Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем the word is in our database.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) more information about the word form can be found here.
Лешсем хӑйсем пултарнӑ таран турӗҫ: сылтӑмалла ярса пусаҫҫӗ, унтан суллахаялла.

Те сделали, что смогли: шаг направо, шаг налево.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Апла та, капла та каласа пӑхнӑ вӑл — пухури ҫынсене ҫӗнтереймен, лешсем пурте пекех ӑна председателе лартассишӗн кастарнӑ:

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешсем, Карук Михалипе Ҫитӑр Татюкӗ, ӑнсӑртран кӑна ҫунса кайнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫитменнине, унта вӑл хӑйӗн чи ҫывӑх юлташӗсене чиксе тултарчӗ, лешсем вара ӑна ҫӑварӗнчен кӑна пӑхса лараҫҫӗ, вӑл мӗн калать — тӳрех кӗшӗл! алӑ ҫӗклеҫҫӗ, пӗр харӑс ур-ра кӑшкӑрма та хатӗр.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уроксем хыҫҫӑн Ксюша Машӑпа килелле утрӗ (лешсем ҫурла уйӑхӗнче кӳршӗри подъездри хваттере куҫнӑччӗ).

После уроков Ксюша пошла домой с Машей (они в августе переехали в соседний подъезд).

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Лешсем пуканисене пӗр-пӗрин ятне пачӗҫ.

Сестры назвали их именами друг друга.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

— И-и, — терӗҫ лешсем, ӑна хупӑрласа илсе, — кама тупӑн-ха кунта эсӗ унтан лайӑх ҫын!

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хӗрарӑм икӗ йӗкӗте те манран уйӑрса ячӗ, лешсем ӑна хирӗҫ ним тума та пултараймарӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Студент!?. — харӑсах каласа ячӗҫ лешсем.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Вӑхӑчӗ халь урӑхларах, хӑюллӑ пулмалла тесе сӑмах ҫаптарнипе лӑпланса ларас мар, чӑннипех хӑюллӑ пулас», — терӗҫ лешсем.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Лешсем вилеймен — антӑхса кайиччен хайхискерсене пӗрисем чиперех туртса кӑларнӑ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Лешсем хӑйсем те ӑна хисеплеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Анчах лешсем те ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ, урса кайсах хирӗҫ тӑчӗҫ, чакасси пирки шухӑшламарӗҫ те.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешсем ӑна йӗрти-тавра ҫавӑрса илчӗҫ, хӑйсен учӗсемпе ун утне Атӑл еннелле хӗстере пуҫларӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ӳкесрен хӑраса, хӑйсене ҫав тери хытӑ ҫыхса хураҫҫӗ те кайран, халтан кайнипе, кантӑрине салтма е касса татма та вӑй тупаймаҫҫӗ, тет…

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем шӑпланчӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем ун ҫине ӗненмесӗр пӑхрӗҫ:

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем ӑна ҫав тери хытӑ асаплантарнӑ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ҫакӑнпа усӑ курса, пӑшалӗсемпе переҫҫӗ те переҫҫӗ, пӑлхавҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed