Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Потапов пек шӗвӗрӗн сӑввисене вулама эп кичем те вӑйсӑр прозаик мар, чӑн-чӑн поэт, — сисмен ҫӗртен тенӗ пек Таранова чӗпӗтсе илчӗ Мерчен Мишши.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫав куҫҫульсенчен пӗрин ҫине те ҫын йӗрӗнсе пӑхмасть, хӑравҫӑ тата чунӗпе йӑшса ларнӑ вӑйсӑр ҫын йӗни кӑна пире киревсӗр туйӑнать…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Анаталла, кустӑрмисене хыттӑн шапӑлтаттарса, пӗр Кивӗ пӑрахут иртрӗ, ҫыран хӗррине вӑйсӑр хумсем шуса килчӗҫ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Халь ӗнтӗ вӑл вӑйсӑр мар, Шупашкарти воеводӑран хӑрамасть…
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Пур пеккисем те качакаран вӑйсӑр.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Эс вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннине тахҫанах пӗлетӗп, анчах сулахай куҫу, вӑйсӑр куҫу ҫинчен пӗрремӗш хут илтетӗп, — аванмарланчӗ Герасим Федотович.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Эпӗ акӑ чӑн-чӑн юратӑва хисеплеме пӗлмерӗм те ҫӗр ҫине ҫӳллӗ тӳперен пӗр-пӗччен татӑлса антӑм, пӗрреллӗ хисепри вӑйсӑр ҫын пулса тӑтӑм.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Шухӑша кайнӑ вӑйсӑр ҫынран тӑруках тем те тума пултаракан чун-хаваллӑ ҫарпуҫӗ пулса тӑчӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу хӑй вӑйсӑр маррине кӑтартма пултарчӗ: вӑл чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ пулса тӑчӗ.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик шӑпланчӗ, пурин ҫине те вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ…
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуп ӑна паян яланхи пек мар, мӗскӗн, вӑйсӑр туйӑнса кайрӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Карчӑк ун ҫине тӗлӗннӗн вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса илчӗ те васкаса калаҫма тытӑнчӗ:
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн хӑйӗн шухӑшӗ, вӑл хӑйне халӗ ҫав тери вӑйсӑр, ҫав тери мӗскӗнӗн туйрӗ.
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Воевотӑ вӑйсӑр мар, Вӑл нимӗн те пӗлми мар: Ун таҫта та куҫӗ пур, Улталанма майӗ ҫук.
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
- Эпир кашни муниципалитет ӗҫне-хӗлне инвентаризаци туни, вӗсен лайӑх е вӑйсӑр енӗсене, малашлӑхӗсене палӑртни те ырӑ результатсем парать, хӑрушлӑхсене сирме пулӑшать».
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Эпӗ ӑна: «Эсир тырӑ ӑсатӑр, эпир унтан ҫӑнӑх тӑвӑпӑр та вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывсене ӑсатӑпӑр», - терӗм.
Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137
«Путин тырра Африка ҫӗршывӗсене мар, Европӑна тӑратнине кӑтартса панӑ. «Атьӑр Африкӑн вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывӗсене тырӑ ярар», - тенӗ вӑл.
Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137
— Лена, эсӗ-и ку? — илтӗнчӗ кинемейӗн вӑйсӑр сасси.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Йӗппе шӑтарса, ӗмсе илтӗм, — илтӗнет унӑн вӑйсӑр сасси.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.