Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каллех ял тӑрӑх паҫӑрхи ҫулпах, шӑн кӗпесем ҫакӑнса таракан кил ҫумӗн кайнӑ, анчах халь кӗписем паллӑ пулман; унтан хайхи сарай ҫумӗн иртнӗ, ӑна халь ҫийӗ таранах юр вӗҫтерсе лартнӑ, унӑн ҫийӗнчен татти-сыпписӗр юр юхнӑ; унтан каллех ҫав хӑрушшӑн кашласа, авӑнса ларакан хӑвасем патӗнчен иртнӗ те каллех аялтан та, ҫӳлтен те хумханакан юр тинӗсне кӗрсе кайнӑ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ҫилпе хурлӑхлӑн кашласа ларакан хӑвасем патне ҫитсен, лаша сасартӑк малти урисемпе ҫунаран ҫӳле улӑхнӑ, кайри урисемпе те ҫӳллӗ ҫӗре тухнӑ та сулахаялла пӑрӑннӑ, вара чӗркуҫҫи таран путма пӑрахнӑ.
II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Кашласа ларакан тӗттӗм хыр вӑрманӗ варринче вӑл пӗр хускалмасӑр выртса, тӳп-тӳрӗ ӳсекен йывӑҫсем хушшинчен хӗвел ҫутинче ялтӑртатса тӑракан юр тӳпесемпе чул тусем ҫине сехечӗ-сехечӗпе пӑхма хатӗр пулнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Акӑ, кӑваккӑн курӑнакан хисепсӗр нумай юханшывсем ҫурса кайнӑ хӑйӑрлӑ сарӑ ҫӗр курӑнса кайрӗ: ку вӑл Атӑл тинӗсе юхса кӗрекен вырӑн пулчӗ, кунта талкӑшӗпех хӑях кашласа ларать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кирпӗчӗн-кирпӗчӗн салатса тӑкӗччӗ мучи сав курайман завода, вырӑнне ҫӗрпе танлаштарса тикӗслӗччӗ: ӳссен ӳстӗрччӗ унта, пӗреххут, сухӑр вӗлтӗрен, ҫумкурӑк кашласа лартӑрччӗ!..
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Пӑс кашласа шлангпа трубана тулчӗ, чӑшлата-пӑшлата шӑннӑ ҫӗре тӑрӑнчӗ.Пар, гудя, наполнил шланг и трубу, с шипеньем и свистом ударил в мерзлоту.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак каҫхине, ҫил-тӑман кашласа шӑхӑрнӑ май, вӑл хӑй пӗччен пулнине, хӑй ытти ҫынсенчен уйрӑлса кайнине тарӑннӑн тавҫӑрса илнипе пӗрлех, хӑй ҫын вӗлернине тӳрре кӑларакан, ӑна мӗншӗн вӗлерме кирлӗ пулнине ӑнлантарса паракан сӑлтав пекки шухӑшласа тупрӗ: вӑл пӑсӑлса кайнӑ ачана, Ильян хӑрушӑ юлташне, хӑйӗн ывӑлне юратнипе, уншӑн хӑранипе вӗлернӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Юханшывӑн икӗ енӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тайга кашласа ларать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шупка уйӑхӑн сивлек ҫути барак евӗрлӗ ҫуртсене, кашласа ларакан тайгана, тункатасене ҫутатать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей тип вара анчӗ, ҫын ҫӳлӗш кашласа ларакан курӑк ӑшӗнче ҫӳрерӗ.Алексей спустился в овраг, побродил в высоких, почти в рост человека травах.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тем пысӑкӑш сӑмавар кашласа вӗрет.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сайра-хутра ҫӗрлехи сулхӑн ҫил кашласа килет, ҫулҫӑсене хумхатса илет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Йӗри-тавра ҫулҫӑ кашласа кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӑл ҫӗре ӗмӗрте те сухапуҫ тивмен; унта нихӑҫан пуртӑ касман сӗм вӑрмансем кашласа ларнӑ, вӑрманӗсенче темӗн тӗрлӗ тискер кайӑксем, кӳллисенче пулӑсем нумай пулнӑ; вӑл ҫӗр ҫинче никам та пурӑнман, сайра хутран тутарсем анчах пырса ҫӳрекеленӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шыв хӗрринчех чей курӑкӗ кашласа ӳсет; унтан салтак тӳми чечеклӗ ӗшне пуҫланать; хӑй витӗр хӗвел пайӑркисене сӑрхӑнтарса, тӗксӗм симӗс чатӑр пек хӑвалӑх сарӑлса ларать.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫак пӗчӗк юханшывсен ҫыранӗнче хӑмӑш кашласа ларать; Гаррис вӗсене папирус терӗ.Низкие и топкие берега речек густо заросли тростником; Гаррис сказал, что это папирус.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ӑна кӗрсен вӑл чӑнласах та илемлӗ те хӗвеллӗ кун ялкӑшса тӑнине, чӳрече умӗнче пысӑк хыр йывӑҫҫисем кашласа ларнине курнӑ.
6. Хӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Вӗсем вӑрман хӗрринчен инҫе те мар, хыр вӑрманӗ кашласа ларакан тӗттӗм ҫырмана вырнаҫнӑ.Расположились красноармейцы в темном, заросшем ельником овраге, недалеко от опушки леса.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кашласа ӳсекен хура-симӗс ҫӗрулми анисем хыҫҫӑн ҫап-ҫутӑ хӗрлӗ ковер тӗслӗ чечекленекен клевер хирӗсем пуҫланса каяҫҫӗ.Пышные темно-зеленые гряды картофеля сменились густыми светло-коричневыми коврами цветущего клевера.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пахчара мӗн пурри пӗтӗмпе, хӑйсен пуян ҫимӗҫӗсемпе куҫа савӑнтарса, кашласа ӳсеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.