт-вартрах ҫаврӑнкалакан Мазин итлерӗ, Самойлов вӑхӑтран-вӑхӑт Иван Гусева темскер каларӗ, амӑшӗ Иван кашнинчех юлташне чавсипе ҫынсем асӑрхамалла мар тӗртсе кулнине, куллине аран чаркаласа, пичӗ хӗрелнине, питҫӑмарти хӑпарса кайнине, лешӗ пуҫне чалӑштарнине курчӗ.

К их беседе прислушивался Мазин, оживленный и подвижный более других, Самойлов что-то порою говорил Ивану Гусеву, и мать видела, что каждый раз Иван, незаметно отталкивая товарища локтем, едва сдерживает смех, лицо у него краснеет, щеки надуваются, он наклоняет голову.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унтан сасартӑк, куҫӗсене хуплакан хӗрлӗ тӗслӗ тӗтре витӗр, вӑл хӑйӗн аппӑшӗн ансӑр шурака сӑнне, тир ҫухави ҫинче алка йӑлтӑртатнине, сӑрланӑ тутисем ҫумне ҫыпӑҫнӑ куллине асӑрхарӗ.

И вдруг сквозь красный туман, застилавший ее глаза, она разглядела узенькое, бледное лицо сестры, блеск сережки над меховым воротником и улыбочку, приклеившуюся к накрашенным губам.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Олёнӑпа пӗрле вӗсем юр тӑрӑх чупнӑ, унпа пӗрле ӳкнӗ, ҫӗкленнӗ, штыкпа чикнисене туйнӑ, палачсен чуна ҫӳҫентерекен куллине илтнӗ.

Вместе с Оленой они бежали по снегу, вместе с ней падали, поднимались, чувствовали уколы штыка и слышали теребящий внутренности дикий хохот.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Унӑн ачаш куллине, хурлӑхлӑн та вылямасӑр пӑхакан куҫӗсене кашниех асӑрханӑ, вара кашниех ӑна мӗнле те пулсан ӑшӑ сӑмах калама тӑрӑшнӑ.

Ее мягкая улыбка и печальный, неподвижный взгляд всем бросались в глаза, и каждый старался сказать ей что-то ласковое.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пиҫсе ҫитнӗ тырӑҫӑм! — терӗ вӑл, хӑйӗн яланах кӗтмен ҫӗртен килсе тухакан, пӗтӗм сӑн-пите илемлетсе яракан куллине тытса чарма хал ҫитерейменнипе.

— Нивушка-наливушка! — сказал он, не в силах удержать своей всегда внезапной, освещающей все лицо улыбки.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хӑйӗн пӗркеленчӗклӗ, текех ҫамрӑк мар, анчах халӗ те хитре питне ҫамрӑклатакан куллине пытарасшӑн пулас та, пытараймасть.

Она, видно, и не могла сдержать этой улыбки, молодящей уже немолодое, посеченное морщинами ее и сейчас красивое лицо.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Елена унӑн хӑюсӑр куҫӗсем мӗнле пӑхнине, унӑн куллине аса илчӗ, вара хӑй те ӑшшӑн кулса шухӑша кайрӗ, анчах халь ун ҫинчен мар ӗнтӗ.

Она вспомнила выражение его несмелых глаз, его улыбки — и сама улыбнулась и задумалась, но уже не о нем.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унӑн сӑнӗнче сивӗ тӑнӑҫлӑхпа мӑнаҫлӑх палӑрчӗҫ — ҫавӑнпа эпе ӑна паллаймарӑм, унӑн куҫӗсене, унӑн куллине паллаймарӑм, пурпӗрех вӑл мана капла та питӗ хитрен курӑнчӗ.

На лице ее появилась холодная неподвижность и важность — и я не узнавал ее, не узнавал ее взглядов, ее улыбки, хотя и в этом новом виде она мне казалась прекрасной.

VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Пурнӑҫ хӑй йӗркипе шӑвать, калӑн ҫав унта ял куллине юлнӑ йӗксӗк Тимофей ҫук тесе.

Жизнь шла своим чередом, как будто не было в ней его, Тимофея, выпоротого, осмеянного, потерявшего под ногами твердую почву.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӗрсем алӑкран тухсанах, халь те крыльцаран инҫех мар тӑракан ӳсӗр Аришкӑн куллине асӑрхарӗҫ.

При появлении девушек в дверях на пьяном лице Аришки, которая все еще стояла неподалеку от крыльца, расплылась улыбка.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Куллине пытарса вӑл хӗрӗн хӗрелнӗ питне пӑхса хӗпӗртесе тӑчӗ, анчах сасартӑк пуҫа ҫӗнӗ шухӑш ҫитсе кӗнипе пурне те арпаштарса ячӗ.

Пряча улыбку, она залюбовалась покрасневшим лицом дочери, и вдруг голову обожгла новая мысль, повергшая всю ее в смятение.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Тен, чӑнах та юлатӑн? — ыйтрӗ Фомин, куллине кӑлӑхах пытарма тӑрӑшса.

— Может, и взаправди послужишь у нас? — спросил Фомин, тщетно силясь скрыть улыбку.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор хыпаланса сӑхсӑхрӗ те, Кошевой йӗкӗлтенӗ евӗр куллине сисмесӗр, стаканри кӑмӑшкана лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ҫӑтса сӑрӑхтарчӗ.

Прохор торопливо крестился, потягивал из стакана, не замечая язвительной улыбки Кошевого.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Григорий ҫине чӑрр пӑхса илчӗ, тутӑрне тути ҫинерех шутарса куллине пытарчӗ.

Она внимательно посмотрела на Григория, надвинула на губу платок, пряча улыбку.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, куллине пытарас тесе, ҫӑварне аллипе хуласа тытрӗ, — кулӑ килнипе хӗсӗннӗ куҫӗсене йӑлкӑштарса ыйтрӗ:

Григорий прикрыл ладонью рот, чтобы спрятать улыбку, блестя сузившимися от смеха глазами, спросил:

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий унӑн пӳ-сине, уттине, ҫӳҫне тураса майлас манерне, куллине, сасӑ интонацийӗсене аса илчӗ…

Григорий вспоминал ее фигуру, походку, манеру поправлять волосы, ее улыбку, интонации голоса…

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Варалаймастӑрччӗ те! — терӗ куллине чараймасӑр Григорий, мӑйӑх айӗпе шурӑ шӑлӗсене ҫутӑлтарса.

Не сдерживая смеха, сияя из-под усов кипенным оскалом зубов, Григорий сказал: — Оно и не пришлось бы марать!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья ачисен кӗписене сапласа аппаланчӗ, Дарйӑна куллине пытарса итлесе ларчӗ, нимӗн те ӑнланман Дуняшка вара, аллисене тархасланӑ пек кӑкӑрӗ ҫумне хутлатса тытса, йӑлӑнса ыйтрӗ:

Наталья чинила детские рубашонки и слушала Дарью, подавляя улыбку, а сбитая с толку Дуняшка, умоляюще сложив руки, просила:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пысӑккисене хитре мар сӑмахпа вӑрҫмалла мар! — вӗрентсе каларӗ Наталья, куллине пусарса.

Больших нельзя черным словом обзывать! — назидательно сказала Наталья, подавляя улыбку.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн чухне вӑл йывӑҫ тӗмӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, сасӑ кӑлармасӑр кулакан Степана куҫ хӳрипе курчӗ; Аникушка, куллине чараймасӑр куклене-куклене ларса, ывӑҫ тупанӗсене тути патне рупор пек тытса, хӗрарӑм сассипе вичкӗннӗн ҫухӑрнине курчӗ:

На скаку он мельком видел остановившегося возле куста, молчаливо улыбавшегося Степана Астахова; видел, как Аникушка, приседая от смеха и сложив ладони рупором, пронзительным, бабьим голосом визжал:

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed