Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Патша кермен ҫумӗнчи сат пахчинчен ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерекен ҫурта таврӑннӑ самантра Аман, Эсфирь выртакан вырӑн ҫумнех тӗршӗнсе, ӑна йӑлӑннӑ пулнӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кашни тухмассерен вӑл Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӗлтунӑ, хӑйне Унӑн халӑхӗн ывӑлӗсене ҫӑлмалли ҫул ҫине илсе тухма йӑлӑннӑ.8. И выходя молилась Господу Богу Израилеву, чтоб Он направил путь ее к избавлению сынов Его народа.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ хыҫҫӑн, ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, 2. Иудифь ура ҫине тӑнӑ та, хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине чӗнсе илсе, шӑмат кунӗсемпе уяв кунӗсене ирттерекен пӳрте кӗнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапнӑ, тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 19. эй Тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ! ҫав ҫынсен мӑнаҫлӑхӗ ҫине пӑхсамччӗ, пирӗн йӑх йӑвашлӑхӗпе ҫырлахсамччӗ, Хӑвна халалланнисем ҫине ҫак кун хӗрхенсе пӑхсамччӗ, тенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ вӗсем хӑйсен Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл вара пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫине тӳрленми юхан-суран янӑ; Египет халӑхӗ ҫавӑнпа вӗсене хӑйсем патӗнчен хӑваласа кӑларнӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей вара Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эй Турӑҫӑм, чӗртсем ӑна! тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх ӗнтӗ Моисее тилмӗрсе йӑлӑннӑ; Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ та, вут-ҫулӑм чарӑннӑ.2. И возопил народ к Моисею; и помолился Моисей Господу, и утих огонь.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: ку халӑха манӑн мӗн тӑвас? кӑштахран акӑ мана чулпа персе вӗлерӗҫ, тенӗ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна йывӑҫ кӑтартнӑ, вӑл вара ӑна шыва пӑрахнӑ та — шыв тутлӑланнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ, 11. вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и?
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн? 16. санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Тархасшӑн, пире аннене тавӑрса ан парӑр», — йӑлӑннӑ Настя.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ку тӗлпулу хыҫҫӑн Настя та лӑпланайман, Резида патне кунне темиҫе хут шӑнкӑравласа: «Анне, илсе кай пире кунтан», — тесе йӑлӑннӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №