Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туртмалли вӗсен нумай тата тӗрлӗ йышши пулнӑ: фабрикӑра тунӑ ахаль махорка та, Сухумири йӑваш табак та, Пенза патӗнче килте лартса ӳстернӗ табак та, «Путина» ятлӑ пирус та, унсӑр пуҫне тата тӑшманран тытса илнӗ трофейлӑ пӗчӗк сигарӑсем те пулнӑ, анчах вӑл сигарӑсене разведчиксем юратман, вӗсене нимӗн те ҫук чухне ҫеҫ туртнӑ, туртсан та йӗрӗннӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Индеец Джон пичӗ ҫинче темӗнле йӗрӗннӗ пек кулса илни курӑнса кайрӗ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӗрача чарӑнса тӑчӗ те, унтан йӗрӗннӗ пек пулса, питӗнчен пӑхса илчӗ: — Эсир мана канлӗх паратӑр пулсан, эпӗ сире питех тав тӑваттӑм, мистер Томас Сойер.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне ҫилленсе ҫитнӗ, Хӑйӗн еткерӗнчен йӗрӗннӗ, 41. вӗсене суя тӗнлисен аллине ӳкернӗ, вӗсене хӑйсене курайманнисем тытса тӑнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.