Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗтӗмӗшпех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Эпӗ — пӗтӗмӗшпех кунта! — ҫуйӑхса каланӑ Ежов, урай варринче аллисемпе кӑкӑрне ҫапса тӑрса.

Я — весь тут! — воскликнул Ежов, остановившись среди комнаты и ударяя себя в грудь руками.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Анчах, хӑвна ху пурнӑҫ валли пӗтӗмӗшпех сыхлас тесен, калама ҫук пысӑк вӑй-хӑват кирлӗ!

— Но чтоб сохранить себя цельным для жизни — нужны огромные силы!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп Фома вӗсене — хаклисене те, йӳннисене те, илемлисене те, усаллисене те — нумаййӑн туяннӑ, вӗсене темӗн чул укҫа панӑ, кашни эрнере тенӗ пекех вӗсене ҫӗнӗрен ҫӗнӗ улӑштарса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпех илсен, ҫав хӗрарӑмсем ҫине арҫынсем ҫине пӑхнинчен лайӑхрах пӑхнӑ.

Физически здоровый, Фома покупал их, дорогих и дешевых, красивых и дурных, дарил им большие деньги, менял их чуть не каждую неделю и в общем — относился к ним лучше, чем к мужчинам.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗтӗмӗшпех юхӑнтаратӑп!

Всё спущу!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Илӗр эсир хӑвӑра — пӗтӗмӗшпех… хӑямата кайтӑр!

Вы возьмите всё это… к чёрту все!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

 — Илӗр те пӗтӗмӗшпех — шабаш!

Возьмите все и — шабаш!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах халь, ҫак сӑмахсене хреснашшӗне каласан, вӑл сасартӑк ҫакна ӑнланса илнӗ: хреснашшӗ унӑн пурлӑхне илсен, вӑл пӗтӗмӗшпех ирӗклӗ ҫын пулса тӑрӗччӗ, ӑҫта каяс килет — ҫавӑнта кайӗччӗ, мӗн тӑвас килет — ҫавна тӑвӗччӗ…

Но теперь, сказав крестному эти слова, он вдруг понял, что если б крестный взял у него имущество, — он стал бы совершенно свободным человеком, мог бы идти куда хочется, делать что угодно…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Е эсир мана пӗтӗмӗшпех ирӗк парӑр, е манӑн ӗҫе хӑвӑр алла илӗр — пӗтӗмӗшпех илӗр!

Или вы дайте мне полную волю, или всё мое дело берите в свои руки, — всё берите!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мухтавлӑ ӗҫ, улпутӑм! — пӗтӗмӗшпех ялтӑраса кайса каланӑ Яков Тарасович.

— Похвально, сударь мой! — весь просияв, сказал Яков Тарасович.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ пӗтӗмӗшпех… ӳкмен вӗт-ха, леш, урам тӑрӑх ҫӳрекеннисен йышши мар…

Я ведь еще не совсем… низкая, не такая, что по улицам ходят…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунта пӗтӗмӗшпех мар-ха!..

Тут — не всё еще!..

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн сӑмахӗ Фомана пӗтӗмӗшпех ҫапса амантнӑ; вӑл мужиксем хӑйне айван та кулӑшла ҫын вырӑнне хунине туйнӑ.

Его речь окончательно пришибла Фому: он чувствовал, что мужики считают его глупым и смешным.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Каялла кӗрсе алӑка тӗплӗ хупрӗ, унтан, Чжао ҫумне ларса, ӗнер хӑйне Ли Чжэнь-цзян арӑмӗ мӗн пӗлтернине пӗтӗмӗшпех каласа пачӗ.

Вернулась, плотно закрыла за собой дверь, подсела к вдове Чжао и вполголоса передала все, о чем говорила вчера жена Ли Чжэнь-цзяна.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗмӗшпех валеҫме шутлатӑр пулсан, пирӗн ҫуртсене те хӑвӑртрах туртса илӗр, — терӗҫ вӗсем.

Раз задумали все делить, так скорее забирайте наши дома, — говорили они.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ачасем Ли Чжэнь-цзяна ҫаплах помещиксемпе ҫыхӑну тытнине, хресченсем мӗн калаҫнине пӗтӗмӗшпех Ли Гуй-юна каласа тӑнине пӗлчӗҫ.

Ребята установили, что Ли Чжэнь-цзян по-прежнему поддерживает связь с помещиками, подсматривает за крестьянами, подслушивает их речи и обо всем доносит своему племяннику Ли Гуй-юну.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бригада начальникӗ Хырса Пухакан Тан пурлӑхӗ пӗтӗмӗшпех Юаньмаотунь ялӗнчи хресченсене тивӗҫ тенӗ.

Начальник бригады сообщил: конфискованное имущество помещика Тана Загребалы принадлежит крестьянам деревни Юаньмаотунь.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещиксен япалисене пӗтӗмӗшпех илнӗ, хӗҫпӑшалӗсене туптарасси ҫеҫ юлнӑ.

Имущество у помещиков конфисковано, и остается найти только оружие.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Япалисем те пӗтӗмӗшпех унӑн пулнӑ, — хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Ду.

Вещи тоже ему принадлежали, — настаивал Ду.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав маузера ман ывӑл пытарнӑ тени — пӗтӗмӗшпех суя.

Но то, что этот маузер был спрятан моим сыном, — сплошная ложь.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сан килӗнте мӗн пурри мана пӗтӗмӗшпех паллӑ.

И что у тебя есть — мне все известно.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed