Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑрӑмлӑ the word is in our database.
йӑрӑмлӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Гришака асаттене пумӑклӑ черккепе пӗр черкке тултарса пачӗҫ те, ҫур черккине симӗс йӑрӑмлӑ мӑк сухалпа тӑрмакланса тӑракан ҫӑварӗнчен ячӗҫ, ҫуррине — тӑратса тӑракан мундир ҫухавийӗ хушшине силлерӗҫ.

Деду Гришаке налили пузатую рюмку и вылили половину в рот, залохматевший прозеленью бороды, половину за стоячий воротник мундира.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫлатнӑ аркӑ хыҫӗнче, йӑрӑмлӑ кӑвак матрос фуфайки тӑхӑннӑ сарлака, каҫӑрӑлса тӑракан кӑкӑрӗ курӑнса кайрӗ.

Широкая, выпуклая грудь, туго обтянутая полосатой синей матросской фуфайкой, которую он всегда носил, показалась за отворотом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ…

В эту войну они нас пихнули супротив Советской власти, казакам понашили лычки на погоны, понапекли из них скороспелых офицеров, а сами в тылы подались, в штабы, с тонконогими барышнями гулять…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саксем ҫине, кӗтессе купаласа хунӑ георгиевски хӑюсем евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ те хура йӑрӑмлӑ кавӑнсем ҫинче Фрол Рваный, Лапшинов, Гаев, Николай Люшня, Атаманчуков Василий тата батареец Хопров лараҫҫӗ.

На лавках, на сваленных в углу едовых тыквах, расписанных, словно георгиевские ленты, оранжевыми и черными полосами, — сидели Фрол Рваный, Лапшинов, Гаев, Николай Люшня, Атаманчуков Василий и батареец Хопров.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн пекех йӑрӑмлӑ шлагбаумсем хушшипе иртсе кайнӑ чух пурте кӗмсӗртетет, пурте ҫапӑнать, сикет…

Все ерзало и громыхало, проносясь через переезды под покровительством полосатых же шлагбаумов…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Обер-секретарь, саспаллирен саспаллине аран ҫыпӑҫтаркаласа, хыттӑн ҫакна вуласа пачӗ: «Икӗ халат, пӗри миткальрен, тепри йӑрӑмлӑ пурҫӑнран ҫӗлетнӗскерсем, ултӑ тенкӗлӗх».

Обер-секретарь громогласно стал по складам читать следующее: «Два халата, миткалевый и шелковый полосатый, на шесть рублей».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах эпӗ йӑрӑмлӑ кӗпӳ шанчӑклах мар, тесе шутларӑм…

Но я подумала, что полосатая рубаха ненадежная…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Палӑри-палӑрми йӑрӑмлӑ, Египетӑн юр пек шурӑ та кӗренрех яшмине тыттарса ҫавӑрттарнӑ ӑна, уншӑн вӑл хашак вырӑнне шутланнӑ.

Облицовка из египетской яшмы, снежно-белой с розовыми, чуть заметными прожилками, служила ему рамою.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed