Шырав
Шырав ĕçĕ:
Стенасемпе мачча ҫинче тӗксӗм шурӑ, симӗс, шурӑ хӗрлӗ, ылтӑн, асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗс хумӗсем выля-выля шӑранаҫҫӗ, витӗр курӑнакан драпировка евӗр юнтармӑш арабескӑсене куҫса вуҫех ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Сире ун пирки калани суккӑра асамат кӗперӗ ҫинчен ӑнлантарниех.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Унӑн куҫӗсен тӗсӗ улшӑнсах тӑрать, ҫав тӗссем кунӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнчи вӑрман кӳллисене аса илтереҫҫӗ: пӗрре тӗксӗмленеҫҫӗ, тепре хӗмленеҫҫӗ те — асамат кӗперӗн мӗн пур тӗсӗпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Кӑвайт ҫулӑмӗ асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн явӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Дрэпшӑн вӑл тимлӗ пултарулӑх тӗтрипе — хальлӗхе — хупланнӑ асамат кӗперӗ евӗрлӗ; е тата — вӑл ӑна тӗпсӗр ҫырансене ҫыхӑнтаракан ылтӑн вӑчӑра сӑнарӗнче курать; кунсӑр пуҫне вӑл ӑна чӑнлӑх акакан ҫавра ҫилпе аҫа-ҫиҫӗмле кӑларса тӑратать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Изумрудсен симӗс куҫӗсем ҫӳлтен куса-куса анчӗҫ те асамат кӗперӗ тӗслӗ, юр пек шурӑ йӑлтӑртатура путрӗҫ; ытларахӑшӗ — алмаз.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шуйттан асламӑшӗпе тупа тӑватӑп, паллах, унӑн вӑл пур тӑк, — карҫинккаран пысӑкрах рак хуранӗсене хам куртӑм, вӗсем асамат кӗперӗ пек чӑп-чӑпар.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Вӗсен тӑррисен тӗлӗнче шыв сиккисен асамат кӗперӗн тусанӗ йӑсӑрланать: тарӑн кӗвӗ-ҫемӗн пӗр евӗрлӗхӗнче эрешмен карти пек ҫип-ҫинҫе юхӑмсем аялалла ӳкеҫҫӗ те сывлӑшра хытса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Унӑн куҫӗ умӗнче вутлӑ ҫумӑр пек хӗлхем тӑкӑннӑ, асамат кӗперӗ ялкӑшса хыпнӑ, темӗнле ҫӑра ҫу пек ӑшӑ хумсем ӑна ҫӗклесе ҫӳлтен ҫӳле, хӑвӑртран хӑвӑрт илсе кайнӑ…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Асамат кӗперӗ пек вӗсем.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ун тӗлӗнче пӗчӗк асамат кӗперӗ курӑнса тӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Паҫӑр ҫыран хӗрринчен курнӑ асамат кӗперӗ те сӳнсе ларнӑ.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Шӑтӑкра пулӑсем йӑлкӑшса, асамат кӗперӗ пек ҫуталаҫҫӗ, ҫавӑнпа та халех чупса ҫитсе, ҫав йӑлтӑртатакан чӗрӗ япаласене алӑпа тытса пӑхас килет, куҫ улталаманнине ӗненес килет.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Кам пӗлет, тен, турӑ ҫак асамат кӗперне пире рая кӗртсе кайма ҫакса янӑ?Что, если бог есть и повесил радугу, чтобы мы с прошли в рай.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӗчӗк чухне эпӗ, пӗлӗт ҫинче турӑ пур тесе шутланӑ вӑхӑтра, асамат кӗперӗ вӑл — рай хапхи, ун витӗр таса чунлӑ ҫынсене ҫеҫ рая кӗртеҫҫӗ, тесе шутланӑччӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Инҫетре пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑнакан ҫӗрте, темӗн пысӑкӑш ҫур ункӑ пек асамат кӗперӗ курӑнчӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Акӑ таҫта-таҫта, аякра-аякра, инҫетре, Сатурн тупӑнчӗ, — асамат кӗперӗ тӗслӗ ункӑсемпе вылять, ӑна спутникӗсем ҫавӑрса кӑшӑлланӑ.И вот, в огромной дали был найден Сатурн, переливающийся радужными кольцами, окружённый спутниками.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫаран ҫине сарӑ кайӑксем вӗҫсе анчӗҫ те ҫунаттисене антарса шывӑн асамат кӗперӗллӗ сирпӗнчӗкӗсен айӗнче ҫатӑлтатаҫҫӗ, аякра симӗс тӑрна-тунсӑхҫӑ вӑрӑм урисемпе тӗнкӗлтеттерсе кумса ҫӳрет.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Шыв тусанӗ, вырӑнтан вырӑна куҫаракан пӑрӑхсен айккинчи шӑтӑксенчен тапса сирпӗнекенскер, асамат кӗперӗпе ҫиҫсе вылякан кӑтра ҫерем ҫийӗн вылять.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.