Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йышлӑ студентсене шута илмесен, ӗҫлекен узбексем, кӑркӑссем, туркменсем тата ытти халӑхсем Хусан таврашӗнчи ялсене кӑмӑлланӑ, унта ҫуртсем туянса, тӗпленсе пурӑнаҫҫӗ.
Социологсен тимлӗхӗнчен нимӗн те тухмасть // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-tukhmast
Ну, эпир илтӗмӗр, илмесен намӑс.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мӗн тӑвӑн? ашшӗн чӗри чул мар: саламатне ҫакать те ку, Петруҫа хуллен ҫеҫ пӳртрен ҫавӑтса тухать: «Хӑҫан та пулин хам пӳртӗмре курӑнсан сана, чӳрече умӗнче курӑнсан та, итле, Петро: тупата, хура мӑйӑхна та, ҫӳҫ тӑпкине те тӑпӑлтарса илетӗп, халь вӑл сан хӑлху тавра икӗ хут ҫавӑрса илмелӗх, Терентий Корж пулам мар, ҫавна тӑпӑлтарса илмесен!»
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Музыкӑпа киленессине шута илмесен, йӗркеллӗ хӗрарӑм ҫав ҫынра мӗн те пулин лайӑххине тупать-и вара?
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт пӗтӗм хӑйӗн кӗлеткипе, уйрӑммӑнах хӑйӗн ҫӳллӗ те шурӑ стенисемпе, хӗвел ҫинче ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ тимӗр витнӗ тӑррипе, пысӑк чӳречисемпе тирпейлӗ те лайӑх дача евӗрлӗ курӑнать; ун патӗнчен ҫеҫенхирелле ҫутӑ пралук ҫакса янӑ юпасем каймасан, чӳрече кантӑкӗсем майӗпен чӗтре-чӗтре илмесен, унӑн урати ҫумӗнче палкаса кӑпӑкланакан шыв пӗрӗхсе тӑмасть пулсан, ӑшӗнче ир те, каҫ та пысӑк вӑй-хӑватлӑ турбина ҫаврӑнса тӑрать тесе ниепле те калас ҫук.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Тӗрӗссипе, хӑвӑн сӑмахусемпех каласан, тахҫанах сана тӑн кӗртмелле, эсӗ хӑвна хӑвах алла илмесен, ҫакна тӑвасах пулать пулӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мана отряда илмесен, хам пыратӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ку ҫула шута илмесен.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ытти ҫӗртен килнӗ хыпарсем питех савӑнмалла пулмарӗҫ: Средне-гора халӑхне шута илмесен, урӑх ҫӗрте пӑлхава никам та ҫӗкленменччӗ-ха.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнпа Силистрӑра та, ун таврашӗнчи ялсенче те Бяла Черкваран пынӑ ҫынсем пайтах пурӑнаҫҫӗ; ҫак ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсене «цивилизаци пионерӗсем» теҫҫӗ, вӗсем, чӑн та, ытти енӗсене шута илмесен, Силистра таврашне вунӑ пуп кӳчӗҫ, ҫирӗм икӗ учитель пачӗҫ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫаксене шута илмесен те, тен, тата шӑпах ҫаксене шута илнипе те пулӗ, Юрдан чорбаджи ӑна хисеплет, вӑл Стефчова ырӑ кӑмӑлтан йышӑннине пытарса та тӑмасть.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Астӑвӑр, ҫын хӑйне никам та кансӗрлемен чухне ҫеҫ тӗрӗс шут тытма пултарать, тарӑхтарман чухне ҫеҫ ҫын хирӗҫмест, ҫӗткеленмест; хӑйӗн фантазийӗсене ыттисем туртса илмесен ҫеҫ, вӗсем лайӑххипе лайӑх маррине курма-пӗлме парсан ҫеҫ хисеплет.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр ӗҫ тенӗ пек ҫеҫ: гувернантка пуласси; тен тата, вӗсене арҫынсем тӑпӑлтарса илмесен, мӗнле те пулин уроксем парасси.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр-ик хутчен хирӗҫ ответ илмесен, Кирсановсем ҫакна ӑнланчӗҫ те хӑйсем те ҫырма пӑрахрӗҫ.Оставшись раза два-три без ответа, Кирсановы поняли это и перестали писать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кондрат пеккисене партие илмесен, апла унта Ҫӑрттан мучие ҫырӑр!— Ежели таких, как Кондрат, не принимать в партию, тогда пишите в нее дедушку Щукаря!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ывӑннӑ ватӑ лаша пек пуҫне усса, ним хускалмасӑр тӑрать, хӑй шухӑшлать: «Пӗрчӗ пулса ҫитнӗ вӑхӑтра «калмӑк» вӗрмесен, тулла хӑр ҫил пӗрсе илмесен, тулӑх пулать колхозӑн тырӑ, мур ҫиесшӗ пуҫне!
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл Маша иккӗленсе тӑнине асӑрхарӗ, пачах ҫиленсе кайрӗ: — Илмесен, акӑ хам кайса парап!..И, заметив, что Маша все еще колеблется, совсем рассердился: — Не желаешь, сам передам!..
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Аса илмесен кун пек ҫеҫ мар, кунтан пин хут ытларах ыратӗ, — хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек каларӗ преступник.— Будет больнее в тысячу раз, — прошептал ей в ухо преступник. — Вспоминай.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Илмесен, ан илӗр…
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Самолет хӑйне кура йӗркелех курӑнатчӗ-ха, ҫав ҫӗр е икҫӗр тӗлтен шӑтнине шута илмесен, маншӑн вӗт тимӗр купи пек курӑнакан самолет ҫине ларма тӳрӗ килнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951