Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑ the word is in our database.
утӑ (тĕпĕ: утӑ) more information about the word form can be found here.
Йӗнӗрен бинокль кӑларса, ун витӗр вӑл малтан аякра тӗтреллӗн кӑна курӑнакан утӑ капанӗ ҫине, унтан шурӑ тӗтре хумӗсем ҫийӗпе шыв ҫинчи хулккасем пек тухса силленсе ларакан икӗ хыр тӑрри ҫине тӗллесе пӑхрӗ.

Вытащив из футляра бинокль, он стал наводить его сначала на стога, смутно видневшиеся вдали, потом на верхушки двух сосен, которые покачивались, выступая из белых волн тумана, словно буйки на воде.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Жарнильский утӑ капанӗ ӑшне, ҫул тата ҫул леш енчи уйӑн пӗр пайӗ курӑнмалла вырӑнта, шӑтӑк чавса кӗрсе выртрӗ.

Жарнильский выкопал в сене пещерку с таким расчетом, чтобы просматривалась дорога и кусок поля за ней.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Утӑ капанӗсем нӳрӗпе мӑкӑрланаҫҫӗ.

Стога курились от сырости.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сарайсене те лӑках утӑ чыхса тултарнӑ.

Сараи были доверху набиты сеном.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах халӗ ӗнтӗ Ческая ялӗ хыҫӗнче, уй-хирсемпе вӑрман уҫланкисенче, вӑрӑм ыраш ҫӑкӑрӗсем пекех, утӑ капанӗсем лараҫҫӗ.

Но и за Ческой, в полях, и на лесных опушках теперь уже стояли стога, точно длинные ржаные ковриги.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑҫал курӑксем кая юлса ӳссе ҫитрӗҫ, июль уйӑхӗн иккӗмӗш ҫур пайӗ ҫумӑрлӑ та сивӗ пулчӗ, ҫавӑнпа та утӑ ҫулса пухма каярах юлчӗҫ.

В этом году травы поднялись поздно, вторая половина июля была дождливой и холодной, с косьбой запоздали.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пур ҫӗрте те утӑ пайӑркисем йӑвалана-йӑвалана выртаҫҫӗ.

Клочки сена валялись повсюду.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Утӑ ҫулса пуҫтарчӗҫ.

Покосы и уборка уже кончились.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хулпуҫҫи ҫине утӑ ҫӗклемӗ хӑпартса хунӑ чухне унӑн сарафан арки ҫӗкленчӗ те яштака шурӑ урисем курӑнса кайрӗҫ.

Когда она поднимала на плечо охапку сена, сарафан приподнялся, обнажив стройные белые ноги.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Любка шӑппӑн пысӑк ҫӗклем утӑ илчӗ те тухса кайрӗ.

Неслышно набрав большую охапку сена, Люба вышла.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Утӑ сарайӗн хӑш-пӗр ҫӗртен сирӗлсе кайнӑ тӑрри витӗр тӳпе курӑнать.

Сквозь разметанную кое-где крышу сеновала виднелось небо.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗррехинче, утӑ сарайне ҫывӑрма выртнӑ май, Андрейпе Валерий Тихонпа Люба ҫинчен сӑмах хускатса ячӗҫ.

Однажды, укладываясь спать на сеновале, Андрей и Валерий разговорились о Тихоне и его снохе.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейпе Сергунько Нестеровсем патӗнче, утӑ сарайӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Андрей и Сергунько жили на дворе у Нестеровых.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Уҫӑ сывлӑш пӳлӗме утӑ, выльӑх-чӗрлӗх, шурлӑх курӑкӗсен шӑршине кӗртсе тултарчӗ.

Свежий воздух ворвался в комнату, наполняя ее запахами сена, скота, болотных трав.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нӳрлӗ ҫил уҫӑ чӳречерен кӗчӗ те вагонра вӑрманпа утӑ шӑрши сарӑлчӗ.

Свежий ветер ворвался в открытое окно, и в вагоне запахло лесом и скошенными травами.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗрисем утӑ ҫулнӑ ҫӗрте, теприсем выльӑхсене ҫӳретмелли вырӑнсенче.

Кто на покосе, кто со скотом на выпасах.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василипе Валентина утӑ ҫулнӑ ҫӗртен кайсан, кану хыҫҫӑн Алексей каллех рете тӑчӗ.

Когда Василий и Валентина уехали с покоса, после перерыва Алексей снова стал в ряд.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чирлӗ пулнине халь пӗлнӗ вӑл, анчах утӑ ҫулнӑ ҫӗртен каяс шухӑша пуҫра пачах та тытман.

Теперь он уже понимал, что он болен, но мысли не допускал о том, чтобы уйти с покоса.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Утӑ ҫулнӑ ҫӗрте усси ытлашшиех мар вӗсенчен, унта вӗсем ӗҫлеме пултараҫҫӗ, ҫитменнине тата хӑйсен ирӗкӗпе каяҫҫӗ вӗт.

На сенокосе от них не много прока, а там справятся, тем более что идут по своему желанию.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лена хӑш чухне улӑха ҫул май лавпа килсе каять; вӑл ӑна утӑ ҫулма вӗрентрӗ, вара унӑн тытма пӗлмен, хӗвел тепле хӗртсен те пиҫсе хуралман ҫинҫе аллисенче ҫава курма ӑна питех те килӗшет.

Лена иногда приезжала на луга с попутной подводой; он учил ее косить, и ему трогательно было видеть косу в ее неумелых тонких, ни под каким солнцем не загоравших руках.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed