Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл харсӑр та хӑюллӑ, калаҫасса та ӑслӑ-тӑнлӑ калаҫать, тата кӗрнеклӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫӳрекен ҫын вӑл, тенӗ.человека храброго и воинственного, и разумного в речах и видного собою, и Господь с ним.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисуса, Нав ывӑлне, ӳкӗтлесе Ҫӳлхуҫа [ӑна] ҫапла каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, эсӗ Израиль ывӑлӗсене Эпӗ вӗсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе кӗрӗн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Моисей Иисуса чӗнтерсе илнӗ те ӑна мӗнпур Израиль ҫынни умӗнче каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул — эсӗ ҫак халӑхпа кайӑн, Ҫӳлхуҫа унӑн ашшӗсене тупа туса ӑна пама пулнӑ ҫӗршыва пырса кӗрӗн, ӑна йӑхсерен ҫӗр валеҫсе парӑн; 8. Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей вӗсене [Фаран пушхирӗнчен] Ханаан ҫӗрне пӑхса килме янӑ, вӗсене каланӑ: ҫак кӑнтӑрти ҫӗршыва кайӑр та ту ҫине улӑхӑр, 19. ҫӗрне лайӑх пӑхса ҫаврӑнӑр: вӑл мӗнле ҫӗр, унта пурӑнакан халӑхӗ мӗнлескер, вӑйлӑ-и вӑл, вӑйсӑр-и, сахаллӑн-и вӗсем, йышлӑ-и? 20. ҫав халӑх пурӑнакан ҫӗр еплерех: аван-и вӑл, начар-и? халӑх пурӑнакан хулисем епле? ҫыннисем чатӑрсенче пурӑнаҫҫӗ-и е хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗрсенче-и? 21. ҫӗрӗ епле: мӑнтӑр ҫӗр-и вӑл, ырхан ҫӗр-и? унта йывӑҫ таврашӗ пур-и, ҫук-и? хӑюллӑ пулӑр, ҫав ҫӗрти ҫимӗҫсене илсе килӗр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Атте пекех чӑтӑмлӑ, талпӑнуллӑ, хӑюллӑ, пуҫаруллӑ пулса.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Унашкал ҫын ура ҫинче те ҫирӗп тӑрать, хӑйне те хӑюллӑ тытать.
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ку вӑл упӑшкан аслӑ та тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ; ҫак хаклӑ парнене таса шухӑш-кӑмӑллӑ пулнипе кӑна тивӗҫлӗ пулма пулать; кам ҫакна тивӗҫ пулнӑ, ҫав хӑйне ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе шутлама пултарать, ӑна намӑс маррине тата нихҫан та намӑс пулас ҫуккине, вӑл яланах паттӑр та хӑюллӑ пулассине, пур тӗрӗслӳсенче, кирек мӗнлисенче пуринче те вӑл лӑпкӑ та ҫирӗп юлассине, шӑпа унӑн чун-чӗрине пӑхӑнтарма пултарас ҫуккине, ӑна темӗнле йывӑрлӑхсем пырса ҫапсан та, ҫак чыса тивӗҫлӗ пулнӑ вӑхӑтран пуҫласа пурнӑҫри юлашки минута ҫитичченех вӑл хӑйӗн чысӗпе телейлӗ пулассине ҫав ҫын хӑюллӑнах шанса тӑма пултарать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ӑслӑ та хӑюллӑ пулман пулсан, пирӗн ялӑн вӑрҫӑ ачисем ҫурри ытла сывӑ юлаймастчӗҫ.Если бы не его ум и смелость, то более половины наших деревенских детей остались бы без здоровья.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Хӑюллӑ пулнӑ вӑл, йӗксӗк!
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.