Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмне (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Барановичи хулинче, тревога йӗркипе чӗннӗ тӑрӑх, вӑл хӑй хваттерӗнчен тухса батарейӑна кайнӑ, ҫавӑнтан вара хӑйӗн ҫуртне те, ывӑлне те, арӑмне те, амӑшне те курман.

Вышел из своей квартиры в Барановичах, по тревоге вызванный на батарею, и с тех пор больше не видел ни дома своего, ни сына, ни жены, ни матери.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«111. Специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договор тӑрӑх тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсене панӑ пурӑнмалли пӳлӗмсене вӗсен ҫул ҫитмен ачисене тата упӑшкине (арӑмне) пурӑнма кӗртме юрать.

«111. В жилые помещения, предоставленные детям-сиротам и детям, оставшимся без попечения родителей, лицам из числа детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей, по договорам найма специализированных жилых помещений, могут быть вселены их несовершеннолетние дети и супруг (супруга).

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.

Ҫук, ҫук, пӗрре те кӳрентермен вӑл хӑй арӑмне.

Ничо, не обижал ее.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Арӑмне пытарнӑ хыҫҫӑн Малышева патне час-часрах пырса лара пуҫларӗ Глухов.

После того как старик Глухов схоронил жену, он еще чаще наведывался к Малышевой.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ӑнланса илчӗ те — кӑлт тӗкрӗ арӑмне.

Понял и толкнул жену.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Арӑмне чӗнчӗ: — Валя, кил-ха, пирӗн кунта… темӗнле тӗлӗнмелле калаҫу пулса иртет!

Позвал жену: – Валя, иди, у нас тут… какой-то странный разговор!

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Упӑшки унта пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна вӗлереттӗм, арӑмне вӗлерместӗп.

Его бы я убил, а ее не собираюсь.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Заовражнайри Захаров Яшана виҫӗмкун шкул умне ҫакрӗҫ. Халӗ те сулланса тӑрать-ха. Арӑмне хӗнесе вӗлернӗ».

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

— Питӗ те йӗркеллӗ пулса тухать, — Шерхулла Тихха арӑмне ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ: — яту чӑвашла, аҫу ячӗ вырӑсла, хушамату советла.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

— Списока Тихха арӑмне Карпи Тимофеевна Советова тесе кӗртес пулать.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Вӑл арӑмне наряд ҫыртарсах ӗҫ кунӗ ҫаптарасшӑн звеньевоя кӗртет.

Он вводит жену в звеньевое, чтобы написать наряд и хаписать ей рабочий день.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Амӑшне, арӑмне хисеплетӗр, каччӑ чухне вара — хӗрӗн тасалӑхне хаклама пӗлтӗр.

Help to translate

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Унӑн хуравӗ ҫапла пулчӗ: «Тӗлӗкре Елюк арӑмне куртӑм (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), сана ҫавӑн чухне хӑнана чӗнетӗп терӗ».

Help to translate

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Давыд арӑмне нумай вӑхӑтлӑха Андрей Войнов (Карӑк Энтри) улӑштарнӑ.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Хӑйне вӑрҫа чӗнсен, управҫӑ-сыхлавҫӑ вырӑнне арӑмне хӑварнӑ.

Help to translate

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Алексейпе пӗр класрах вӗренекен Оксана, — ҫӗнӗрен хӑйӗн ытамне илчӗ арӑмне Анатолий.

Его одноклассница Оксана, — вновь обнял свою жену Анатолий.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа килсен ӑҫта ӗҫе вырнаҫӗ-ши пирӗн Алексей? — маччана пӑхса выртнӑ хушӑрах пӑчӑртарӗ арӑмне хӑй ҫумне.

Куда же наш Алексей устроился на работу после службы в армии? — смотрел он в потолок и прижимал к себе жену.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ашшӗ ҫие юлнӑ арӑмне хӗненӗ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Анчах Юркка хирӗҫленӗ, Верӑна, унчченхи арӑмне, кӑна юратнине пӗлтернӗ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed