Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑр кайса пӑхӑр-ха, унта ляхсем кӑна аллӑ пин, тата, мӗн пытарса тӑмалли пур, пирӗннисем хушшинче те йытӑсем пулман мар, вӗсем лешсен тӗнне йышӑннӑ».
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем хушшинчен пӗр аллӑ ҫулхи лутрарах кӑна сарлака хулпуҫиллӗ козак ыттисенчен уйӑрӑлса маларах тухса тӑчӗ.Из среды их отделился и стал впереди приземистый, плечистый козак, человек лет пятидесяти.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кӑна эпӗ бусурмансемпе вӑрҫӑ пуҫлас тесе каламастӑп: эпир султана мирлӗ пурӑнма сӑмах панӑ, вӑрҫӑ пуҫласан пире ҫав тери пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр законӑмӑр тӑрӑх тупа тунӑ.»
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Турӑ сыхлатӑрах, кӑна эпӗ ахаль ҫеҫ калатӑп.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Пансем, анчах эсир эпӗ кӑна мире пӑсас шутпа калать тесе ан шутлӑр.— Не думайте, панове, чтобы я, впрочем, говорил это для того, чтобы нарушить мир: сохрани бог!
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗтӗм халӑх кӑна ырласа кӑшкӑрашма тытӑннӑ, вара козаксем кӑшкӑрнипе пӗтӗм хир каллех чылайччен янӑраса тӑнӑ.Ободрительный крик раздался по всей толпе, и вновь далеко загудело от козацкого крика все поле.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах кам кӑна ҫук кунта?
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫав вӑхӑтрах халӑх хушшинче хӑйсен ӗҫӗсемпе пӗтӗм Сечӗпе хисеплӗ ҫынсем шутланакан, пӗрре кӑна мар старшина пулнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ стариксем те тӗл пула пуҫларӗҫ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем ҫӑкӑрпа сало е пашалу кӑна ҫирӗҫ, ӗҫессе те шӑм-шака ҫирӗплетме тесе пӗрер курка ҫеҫ ӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен Тарас Бульба нихӑҫан та ҫул ҫинче ӗҫсе ӳсӗрӗлме ирӗк паман, вара мӗн каҫ пуличченех малалла кайрӗҫ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗнтӗ паҫӑртанпах йӗри-тавра симӗс ҫеҫенхир кӑна курӑнать, икӗ енӗпе те пуҫ таранах симӗс курӑк ӳсет, унӑн пучахӗсем ҫийӗпе козаксен хура ҫӗлӗкӗсем ҫеҫ вӗлтлете-вӗлтлете илеҫҫӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ӑна тумлантарма тытӑнчӗ, ҫӑмӑлттай полячка ачалӑхӗпе пин тӗрлӗ хӑтланса пӗтрӗ, кӑна пула мӗскӗн бурсак пушшех ним тума аптраса тӑчӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Бурсӑра вӗренекен выҫӑ студентсем Киев урамӗсем тӑрӑх яртлатса ҫӳренӗ, мӗнпур ҫын вӗсенчен сыхланса кӑна тӑнӑ.Голодная бурса рыскала по улицам Киева и заставляла всех быть осторожными.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫакна асӑрхас пулать: кӑна никам та мар, мӗнпур вӗренӳ ӗҫӗ ҫине суракан, эпир маларах курнӑ пек ачисене пӗрре те вӗренме хушман Тарас Бульба каланӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вуникке кайсан вӗсене Киеври академине леҫнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, вӑл вӑхӑтри мӗнпур паллӑ сановниксем хӑйсен ачисене воспитани пама кирлӗ тесе шутланӑ, кӑна вӗсем ачисене чӑн-чӑн воспитани парас тесе мар, кайран ӑна йӑлтах манса каяс тесе тунӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Акӑ ӗнтӗ халь вӗсене ҫӳлти вӗҫӗнчен урапа кустӑрми ҫыхса хунӑ тараса кашти кӑна пӗлӗтелле кӑнтарса тӑни тӑлӑххӑн курӑнать, юлашкинчен вӗсем килне тӳрем вырӑн, аякран сӑрт пек курӑнакан пулса, мӗнпурне йӑлтах хупласа лартрӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах акӑ вӑл вӗсене кӗске вӑхӑтлӑха кӑна курать.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малтан вӑл вӗсене хӑйсене кӑна ярас тесе те шутларӗ, анчах вӗсем тин ӳссе ҫитнӗ, ҫӳллӗ, вӑйлӑ та илемлӗ каччӑсем пулнине сӑнаса илсен, унӑн ҫавӑнтах ҫапӑҫу хирне каясси килсе кайрӗ, хӑйӗн никам ӳкӗте кӗртме пултарайман кӑмӑлӗ хушнӑ тӑрӑх ҫеҫ кайма шут тытнӑ пулсан та, вӑл вара тепӗр куннех ывӑлӗсемпе пӗрле хам та тухса каятӑп тесе сӑмах пачӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫынсем ытларах кирлӗ чух, чӗннӗ ҫӗре пыма тивӗҫлӗ рейстровый козаксемсӗр пуҫне кирек хӑш вӑхӑтра та хӑйсен ирӗкӗпе пыракансене те нумай пуҫтарма май пулнӑ: кӑна тума есаулсем, мӗнпур ялсемпе местечкӑсен базарӗсемпе площадӗсем тӑрӑх ҫӳресе, урапа ҫине тӑрса хыттӑн ҫапла ҫеҫ кӑшкӑрмалла пулнӑ:
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козак пӗлмӗн пӗр ремесла та пулман: вӑл эрех юхтарнӑ, урапа тунӑ, тар хатӗрленӗ, тимӗрҫӗпе слесарь ӗҫне тунӑ, кунсӑр пуҫне пуҫа ҫухатиччен ӗҫсе ҫинӗ, — вӑл ӗҫнӗ пек ӗҫме пӗр вырӑс ҫынни кӑна пултарать — ҫаксене вӑл пурне те ним те мар тунӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.