Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх the word is in our database.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) more information about the word form can be found here.
Эпир хамӑрӑн «Стационерпа», миллионлӑ ҫарсен ҫапӑҫӑвӗсем ҫинчен каласа панипе вилмелле кӑсӑклӑх ҫуратрӑмӑр; Турӑшӑн та — Уйӑх е Марс ҫыннисем Ҫер ҫине лекни те ҫавнашкал аптӑратса-тӗлӗнтерсе ӳкереймӗччӗ.

Люди с Луны или с Марса, попади они на землю, не вызвали бы такого убийственного интереса к себе, как мы со своим «Стационером» и рассказами о сражениях миллионных армий.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Нессар патӗнче Скоррей тӑватӑ уйӑх сипленчӗ, ҫак тапхӑрта Де-Местр психиатрӑн экспедицине тата вӑл ҫырса кӑтартнине пула лару-тӑру уҫӑмсӑр тӗтрелӗхрен тухрӗ.

Скоррей провел у Нессара четыре месяца, в течение которых выяснились новые обстоятельства благодаря публикации и экспедиции психиатра Де-Местра.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Юлашки каҫалӑкченех ҫак меслетпе сухаланӑ тӑк уй, иккӗленмелли ҫук, уйӑх питне аса илтеретчӗ-тӗр.

Поле, вспаханное до конца таким способом, напоминало бы поверхность луны.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ют куҫсенчен пытаннӑ ҫак бухтӑра мӗн ҫиесси пирки пӑшӑрханмасӑр пӗр уйӑх та ларма пулать.

Выходило, что в этой, спрятанной от чужих глаз бухте можно просидеть с месяц, не беспокоясь о том, что есть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тӳпе пӗчӗк ача куҫӗ пек тап-таса пулин те, хӗвеланӑҫӗнче ҫурри пытанма ӗлкӗрнӗ хӗвел ури кунта ӳкмест ӗнтӗ, тепрер сехетрен вара, уйӑх ҫурла пек кӑна ҫӳхелсе юлнине шута илсен, вунӑ-вунпилӗк утӑмран та курӑнми пулӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Астӑвать-ха Крапивин, ун чухне ҫурри катӑк уйӑх самаях ҫутататчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур уйӑх ӗнтӗ мана председатель заместительне суйлани…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темиҫе уйӑх каялла кӑна-ха Крапивин вӑл уесри ҫутӗҫ пайӗнче ӗҫлет тенине илтнӗччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйӑх пуҫламӑшӗнче-ха Вӑрнартан угрозыск агенчӗ килсе кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Ваньккана «тытса» кайнӑранпа уйӑх иртрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллаштарасса вӗсене икӗ уйӑх каялла кӑна-ха Канашри чайнӑй хуҫи Волков паллаштарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйӑх тепӗр май ҫаврӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен эрне те, уйӑх та сисмесӗрех иртетчӗҫ, халь ирпе каҫ хушши эрнене тӑсӑлать тейӗн…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫын выҫӑлла уйӑх та пурӑнаймасть, тен…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тепӗр уйӑх пурӑнап пуль теп-ха, — вӑтанса пӗлтерчӗ Санюк.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗр уйӑх каялла сана шыраса милицисем килчӗҫ, курсанах, пӗлтерме хушса хӑварчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех пӳрт алӑкӗ, каярах — хыҫалти хапха калинкки чӗриклетни илтӗнчӗ, уйӑх ҫутинче сенӗк тытнӑ арҫын курӑнса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, уйӑх тулли, таврана вӑйлах ҫутатать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ пулӑшрӗ пулинех, хайхи грузчикра ӗҫленӗ хӗрлӗ армеецсене пурне те Злочев хулине илсе кайрӗҫ, пӗр уйӑх ӗҫе илсе тухмасӑр сиплерӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed