Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пралук тӑрӑх вӑл тепӗр йывӑҫ патне пычӗ, унта мина юр айӗнче выртать, йывӑҫне каллех ҫавӑн пекех касса хунӑ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Танк йывӑҫсем ҫине вӗҫнӗ пек хӑпарса каять, пралук татӑлать, йывӑҫ турачӗсем хуҫӑлма, вуллисем ҫурӑлма, минӑсем шартлатма пуҫлаҫҫӗ.Танк взлетел на деревья, проволока натянулась, ветви затрещали, стволы лопнули, стали рваться мины.
Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ни йывӑҫсем, ни йывӑҫ тӗмисем — нимӗн те ҫук.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Кӗтесрен кӗтеселле, йывӑҫран йывӑҫ хыҫнелле чупкаласа Гусев позицие тишкерет: уҫӑмлӑ — арсенала тӳп-тӳррӗн тапӑнса, хапхаран ярса илсе хуптӗрлемелле.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Йывӑҫ тӑррине хӑпарса ҫитсенех Буратино юнашар йывӑҫ тӑррине куҫса ларчӗ.Вскарабкавшись на вершину, Буратино раскачался и перепрыгнул на соседнее дерево.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл кӗнеке — «Пиноккио е йывӑҫ пукане курса ҫӳренӗ ӗненме ҫук тӗлӗнмелле мыскарасем» ятлӑччӗ (йывӑҫ пуканене итальянецсен чӗлхипе буратино, теҫҫӗ).
Умсӑмах // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Тусӑм, сӑмахсем вӗсем — йывӑҫ ҫинчи ҫулҫӑсем пек, мӗншӗн ҫулҫи урӑхла мар, ҫавӑн пек пулнине пӗлес тесессӗн, йывӑҫ епле ӳснине пӗлес пулать — вӗренес пулать!
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йывӑҫ хуппи ҫинчи паллӑ мар чӗрне йӗррисем тӑрӑх кукамай мана вакша пурӑнакан хӑвӑлсене кӑтартса паратчӗ, эпӗ йывӑҫ тӑррине улӑхаттӑм та, пӗчӗк кайӑкӑн йӑвине ҫарататтӑм, хӗл каҫма хатӗрленӗ мӑйӑр запасӗсене унтан кӑларса илеттӗм; хӑшпӗр чухне йӑвара вунӑ кӗрепенке таран запас пулатчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Партизансем, хырсем айӗнчи юра чавса, типӗ йывӑҫ хушшисем туртса кӑларчӗҫ те вӗсене сарса ларчӗҫ, йывӑҫ вуллисем ҫумне таянчӗҫ, ним ҫинчен шухӑшламасӑр, ним кӗтмесӗр, пӗр чӗнмесӗр сӑмалаллӑ сывлӑша сывларӗҫ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл тӗллет, ун пичӗ туртӑнать, сылтӑм куҫӗ кӗпҫе тӑрӑх шӑвать, мушкӑна тупать, йывӑҫ хыҫне пӗкӗрӗлсе ларнӑ нимӗҫӗн чӗрине шырать; ҫав нимӗҫ йывӑҫ хыҫӗнчен кӑшт тухать те автоматпа перет.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сергей йывӑҫ айне ларчӗ, ывӑнса супнӑ ӳчӗпе йывӑҫ ҫумне тӗршӗнчӗ те куҫне хупрӗ.Он сел под дерево, прижался к его стволу изнемогшим от усталости телом и зажмурил глаза.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫӗр тӗпӗнчен кӑларакан кӑмрӑкра час-часах ҫулҫӑсен, ӳсентӑран тунисен, йывӑҫ хупписен йӗрӗсене тата ҫавӑн пекех йывӑҫ вуллисене те курма пулать.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тӗм те мана килӗшмерӗ: эпӗ унран йывӑҫ турӑм, йывӑҫран — капан, капантан — пӗлӗт, юлашкинчен вара пӗтӗм хута кӑвак сӑрӑпа варласа пӗтертӗм те ӑна тарӑхнипе ҫурса пӑрахрӑм, тӗлӗрсе илес тесе Вольтер кресли ҫине кайса лартӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл лашине йывӑҫран кӑкарнӑ та, йывӑҫ айӗнче ҫывӑракан ҫынна асӑрхамасӑрах, тӑсӑлса выртнӑ, пӗтӗм тарӑн сӑрт ҫурӑкне янратса харлаттара пуҫланӑ.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Эпӗ, чӑн та, сӗтел ҫине хамӑн кӗнекесене, тетрадьсене, йывӑҫран хамах тунӑ чернил кӗленчине, кукаҫи туса панӑ йывӑҫ ручкӑна кашни ир сӗтел ҫине кӑларса хуратӑп.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӗлле Киев кантӑкран тунӑ пек курӑнать: йывӑҫсен турачӗсем паспа витӗннӗ, анчах хӑш хулара, ӑҫта ҫакӑн чухлӗ йывӑҫ пур-ха?
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Темле асӑрхаса юлмалла мар паллӑсем тӑрӑх, хӑйне ҫав тери ирӗклӗн тыткалани, хӑвӑрт ҫаврӑнкалани тӑрах ҫак ҫын вӑрманта хӑйне хӑй килти пекех туйни, кунта вӑл кашни йывӑҫа, кашни йывӑҫ тӗмине, кашни сукмака пӗлни курӑнса тӑчӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Йывӑҫ тӗмисем патне ҫитес тетпӗр, юханшыв йывӑҫ тӗмисене хӑш еннелле тайӑлтарнине пӗлмелле, — ӑнлантарчӗ Кэукай.— До кустов добираемся, чтобы понять, в какую сторону их пригнуло течением, — пояснил Кэукай.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.