Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кутӑн the word is in our database.
Кутӑн (тĕпĕ: кутӑн) more information about the word form can be found here.
Пуҫра пӗр шухӑш сӑхӑ, кутӑн; Барон ӑсра хушать: «Вӗҫерн!»

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аттем ман пулнӑ питӗ кутӑн, Аннем юлман унтан пӗр утӑм — Асап эп курнӑ ҫитӗнсен: Пӗлмен эп, мансӑрах вӗсем Качча пама сӑмах хытарнӑ, Анчах та вӑхӑтне пытарнӑ.

Help to translate

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Килте ашшӗ хушнине яланах итлекенскер, чӑнахах ҫапла кутӑн ҫын пулса ӳсет-и?

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кутӑн ҫыннӑн хӑлхи витӗр мар, теҫҫӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту, сую тухсан кутӑн ҫакатӑп вара.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ай кутӑн та Юмансар ҫыннисем! — терӗ Урасмет шӑлӗсене шатӑртаттарса.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Акӑ ӗҫ ту ӗнтӗ ҫакӑн пек кутӑн мӑрсасемпе! — хӑй тӗлӗннине пӗлтерсе ик аллипе те хӑлаҫланчӗ вӑл.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Харпӑр пурнӑҫра савӑк пулӑмсем пулӗҫ, вӗсем пӗр самантра ӗҫри пулӑмсене те кутӑн ҫавӑрса хурӗҫ.

В эту неделю октября ожидаются яркие события в личной жизни, которые в один миг перевернут с ног на голову и дела служебные.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сана пӗркун пире пӑтӑрмах кӑтартнӑшӑн шӑп та шай Чалӑм тӗлне кутӑн ҫакса хӑваратпӑр!

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тутарсем пекех кутӑн эсӗ! — ал сулчӗ Черемисинов.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ху каларӑш, аптранӑ кӑвакал пек кутӑн чӑматна?

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кӑвакал ав аптранипе кутӑн чӑмнӑ тет.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тахҫанах пӗр-пӗр йывӑҫран кутӑн ҫакмалла пулнӑ!

Help to translate

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Танук-нойон ытлашши хирӗҫес мар тесе кутӑн чакса ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайрӗ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑрӑм хӗҫне пӑрахса кутӑн чакрӗ.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл сас кӑлармас тесе шӑппӑн кутӑн чака-чака ку вырӑнтан тарчӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тутар кутӑн чакрӗ те шыва ҫырантан месерле ӳкрӗ.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар кутӑн чакса кӑвайт патне ҫитрӗ.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ыранах, чиркӗве кайса, кутӑн ҫурта лартатӑп..

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӑпатана кутӑн сыракан пуличчен пурӑнатпӑр, каларӗ тесе калӑн…

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed