Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен эпӗ алла татӑклӑнах султӑм та вилесем патӗнчен халех пӑрӑнма хушрӑм, вӑл вара, мана итлесе, ҫав самантрах аяккалла пӑрӑнчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хӑйсене ҫӗр йышӑнман вилесем ҫеҫ ҫӗрле ҫӳреҫҫӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вил тӑпри ҫинчи мӗлкесем пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑна-курӑна каяҫҫӗ, тӗттӗме пула вӗсем е хытса тӑран чӗрӗ ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ, е тупӑксенчен пилӗк таран туха-туха тӑнӑ вилесем пек курӑнаҫҫӗ.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пысӑккӑн яра-яра пусса, анчах васкамасӑр, вӑл пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗрех, авалтанпах вилесем ҫеҫ вырнаҫнӑ тепӗр Шырланпуҫ патнелле утрӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр сӑмахпа каласан, унта виҫӗ талӑк хушши масарти вилесем патӗнче хӑнара пулнӑ пек пурӑнтӑм эпӗ, хампа хам калаҫма пуҫларӑм.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ҫук — тет, — вилесем ҫине пӑхма пултараймастӑп, уйрӑмах вӗлернисем ҫине.«Нет, говорит, терпеть не могу мертвых глядеть, а особливо убиенных.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем вилесем мар-и вара?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, ҫав ҫынсемпе обществӑн членӗсем, пурте вилесем, манран та ытларах ҫывӑракансем!Все это мертвецы, спящие люди, хуже меня, эти члены света и общества!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каярахпа Илья Ильич тӗнче — ӑнланмалла япала иккенне, вилесем шӑтӑксенчен тухманнине, улӑпсем курӑнсанах вӗсене балагансене хупса хунине, вӑрӑ-хурахсене тӗрмене лартнине хӑех курать; анчах усал мӗлкесене ӗненни пӗтсен те, шиклӗх юлашкийӗ, ӑнланса илмелле мар кичемлӗх, чӗрере юлатех.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тем пысӑкӑш хир, уйӑх (кӑна Павлуша ӳкерӗ!), ванчӑк оружисен кӳмеркки, сиктерсе янӑ лафетсем, пуҫтарман вилесем, ӳкнӗ лашасем, ҫӑхансем.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унта, ӗнерхи вилесем ҫакӑнса тӑракан юпасем патӗнче, Пугачев ҫар халӑхӗ йӗркеленсе тӑнӑ.Там строились уже толпы пугачевские около виселицы, где все еще висели вчерашние жертвы.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Адриан вара хӑй те вилесем кӑшкӑрашнипе, вӗсем хӗстерсе пынипе лӗпсӗрех кайнӑ, отставкӑра пурӑннӑ гварди сержанчӗн шӑмми ҫине йӑванса кайнӑ, тӑнӗ пӗтнипе нимӗн пӗлми пулса выртнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вилесем, ӳпкелешсе, мӑкӑртатма тапратнӑ; пурте хӑйсен юлташӗ хутне кӗнӗ, Адриана вӑрҫма, юнама тытӑннӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ыттисем пурте типтерлӗ тумланнӑ пулнӑ: хӗрарӑмсем чепецсемпе, хӑюсемпе, чинлӑ вилесем мундирсемпе, анчах та сухалӗсене хырман; хуҫасем праҫниксенче тӑхӑнакан сӑхмансемпе.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Адриан хӑй патне пухӑннӑ вилесем хушшинче хӑй шараҫланса пытарнӑ ҫынсене, тата халь ҫеҫ хӑйпе пӗрле кӗнӗ хӑна — чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пытарнӑ бригадир иккенне уҫҫӑнах палласа илнӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тен, ӑна та, вилесем хушшинче ҫаврӑнса ҫӳрекенскере асӑрхарӗҫ те пулӗ, ӑҫтан та пулин — чӑрӑш тӑрринчен-и е йывӑҫ тӗмӗсемпе юр кӗрчӗсем хыҫӗнчен, — ӑна партизансен разведчикӗ сӑнать пуль, тен.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шӑрӑха пула вилесем пӑсӑлнипе тупӑксенчен юхать иккен.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юр ҫинче, ещӗксем ҫинче е вилесем синче ҫывӑраттӑмӑр…
Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28
17. Ҫавӑн чухне сасартӑк вӗсен тӗлӗкри ӗмӗчӗсене шуйхатса пӑрахнӑ, вӗсем кӗтмен ҫӗртен хӑрушла сехӗрленсе ӳкнӗ; 18. пӗри — унта, тепӗри кунта вилсе выртакансем, ҫурма вилесем, хӑйсем мӗншӗн вилнине пӗлтерсе хӑварнӑ: 19. хӑйсем мӗншӗн инкек тӳснине пӗлмесӗр ан вилччӗр тесе хӑйсене шуйхатса пӑрахнӑ тӗлӗкӗсем вӗсене ҫакна малтанах кӑтартнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑна итлекенӗ хӑйне вилесем патне чӗннине, унччен чӗннӗ хӑнисем тамӑк тӗпне кайнине пӗлмест те.18. И он не знает, что мертвецы там, и что в глубине преисподней зазванные ею.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.