Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнинчех (тĕпĕ: кашни) more information about the word form can be found here.
«Ытла та ҫӑмӑллӑн, пурнӑҫ хуйхи-суйхине туймасӑр, ҫав тери ирӗккӗн, кахаллӑн ҫитӗнеҫҫӗ, — тет вӑл кашнинчех, пӑнтӑр-пӑнтӑр балалайка е гитара ҫӗклесе ҫӳрекен хӗрсемпе каччӑсем ҫине кӳренчӗклӗн пӑхса.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Кашнинчех пӗрешкел пӗтӗмлетме ҫук.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

— Мӗн тӑвӑн, телей кашнинчех пирӗн алла лекмест, — шӳтлет Селифаныч.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Вӗсенче кашнинчех! —

— В каждом из них! —

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку урамра ухтарман кил хӑвармарӑм — кашнинчех мӗн те пулин тупса тухатӑп.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пушатма эпӗ чи кая юлса ҫитеттӗм, анчах ун вырӑнне кашнинчех Пурхи пичче ҫапла каланине илтсе савӑнаттӑм:

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Пухӑва вӑл, сӑмахран, кашнинчех хура сукна кӗпе, салтак галифи, хром атӑ тӑхӑнса пыратчӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Вӑл чирлӗ выртнӑ чух эпӗ сайра хутра больницӑна кайса килеттӗм, кашнинчех: «Саша мӗнле-ши, тем шарламасть, вӑл та чирлемерӗ-ши?» — тесе ыйтатчӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ытти ача-пӑча нихҫан та сӑмах хушмасть, ку вара хуралҫа кашнинчех йӗкӗлтет.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кашнинчех пӗр пек килмест вӑл.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ упӑшки валли кашнинчех тутлӑ апат-ҫимӗҫ илсе кайрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче кашнинчех ҫын сывлӑхне пӗрремӗш вырӑна кӑларса санитари нормисене пӑхӑннӑ.

Help to translate

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Вырӑссем тапӑнса килсен кашнинчех чӑн-чӑн паттӑр пек ҫапӑҫрӑн.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашнинчех паян тумалли ӗҫе ырана хӑварать.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем кашнинчех ушкӑнӑн-ушкӑнӑн туха-туха ҫапӑҫрӗҫ те утлӑ ҫар килнине курсан ялан каялла кӗчӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗринче те пуш алпа килмен, кашнинчех хаклӑ парне илсе килнӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем ирсерен хӳме патне башньӑсемпе турсем илсе пыма тӑрӑшрӗҫ, тутарсем кашнинчех вӗсене ҫывӑха ярас мар тесе пӗтӗм вӑя хучӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире те итлемест вӑл, тутар княҫӗсене те юраса пӗтереймест, ҫавӑнпа та кашнинчех Хусантан хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ ӑна.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳкес мар тесе кашнинчех икӗ аллипе те ҫилхерен ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫу вӗҫӗнче тем амакӗ пулса иртет вӗсен хушшинче — сӑмах-юмах ҫыпӑҫми пулать, элчӗ кашнинчех ҫилленсе тухса каять.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed