Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускаври (тĕпĕ: Мускав) more information about the word form can be found here.
Пирӗн студире вӗренекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсем ӗҫлекен ҫӗрте художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсене ертсе пыраҫҫӗ; театрти профессиллӗ хорта ӗҫлекенсенчен ҫурри ытла — хамӑр студирен вӗренсе тухнӑскерсем; кӑҫал Чӑваш АССР культура министерстви, театрпа пӗрле, вунӑ ҫамрӑка Мускаври театр искусствисен А. В. Луначарский ячӗпе хисепленекен государство институтне юрлама вӗренме ячӗ.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗлтӗр Мускаври «Советский писатель» издательствӑра унӑн вырасла «На новой Волге» ятлӑ сӑвӑсен сборникӗ тухрӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Госпитальте выртса сывалса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Мускаври ҫар инженерӗсен училищине яраҫҫӗ, 1942 ҫулта — вӗренсе пӗтерсен — каллех фронта каять те вара мӗн вӑрҫӑ пӗтичченех стройри командир пулса инженернӑй-сапернӑй чаҫсенче ҫапӑҫать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Мускаври «Халӑх фрончӗн» хастарӗсем Шупашкара килнӗ.

Активисты Народного фронта из Москвы приехали в Чебоксары.

Мускаври хастарсем Шупашкара тӗрӗслевпе килнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34860.html

Анчах унпа унччен туслӑ пулнӑ Шупашкар воеводи халь ӗнтӗ Шуртансене майлӑ, вӑл хӑйӗн Мускаври тусӗсене Урхана нӳрӗ те сивӗ нӳхрепе хупса хума ыйтать.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Поэми малтанхи хут «Сунтал» журналта 1927 ҫулта пичетленнӗ пулас, 1930 ҫулта Мускаври СССР-ти халӑхсен тӗп издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курнӑ.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Мускаври пӗр-пӗр института кӗмелле мар-ши?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем ӑна Мускаври клиникӑра ҫичӗ уйӑх хушши вырттарнӑ хыҫҫӑн авиацире урӑх ӗҫлеймест тесе йышӑнчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫанталӑк ӑшӑтать тесе Мускаври радио ӗнерех пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗлтӗр «Акатуй» уявне Мускаври Наци ҫурчӗн территорийӗнче йӗркелесе ирттернӗ.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Хор Мускаври Кремль сцени ҫинче юрланӑ, ӑна «халӑх» ят панинче те ун тӳпи пысӑк.

Help to translate

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Вӑл - «Мускаври ҫӗнтерӳҫӗсен маршӗ» стройпа юрӑ смотрӗн ҫӗнтерӳҫи.

Help to translate

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.

Кроме того, на праздник также прибыли активисты чуваши из Москвы.

Улатимӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34570.html

Эпӗ Мускаври ҫамрӑк рабочисем чӗнсе каланине чунпа та чӗремпе йышӑнатӑп:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мускаври пуҫлӑхсем те пирӗнтен самаях сӑптӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вунсаккӑрти хӗр Мускаври куҫса ҫӳрекен зооцирк администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Хусанти Чӑваш педтехникумӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн театр-студийӗнче, Мускаври Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗнче, Ленинградри музыка училищинче вӗреннӗ.

Училась в Чувашском педтехникуме Казани, театре-студии Чувашского академического драматического театра, в Центральном техникуме театрального искусства в Москве, Ленинградском музыкальном училище.

«Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34457.html

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мускаври энергетика институчӗн Шупашкарти филиалне вӗренме кӗнӗ.

После окончания школы она поступила в Чебоксарский филиал Московского энергетического института.

Туканашра ҫуралнӑ хӗрарӑм-инженер 80 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34350.html

Мускаври металлургсемпе Бакури нефтяниксем, Ҫурҫӗрти пулӑҫсемпе Ҫӗпӗрти йывӑҫ хатӗрлекенсем, Украинӑри хресченсемпе Севастополь крепоҫӗнчи хӗрлӗармеецсем совет влаҫне чун-чӗререн юратни ҫинчен, парти ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-хала парса ӗҫлеме пулни ҫинчен ҫыра-ҫыра пӗлтернӗ.

Help to translate

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Алӑри аллӑ пус та Мускаври мултан хаклӑрах, — тавӑрчӗ упӑшки.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed