Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Палламан арҫын-кӑмпаҫӑ унӑн шалти «эпӗ» тенине пуҫ таймасӑр авса-куклетсе иртсе кайсан, кӑмӑлӗпе лӗкленнӗ (хаяр сӑмах нухайккӑран та хытӑ ҫапать теҫҫӗ) Пурис кӑрлаттарса ӗҫлесе ларакан машини еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫӳҫне-пуҫне хыҫалалла ласт! сулса илсе, йӑлхар пылчӑк ҫӑра-ҫӑра, хыҫалти кустӑрмисем патне пычӗ, кукленсе ларчӗ, апла та капла пӑхрӗ, сӑнарӗ, тӗпчерӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, нимӗн тӑвайман енне каллех вӑрманалла хатӑррӑн танкӑшрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑмпаҫӑ инҫетелле тимлесерех пӑхрӗ, ӑна тӗсесерех сӑнарӗ: тӑхлан тӗслӗрех пӗлӗте аялтан, ҫӗр ҫинчен, тӗксӗлми, вут куҫӗ пек мӗкӗлтетекен, чӗлтӗртетекен сарӑ-хӗрлӗ-симӗс ҫутӑ ҫапнӑ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Олегӑн ҫутӑ сӑнарӗ те ӗмӗрлӗхех пирӗн чӗресенче упранӗ.
Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast
Тӗлӗкре те курчӗ ӑна Сима, кайран ерипен-ерипен кӑвак куҫлӑ та кӑтра ҫӳҫлӗ каччӑ сӑнарӗ тӗтре ӑшне кӗрсе ҫухалчӗ, асран тухрӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Каччӑ, пӗчӗк ача пек савӑнса кайнӑскер, пӗр чечек патӗнчен теприн патне чупрӗ, вӗсен ешерекен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татма хӑяймасӑр, пӗшкӗне-пӗшкӗне сӑнарӗ, таврана сарӑлакан ырӑ шӑршипе киленчӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, Марине хӑйӗн ӗҫне ытараймасӑр сӑнарӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
— Акӑ вӑл фашизмӑн чӑн-чӑн сӑнарӗ! — кӑшкӑрса каларӗ залра ларакансенчен тахӑшӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та унӑн куҫӗ умӗнчен Анишора сӑнарӗ каймасть, пӗрехмай ун хыҫӗнчен йӗрлет темелле.Образ Анишоры преследует его и после того, как они расстаются.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тепӗр урамалла пурӑннӑ чухне Анишора каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑйсем хыҫӗнчен урам айккисемпе кам та пулин килнипе килменнине тимлӗн сӑнарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӗҫ йӗркеллех шунине курчӗ пулин те, вӑл вӗренекенсене, пурпӗрех, мӗн те пулин шӑршласа тупас тенӗ пек, сиввӗн сӑнарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унтан вӑл йӗри-тавра сӑнарӗ те мастерскойсен айккипе иртекен сукмак тӑрӑх шкул ҫурчӗ еннелле утрӗ.Затем огляделся и по боковой дорожке зашагал к зданию школы.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унӑн пит-куҫӗнче тутар сӑнарӗ те, ҫармӑс сӑнарӗ те пур.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кирук, хӑй ӗмӗрӗнче кӗнеке ҫыракана курманскер, икӗ хӳхӗм ҫамрӑка тӗлӗнсе те юратса, ӗмӗр манмасла ас туса юлмалӑх тӗсесе сӑнарӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Макар малта стена ҫинче ылтӑн рамӑра ҫакӑнса тӑракан пысӑк портрет ҫине пӑхса илчӗ (вӑл ӑна хӑй студент чухне, Натюша ӑсран кайса юратнӑ чухне, диплом хӳтӗлеме ӳкернӗччӗ), унтан арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑна пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити художник куҫӗпе, савни куҫӗпе сӑнарӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Шаликов Богуцкаяна тинкерсе сӑнарӗ (цехра ӑна пурте «Мускав хӗрӗ, москвичка», тесе чӗнеҫҫӗ).
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӗсен чӗрисенчен ӗҫчен те сӑпайлӑ хуралҫӑн сӑнарӗ тухма пӗлмерӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӗсен ҫемйин сӑнарӗ ӗмӗрлӗхех куҫ умӗнчен каяс ҫук.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Унӑн сӑнарӗ яланах пирӗн чӗрере юлӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.